Мартăн 6-мĕшĕнче районти "Ял пурнăçĕ” хаçатăн пĕрремĕш номерĕ тухни 75 çул çитрĕ. Вăл чи малтанах "Колхозник” ятпа çапăнса çынсем патне саланнă. 1939—1962 çулсенче район хаçачĕ "Коммунизм çулĕпе” ятпа пичетленнĕ. "Ял пурнăçĕ” вара 1966 çулхи майăн 1-мĕшĕнчен тухса тăрать.
Редакци йышĕнче, хаçат тематикипе содержанийĕнче нумай улшăнусем пулнă. И. Хатаевский, А. Маркова, Л. Семенов, Л. Николаев редакторсем уйрăмах нумай çул ĕçленĕ. Халĕ И. А. Прокопьев тĕп редактор пулса вăй хурать. Çак ĕçе вăл 20 çул йĕркелесе пырать.
Юлашки çулсенче хаçат сăн-сăпачĕ чылай улшăнчĕ. Вулакансен йышĕ ÿсни те çак ĕçре тимлекенсене савăнтарать. 2010 çулăн пĕрремĕш çур çулĕнче хаçат 1790 экземплярпа çапăнать.
Райхаçат 75 çул тултарнине халалласа мартăн 5-мĕшĕнче савăнăçлă уяв иртрĕ. Мероприятине райхаçат гимнĕпе уçрĕç, ăна редакцинче вăй хуракансем юрларĕç. Ун хыççăн Иван Афанасьевич пуçтарăннисене хаçат историйĕпе паллаштарчĕ, малта пыракансене Хисеп грамотипе наградăларĕ.
Уявра ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен, информации политикин тата архив ĕçĕсен министрĕн çумĕ А. Б. Усов Р. М. Лизакова министр алă пуснă çырупа паллаштарчĕ, ăна тĕп редактора пачĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен, пĕрремĕш çумĕ Н. И. Антонов район администрацийĕн Хисеп грамотине пачĕ. Г. Е. Дубровпа Н. Г. Ершов обществăлла корреспондентсем хаçата халалланă сăввисене вуласа саламларĕç. Красноармейскинчи Нестер Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕн ертÿçин çумĕ Н. Г. Ершов Г. Е. Дуброва, И. А. Прокопьева, Г. Л. Ефимова, Ю. З. Борисова, Н. Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕсене, медальпе чысларĕ. Ку медале Н. Г. Ершов та И. А. Прокопьев аллинчен илчĕ. Епле-ха уяв юрă-ташăсăр? Редакцинчи агитушкăн пухăннисене саламласа пĕчĕк концерт лартса пачĕ.
Н. Сидорова
|