Çапла каланă ĕлĕкрен. Пепке çуралнă кăна-ха, халь çеç уçăлнă куçĕсемпе таврара мĕнпур ыррине сăнать. Илемлĕхсĕр пурнăç çук, эппин. Тĕнчерен, хамăра телей çулĕ çине тăратаканран хаклăраххи нимĕн те çук. Çакна пурнăçра тĕпе хураканăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма тỹр килчĕ. Хамăр районти историпе краеведени халăх музейĕнче, хальтерех уçăлнă куравра. Мĕн куратăп-ха эпĕ? Сăнỹкерчĕксен пуххи икĕ пỹлĕм йышăнать. Стенасем те, сентресем те илемпе йăлтăртатаççĕ. Акă, “чечексен тĕнчине” кĕретĕп эпĕ. Мĕнли кăна çук пулĕ кунта, алка евĕрлисем те, шăнкăрав пеккисем те. Пурте этем пурнăçне асам парнелеççĕ. Пыл хурчĕсем пырса ларнă, нектар пухаççĕ, сĕр! сĕрлеççĕ. Чĕрчунсем те юлмаççĕ чечексенчен. Акă, калта чул хушăкĕнчен тухать. Ăна фотоăстаçă, Ишек шкулĕн вĕрентекенĕ Е. И. Григорьева “çаптарнă”. Екатерина Ивановнăна Трак енсем аван пĕлеççĕ, вăл районти тĕп библиотекăра та тăтăшах куравсем йĕркелет. Епле хитре тата лĕпĕшсем. Махаон текенни — чи пысăкки. Çĕлен (питон) та хăйне май илемлĕ. Чĕрĕп те вĕсенчен юласшăн мар. Чăх чĕпписемпе “уçăлма” тухнă. Чăваш тумне тăхăннă хĕр-пикесем куçсене шартарсах яраççĕ. Ара, яш чухне хамăр та çавăн пек пулнă-çке. “Трак ен”, “Хавал” ансамблĕсен юрăçисен сăнỹкерчĕкĕсем чуна çĕклеççĕ. Акă, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н. Никоноров лаша çине утланнă та баян тăсса ярса юрă шăрантарать. Чуна хумхантаракан ỹкерчĕксем те пур — шкул ачисем ватă салтак килне пыраççĕ, класра паттăрлăх урокĕ иртет. Юлашки икĕ-виçĕ çул хушшинче районти историпе краеведени халăх музейĕн ĕçĕ питех те курăмлă. Çакă вăл кунта В. А. Тихонова вăй хума пуçласан уйрăмах сисĕнчĕ. Ĕмĕчĕ пысăк Валентина Аркадьевнан, малашлăх туйăмĕ шыв пек юхать унăн. Вăл ялан шыравра. Кĕрсе курăр салари музее, ỹкĕнỹ пулмĕ, чунăрсем çеç çĕкленĕç.
В. Рудникова |