ФоторепортажИюнĕн 21-мĕшĕнче Красноармейски район депутачĕсен тăваттăмĕш суйлаври Пухăвĕн 42-мĕш ларăвĕ иртрĕ. Унта район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсемпе пĕрлех ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, хуçалăхсен, райцентрти предприятисемпе учрежденисен тата организацисен ертÿçисем, шкулсен директорĕсем, район администрацийĕн управленийĕпе пайĕсен пуçлăхĕсемпе секторĕсен заведующийĕсем хутшăнчĕç. Депутатсем кун йĕркине 5 ыйту кĕртрĕç: 1. Район администрацийĕн пуçлăхĕн должноçне контрактпа йышăнма ирттернĕ конкурс итогĕсем çинчен. 2. Район администрацийĕн пуçлăхне контрактпа çирĕплетесси çинчен. 3. Район администрацийĕн пуçлăхĕн контракчĕн условийĕсене çирĕплетесси çинчен. 4. Район пуçлăхĕн — район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕн В. Н. Григорьевăн район администрацийĕн пуçлăхĕпе контракт тумалли сĕнĕвĕ çинчен. 5. Район депутачĕсен пиллĕкмĕш суйлаври Пухăвĕн депутачĕсене суйламалли пĕр мандатлă суйлав округĕсен схемине çирĕплетесси çинчен. Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа конкурс комиссийĕн председателĕ, Чăваш Республикин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ В. В. Устяк сăмах каларĕ, конкурс итогĕсемпе паллаштарчĕ. Унта тăваттăн — В. В. Александров ("Гигант" хуçалăх председателĕ), Н. И. Васильев (район администрацийĕн гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен сектор заведующийĕ), Е. Г. Михайлов (районти ĕçпе тивĕçтерекен центрăн ертсе пыракан специалисчĕ), А. И. Терентьев ("Воддорстрой-Красноармейское" пĕрлешÿ мастерĕ) — хутшăннă. Конкурсра Владимир Валерьянович Александров çĕнтернĕ тесе йышăннă, комиссии членĕсенчен 10-шĕ те уншăн сасăланă. Депутатсем пĕр кăмăллă пулса район администрацийĕн пуçлăхне контрактпа В. В. Александрова çирĕплетрĕç. Район администрацийĕн юридици пайĕн пуçлăхĕ Л. И. Артемьев контрактпа паллаштарнă хыççăн В. В. Александровпа район пуçлăхĕ — район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ В. Н. Григорьев ун çине алă пусрĕç. В. В. Александров комисси членĕсене тата пухăннисене хăйне яваплă должноçа шаннăшăн ăшшăн тав турĕ. В. В. Александрова район администрацийĕн пуçлăхне çирĕплетнĕ май Чăваш Республикин Президент Администрацийĕн Йĕркелÿпе тĕрĕслев управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ — вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пай пуçлăхĕ В. Г. Орлов тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Шупашкарти кооператив институчĕн ректорĕ В. В. Андреев саламларĕç, ĕçре ăнăçусем сунчĕç. Кун йĕркинчи пиллĕкмĕш ыйтупа район администрацийĕн йĕркелÿпе тĕрĕслев управленийĕн пуçлăхĕ В. Ю. Иванов сăмах тухса каларĕ. Депутатсем ку ыйтупа та ĕçлĕ йышăну турĕç. Ларура Кĕçĕн Шетмĕ ялĕнче çуралнă Оксана Хайбуллина çăмăл атлета "Раççей тĕнче класлă спорт мастерĕ” ята тивĕçнĕ май саламларĕç. Вăл пирĕн районтан ку ята илнĕ 5-мĕш спортсмен пулса тăчĕ. - В.Данилов ("Ял пурнăçĕ" хаçатран)
|