Çĕршыв шайĕнче «Ял территорийĕсене 2014–2017 çулсенче тата 2020-мĕш çулчченхи тапхăрта çирĕппĕн аталантармалли» тĕллевĕлĕ программа вăйра тăрать. Программăна республикăра пурнăçа кĕртме кăçал федераци хыснинчен 406 пин тенкĕ тивĕçмелле, 1,0 миллионне республика хыснинчен уйăрмалла, вырăнти хыснасенчен — 375 пин, уйрăм усламçăсен тата çынсен кĕсйинчен 719 пин текнĕ кăлармалла.
Программăна кĕртмелли проектсене суйлассипе Чăваш Енĕн Ял хуçалăх министерствинче конкурс комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ. Унта 17 ял тăрăхĕнчен килнĕ 18 проекта тишкернĕ. Министерство пĕлтернĕ тăрăх, социаллă-экономика критерийĕсене уйрăмах туллин тивĕçтерекенсене суйланă. Кăçал пурнăçа кĕртмелли проектсен шутне Шупашкар районĕнчи Кӳкеçри «Бичурин пахчи» музейпа парк комплексĕ тата Етĕрне районĕнчи Мăн Шемертенти Чăваш хресченĕн хуçалăхĕн музейĕ кĕнĕ.
Килес çул вара Элĕкри культурăпа кану центрĕ тата Красноармейски районĕнчи Кĕçĕн Шетмĕри шкул тавралли умĕнчи территорие хăтлăх тата тирпей-илем кӳме, Муркаш районĕнчи Ярапайкасси ял тăрăхĕнчи Сыпайĕнче нумай ĕç тăвакан стадион тума укçа уйăрĕç.
http://www.chuvash.org/news/5605.html |