Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 93

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2011 » Çурла » 4 » Хĕр ачана вилĕмрен çăлнă
Хĕр ачана вилĕмрен çăлнă
23:51
Сăн ÿкерчĕк
Çанталăк шăрăх тăнăран пурте пĕве, кÿлĕ е юхан шыв хĕррине васкатпăр, шыва кĕрсе шăм-шака уçăлтарас тетпĕр. Анчах та ку чухне асăрханулăха пĕртте çухатма юрамасть, ахальтен мар халăхра "шывăн турачĕ çук” теççĕ. 
Акă кăçалхи утă уйăхĕн 23-мĕшĕнче 17 сехет çитеспе Яманакри 7 çулхи Дарья Львова та тус-тантăшĕпе Аленăпа тата 3 çулхи тăванĕпе Сергейпа пĕрле ялти плотинана çăвăнма кайнă. Вăл тантăшĕ панă сывлăш вĕрсе хăпартнă çаврашкапа "шахта” текен вырăнтан тÿрех шыва сикнĕ, тарăн çĕре лекнĕ. "Сикнĕ вăхăтра çаврашка ура çине анса ларчĕ. Путма пуçларăм. Алăсене çÿлелле çĕклерĕм... Урăх нимĕн те астумастăп. Куçа уçрăм та курăк çинче выртатăп”, — тет халĕ хĕр пĕрчи. 
Юрать-ха, плотина хĕрринче шыва кĕрекенсем татах та пулнă. Дарья путма тытăннине Шупашкартан Ешкилт ялне хăнана килнĕ 1985 çулта çуралнă Андрей Никитин асăрханă (вăл юлташĕпе Алексей Петровпа пĕрле пулнă), çийĕнчех шыва сикнĕ, хĕр ачана туртса кăларнă. Таня ятлă хĕр (хушаматне калаймарĕç) Дарьăна искусствăлла майпа сывлаттарнă. Хăйсемех "Васкавлă пулăшу” чĕннĕ, тухтăрсене хирĕç пĕр автомашинăпа, тепринпе Дарья амăшне чĕнме кайнă. 
Халĕ хĕр пĕрчи райбольницăран сывалса тухнă ĕнтĕ, хăйне лайăх туять. Кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче пĕрремĕш хут парта хушшине ларма хатĕрленет вăл.
Дарья амăшĕ Лилия Изосимовна Викторова тата ашшĕ — Анатолий Николаевич Львов йывăр вăхăтра çухалса кайманшăн, хăйсен тĕпренчĕкне çăлса хăварнăшăн Андрей Никитина, Таньăна, çавăн пекех пулăшу кÿнĕшĕн райбольницăн "Васкавлă пулăшу” уйрăмĕнче вăй хуракансене, сипленĕ ытти тухтăрсене пур кăмăлтан тав тăваççĕ, ăнăçусем сунаççĕ.
Миçе çын пăхнă: 632 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Çурла 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024