Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 93

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Утă » 20 » Кăçалхи çырав унчченхинчен мĕнпе уйрăлса тăрать?
Кăçалхи çырав унчченхинчен мĕнпе уйрăлса тăрать?
10:57
Сăн ÿкерчĕк
Октябрĕн 14 – 25-мĕшĕсенче пирĕн çĕр-шывра халăх çыравĕ иртет. Унччен çĕр куна яхăн юлчĕ. 
Çырава ăнăçлă ирттерме республика территорине участоксем çине пайланă. Пĕтĕмпе 200 çырав, 799 инструктор, 3195 шутлав, 627 стационар участокĕ туса хунă. Çырава явăçтаракансен списокне те хатĕрлесе çитернĕ темелле. Пĕтĕмпе 5570 çынна вăхăтлăх ĕçе хутшăнтармалла пулать. Вĕсене ятарлă пĕлÿ парассине те йĕркелетпĕр.
Участоксем валли пÿлĕмсем уйăрасси те вĕçленсе пырать. Вĕсенче пуринче те хурал пулать, сĕтел-пуканпа, телефонпа, хăшне-пĕрне транспортпа та тивĕçтереççĕ.
Çак кунсенче Чăвашстата персонал валли портфельсемпе удостоверенисем килчĕç. Çырав листин бланкĕсем те пирĕн алăра.
Çынсенчен ыйтнă чухне çырав хучĕн 3 тĕсĕпе усă кураççĕ: Л, П, В. Вĕсем çутă персик тĕслĕ, суя хутсем тăвассинчен вĕсене ятарлă майпа хÿтĕленĕ.
Раççейре ялан пурăнакансен Л тата П хутсем çине хурав памалла. Л хутра çын арлăхне, çемьеллĕ е çемьеллĕ маррине, çуралнă кунпа вырăна, гражданлăха, хăш наци çыннине, чĕлхесем пĕлнине, пĕлÿ шайĕ, ача хисепĕ, мĕнпе пурăнни, ĕçлени е ĕçлеменни, куçса çÿрени пирки палăртмалла. Ку хутра 25 ыйту. П хутра çурт-йĕр ыйтăвĕсем пулаççĕ.
Пирĕн çĕр-шывра вăхăтлăх пурăнакансене (1 çул таран) В формăллă хут çине хуравлама ыйтаççĕ. Вĕсене пĕтĕмпе те 7 ыйту çеç параççĕ: пирĕн пата ăçтан килнĕ, ялан ăçта пурăнаççĕ, пирĕн çĕр-шыва епле тĕллевпе килнĕ?
2010 çулхи çырав 2002 çулхинчен уйрăлса тăрать-и? Паллах пĕрпеклĕх пур, унсăр унчченхипе хальхине танлаштарса пăхма, тишкерме çук.
Улшăнусем те пулаççĕ. Мăшăрланни пирки ыйтнă чухне çакна палăртаççĕ: «официаллă уйрăлнă» е «уйрăлса кайнă». Аслă пĕлÿ шайне палăртнă чухне те çĕнĕ саккунсемпе килĕшÿллĕн хуравламалла: бакалавр е магистр дипломне илнĕ, ученăй степенĕ пур-и; 2002 çулхи çыравра пăрахăçланă тăван чĕлхе пирки калакан ыйтăва çĕнĕрен кĕртнĕ.
Хальхинче укçа-тенкĕ епле ĕçлесе илнине каламалла, унччен тупăш виçине ыйтнăччĕ. Иккĕмĕш ĕç пирки те ыйту пур. Куçса çÿрекенсенчен халиччен ăçта пурăннине ыйтаççĕ. Хĕрарăмсен пĕрремĕш ачана хăçан çуратнине каламалла пулать. Çĕр-шывра илтмен çынсем нумайран жест чĕлхи пирки ыйту пур.
Çурт-йĕр (П листра) пирки ыйтнă чухне Интернетпа телефон çыхăнăвĕ, телевидени çинчен те каламалла. Санитарипе гигиенăн епле условийĕсенче пурăнни пирки те асăнмалла.
Çыравçă сирĕнпе тĕл пулсан 15 минутлăха чăрмантарать. Нимĕнле документ та кăтартмалла мар, хутсенче сирĕн ята та çырмаççĕ.
Çынсен ыйтусем çине хуравлама шикленмелле мар. Çырав хучĕсенчи сведенисене тĕрлĕ органсене памаççĕ. Вĕсене пĕрлештерсе пĕтĕ-мĕшле усă кураççĕ. Çырав ирттерекенсене конкретлă çын интереслентермест, вĕсене çĕр-шыв, регион, ял шайĕнчи пĕтĕмĕшле кăтартусем кирлĕ. Ку çуртра мĕнле наци çынни пурăннине никам та пĕлмĕ. Ĕç укçи виçи пирки те никам та ыйтас çук.
Раççейри çырава хутшăнасси – кашни гражданинăн тивĕçĕ. Çынсем пире шанни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.
Кашни переписчикăн ятарлă удостоверени пулать. Вăл сире хăйĕн паспортне те кăтартать. Ăна ятарлă портфельтен те (унта «Федеральная служба государственной статистики» тесе çырнă), çырав паллине ÿкернĕ шарфран та паллама пулать.
Çыравçăна киле кĕртме шикленетĕр пулсан сирĕн хăвăрăн стационар участокне пырса ыйтусем çине хуравламалла. Çырав пуçланиччен çак участок адресĕсене пĕлтереççĕ.
Чăвашстат сирĕн ыйтусене хуравлама хатĕр: 52-04-53. Росстат сайтĕнче çыравпа çыхăннă ятарлă портал пур: www.perepis-2010ru

Е. ПЕТРОВА, Чăвашстатăн пай пуçлăхĕ.
Миçе çын пăхнă: 585 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Утă 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024