Красноармейски вăрманĕ çумĕнчи "Факел" стадионăн çеремĕ çинче йăлана кĕнĕ уяв - Акатуй иртрĕ. Ăна Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул тата Красноармейски районĕ йĕркеленнĕренпе 75 çул çитнине халалларĕç.
Ирхине районăн кĕтнĕ хăнисем тата район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Н.И.Антонов вăрçăра çапăçса пуçне хунă салтаксене чысласа лартнă палăк умне чĕрĕ чечексем хучĕç.
9 сехетре Раççей журналисчĕсен пĕрлĕхĕн членĕ Виктор Данилов районăн çулталăк хушшинчи çитĕнĕвĕсемпе ĕç паттăрĕсем çинчен хатĕрленĕ радиорепортаж янăрарĕ. Кĕçех районти ал ăстисен выставки, ял тăрăхĕсен пултарулăх площадкисем ĕçлеме пуçларĕç.
11 сехетре савăнăçлă уяв пуçланчĕ. Ăна сăмах каласа район администрацийĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан Н.И.Антонов уçрĕ. Вăл юлашки вăхăтра çĕнсе илнĕ район çитĕнĕвĕсем çинче чарăнса тăчĕ, пурне те уяв ячĕпе ырлăх-сывлăх, телей, çитĕнÿ, ăнăçу сунчĕ.
Уява пухăннисем театрализациленĕ композиципе пултарулăх ушкăнĕсен концертне пăхса савăнчĕç. Уявра лавккасем ĕçлерĕç, уçă сывлăшра тутлă апат-çимĕç туянса ас тивме те май пулчĕ. Спорта кăмăллакансем тĕрлĕ енлĕ ăмăртусенче тупăшрĕç.
|