Çанталăк шăрăх тăнăран пурте пĕве, кÿлĕ е юхан шыв хĕррине васкатпăр, шыва кĕрсе шăм-шака уçăлтарас тетпĕр. Анчах та ку чухне асăрханулăха пĕртте çухатма юрамасть, ахальтен мар халăхра "шывăн турачĕ çук” теççĕ.
Акă кăçалхи утă уйăхĕн 23-мĕшĕнче 17 сехет çитеспе Яманакри 7 çулхи Дарья Львова та тус-тантăшĕпе Аленăпа тата 3 çулхи тăванĕпе Сергейпа пĕрле ялти плотинана çăвăнма кайнă. Вăл тантăшĕ панă сывлăш вĕрсе хăпартнă çаврашкапа "шахта” текен вырăнтан тÿрех шыва сикнĕ, тарăн çĕре лекнĕ. "Сикнĕ вăхăтра çаврашка ура çине анса ларчĕ. Путма пуçларăм. Алăсене çÿлелле çĕклерĕм... Урăх нимĕн те астумастăп. Куçа уçрăм та курăк çинче выртатăп”, — тет халĕ хĕр пĕрчи.
Юрать-ха, плотина хĕрринче шыва кĕрекенсем татах та пулнă. Дарья путма тытăннине Шупашкартан Ешкилт ялне хăнана килнĕ 1985 çулта çуралнă Андрей Никитин асăрханă (вăл юлташĕпе Алексей Петровпа пĕрле пулнă), çийĕнчех шыва сикнĕ, хĕр ачана туртса кăларнă. Таня ятлă хĕр (хушаматне калаймарĕç) Дарь
...
Малалла вула »