Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 93

Статистика


Халĕ сайт çинче: 2
Хăнасем: 2
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2012 » Раштав » 13 » Гурий Дубров Çĕпĕрте те сăвăлать
Гурий Дубров Çĕпĕрте те сăвăлать
22:38
Сăн ÿкерчĕк
Гурий Егорович Дуброва (Кăмакал Курккине) районта пĕлмен çын çук пулĕ. Çитес çулхи январĕн 14-мĕшĕнче 78 çул тултарать вăл. Çулĕсене пăхмасăр лара-тăра пĕлмест хайхи. Кил хуçалăхĕнче качакасем усрать, вĕлле хурчĕ ĕрчетет.
Кам-ха вăл Гурий Дубров? Г. Дубров 1934 çулта Кăмакалта çуралнă. Ачалăхĕ унăн Кĕçĕн Шетмĕ юхан шывĕ хĕрринчи лапамра вырнаçнă пĕчĕк ялта иртнĕ. Вăл хăйĕн кун-çулĕн чылай пайне райпо тытăмĕпе çыхăнтарнă, кадрсен пайĕнче тăрăшнă. Мĕн ачаранпах юрлама, ташлама юратнă. Сасси уçă, янкăс унăн. 
Тăхăр вуннăмĕш çулсенче çанă тавăрсах литература лаççине кÿлĕнчĕ ĕçтешĕмĕр. 
— Чун юрлать, кăмăл-туйăм иксĕлми манăн, — хăйĕн шалти вĕри туйăмне уçать юрăç-сăвăç. — Сакăр вунна çитиччен сцена çинчен анас мар... 
Г. Дубровăн репертуарĕнче çĕр юрă ытла та пуль... Хăй те сăвăсем çырнипе пĕрлех юрăсем те кĕвĕлет. Ытларах Н. Никоноров, И. Прокопьев, И. Степанов, Г. Яманак, В. Рудникова композиторсемпе таччăн çыхăну тытса ĕçлет. 
Вун виçĕ кĕнеке авторĕ, М. Трубина, Н. Янкас ячĕллĕ премисен лауреачĕ вăл. Гурий Егоровича ав ĕçри хастарлăхшăн медальсемпе, "Суту-илÿ ĕç отличникĕ” паллăпа, Чăваш наци конгресĕн президиумĕн Хисеп грамотипе, тав хучĕсемпе чысланă.
Юрă-ташăпа туслă, халăха пултарулăхĕпе савăнтарать. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухнăранпах çыравçă калемне туптать, пĕр ывăнмасăр сăвă, очерк шăрçалать. Акă çак кунсенче "Трак ен" пултарулăх ушкăнĕпе Çĕпĕр тăрăхне Тюменьти чăвашсем патне Чăваш культурин кунĕсене хутшăнмашкăн çитсе килчĕ. Унта та вăл ахаль ларман: сăвă хайланă, пултарулăхне туптанă.
Çакна палăртма кăмăллă. Гурий Егорович хăйĕн мăшăрĕпе Таисия Васильевнăпа 53 çул пĕр-пĕрне килĕштерсе, юратса та çур сăмахранах ăнланса пурăнать. Тивĕçлĕ канура пулин те, иккĕшĕ те обществăлла ĕçрен аякра тăмаççĕ.  Гурий Егоровичпа Таисия Васильевна Дубровсене Раççейĕн "Юратупа шанчăклăхшăн” медалĕпе наградăланă.  

Миçе çын пăхнă: 1062 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/2 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Раштав 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024