Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 93

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2013 » Кăрлач » 19 » Юрий Сементер: "Чунра хӗмленнӗ йӗркесем..."
Юрий Сементер: "Чунра хӗмленнӗ йӗркесем..."
20:37
Сăн ÿкерчĕк
Кăрлач уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш наци библиотекин "Чăваш кĕнеки" вулав пÿлĕмĕнче пирĕн сумлă ентешĕн тата Чăваш халăх поэчĕн Юрий Сементерĕн поэзи каçĕ иртрĕ. Унта Вĕренÿ институтĕнче пĕлĕвне ÿстерекен чăваш чĕлхи учителĕсем (çав шутра çак йĕркесен авторĕ те), Чăваш ялхуçалăх академийĕн студенчĕсем, Шупашкарти ентешлĕх  тата тĕрлĕ ÿнер çыннисем хутшăнчĕç. 
Уяв каçĕнче сăвăçă хăй сăввисене вуласа пачĕ. Пĕрремĕш сăвва вара вăл шкулта чăваш чĕлхи вĕрентекенсене халалларĕ. Ун хыççăнхи сăввине - хăйшĕн пурнăç тĕслĕхĕ пулса тăнă Петĕр Хусанкая. Хусанкайпа чи малтан тата ĕçе пула тĕл пулнă самантсене те аса илчĕ поэт.
Кунсăр пуçне çыравçă Филипп Лукинпа килĕштерсе ĕçлени, унпа пĕрле халăхра анлă сарăлнă юрăсем çырни çинчен каласа кăтартрĕ. Уйрăмах "Уçланкăри палан" юрă кун-çулĕ çинчен каласа пани кăсăклă пулчĕ пухăннисене. 
Наци вулавăшĕн ĕçченĕсем поэзи каçĕ тĕлне пысăк парне хатĕрленĕ. Вĕсем Ю.С.Семенов - Сементер поэтăн пурнăçĕпе пултарулăхне халалланă  "Чунра хӗмленнӗ йӗркесем" электронлă кăларăм пуçтарнă. Унта "Кун-çулăм", "Литература пултарулăхĕ", "Пурнăçăм тата ĕçĕм", "Пурнăç саманчĕсен фотогалерейи" тата "Библиографи" пайсене вырнаçтарнă. Мультимеди кăларăмне кунсăр пуçне 71 сăвă тексчĕ (вырăсла тата чăвашла), поэтăн сăввисемпе çырнă 25 юррăн кĕвĕ файлĕ кĕнĕ.
Вулавăш ĕçченĕсем поэзи каçĕ тĕлне поэтăн вулавăшра упранакан кĕнекисен выставкине йĕркеленĕ.
Пухăннисем тата тухса калаçакансем поэта ырлăх-сывлăх сунчĕç, малашне те поэзи анинче çĕнĕ шедеврсем çураласса шаннине палăртрĕç.
Малашнехи ĕç планĕпе те паллаштарчĕ çыравçă. Халĕ вăл тутар поэзийĕн анталогине (унта 71 тутар поэчĕн пултарулăхĕ кĕрет) чăвашла куçарассипе тимлет иккен. Юлашкинчен поэт хăй сăмахне çапла вĕçлерĕ: "Чăваш чĕлхине пĕтме парар мар...". Çапла пултăрах, чăвашсем калашле.

Миçе çын пăхнă: 754 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Кăрлач 2013  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024