Сентябрĕн 11-мĕшĕнче Шупашкарти «Олимпийский» стадионта икĕ хут Совет Союзĕн Геройне, СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерне, СССР летчик-космонавтне А. Г. Николаева асăнса «Советская Чувашия» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн эстафета чупăвĕ иртрĕ. Унта Трак енри 7 команда вăй виçрĕ. Асăннă ăмăртуран Трак гимназийĕн команди Олимп чемпионкин Валентина Егорован кубокĕпе таврăнчĕ. Чăваш Ен прессин спорт фестивальне хутшăнма килнисене ЧР Президенчĕ М. В. Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, хăвăрт утас енĕпе Олимп чемпионки, Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ Елена Николаева, çамрăксен пĕрремĕш Олимп вăййисен чемпионки Екатерина Блесткина, «Советская Чувашия» хаçат редакторĕ А. Г. Соловьев ăшшăн саламларĕç, ăнăçлă стартпа финиш сунчĕç. Чи малтанах старта хаçатçăсем тухрĕç. 14 команда вăй виçрĕ кунта. Ытти çулсенчи евĕрех Чăваш патшалăх университетĕнчи «Альмаматер» команда çĕнтерчĕ. Пирĕн районти «Ял пурнăçĕ» хаçат редакцийĕн команди 7-мĕш вырăн йышăнчĕ. Ун чысне социаллă ыйтусен пайĕн редакторĕпе Надежда Сидоровапа райхаçатăн тĕп редакторĕ Иван Прокопьев хÿтĕлерĕç. Районти спорт ветеранĕсен команди ку хутĕнче тăваттăмĕш, çамрăксен команди пиллĕкĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Трак гимназийĕн кăтартăвĕ савăнтарать, вăл 10х400 м эстафетăна 10 минут та 26,3 çеккунтра вĕçлесе Чăваш Енри вăтам шкулсем хушшинче виççĕмĕш, яллă районсем хушшинче чи лайăх вăхăт кăтартрĕ, Олимп чемпионкин Валентина Егорован куçса çÿрекен кубокне иккĕмĕш хут çĕнсе илчĕ. — Ку шкулăн 120 çулхи юбилейне хăйне май парне пулчĕ, — пĕлтерчĕ команда наставникĕ Владимир Валерьянович Моисеев. Гимнази чысне çаксем хÿтĕлерĕç: Анжела Тимонова, Надежда Егорова, Алексей Пантелеймонов, Любовь Егорова, Александр Илларионов, Дмитрий Марков, Николай Петров (пурте 11-мĕш класран), Алексей Перепелкин (10 «А»), Елизавета Жестянова (10 «Б»), Анжела Смирнова (7 кл.). «Советская Чувашия» хаçат эстафетинче унччен гимназистсем 1989, 2002 çулсенче виççĕмĕш, 2001 тата 2003 çулсенче иккĕмĕш вырăнсене йышăннăччĕ. Вĕсене черетлĕ çитĕнÿпе саламласа тата пысăкрах ÿсĕмсем тума ырлăх-сывлăх сунатăп.
|