Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 93

Статистика


Халĕ сайт çинче: 4
Хăнасем: 4
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2016 » Авăн » 23 » Красноармейскинчи Барановсен пурнăç тĕллевĕ - чирлисене сиплесси
Красноармейскинчи Барановсен пурнăç тĕллевĕ - чирлисене сиплесси
22:32
Сăн ÿкерчĕк

Амăшĕпе ывăлĕн асĕнче иртнĕ уйăх вĕçĕнче Çĕнĕ Шупашкарти «Химик» культура керменĕнче Ĕç çыннин çулталăкне халалласа хăйсен кун-çулне сывлăх сыхлавĕпе çыхăнтарнă династисене чыслани яланлăх çырăнса юлĕ. Çирĕм çемьене сумларĕç ун чухне, вĕсен йышĕнче Красноармейски салинче пурăнакан Барановсем те пулчĕç. Пархатарлă та сăваплă професси çыннисене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата ЧР сывлăх сыхлав министрĕ Алла Самойлова тав турĕç, асăнмалăх парне пачĕç.

Çамрăк çын пурнăçне медицинăпа çыхăнтарнин сăлтавĕ чылай чухне аслисен çулне малалла такăрлатнипе çыхăннă. Чăн та, Зоя Зиновьевнăн ашшĕ тивĕçлĕ канăва тухичченех сывлăх сыхлавĕнче тăрăшнă. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенче пурнăç хĕсĕккине пăхмасăр вăл медицина училищинче вĕреннĕ. Эрнесерен Çĕрпÿрен тăван ялне килсе çĕтĕлнĕ çăпатине ашшĕ çĕнĕрен тунипе улăштарса тата çăкăрпа çĕрулми тултарса кайни, 1945 çулта диплом илсе тăван тăрăха таврăнни, Тусай ялĕнчи фельдшерпа акушер пунктĕнче мĕнлерех ĕçлеме тытăнни çинчен вăл ачисене пĕрре кăна мар каласа кăтартнă. Çынсем трахомăпа, тифпа нушаланнă çав çулсенче. Сиплевçĕсем ялтан яла лашапа çÿресе чирлисене имленĕ. Каярахпа вăл район больницине куçнă, тивĕçлĕ канăва тухиччен санитарипе эпидемиологи станцийĕнче вăй хунă. Зиновий Николаевичăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 47 çулпа танлашнă. Шел, ĕç ветеранĕ пирĕн хушăра çук ĕнтĕ. Çапах ырă ĕçĕсене халăх манмасть. Хĕрĕн професси суйлавĕнче ашшĕн витĕмĕ пулнах ĕнтĕ. Тухтăра вĕренес ĕмĕт унăн чун туртăмĕ кăна мар, çемьери пысăк çухатăва пула чĕрене ачаллах кĕрсе вырнаçнă талпăну та: 1966 çулта, амăшĕ çамрăклах çĕре кĕнĕ хыççăн, врача вĕренмешкĕн, чирлĕ çынсене сыватмашкĕн тĕв тунă. Ĕмĕчĕ пурнăçланнă Зоя Зиновьевнăн: И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн медицина факультетĕнче «Сиплев ĕçĕ» специальноçа алла илнĕ, интернатурăра ăс пухнă. 1977 çулта район больницине килсе вырнаçнă та паян кунчченех ентешсене инфекци чирĕсенчен сиплет, сыввисене амакран сыхланма пулăшать. Малтанхи вăхăтра инфекци уй- рăмне ертсе пынă. Çав тытăма хупнă хыççăн вăл поликли- никăра чирлисене йышăнать. Ĕç ветеранĕн сывлăх сыхлавĕ- нчи пĕтĕмĕшле стажĕ 40 çулпа танлашать. Пĕтĕмĕшле стаж - çур ĕмĕр ытла Мăшăрĕ те, Александр Гелиевич, тухтăр, выльăх-чĕрлĕхе сиплет. Çемьери виçĕ ывăлтан аслипе кĕçĕнни врача вĕренсе тухнă. Ярослав Санкт-Петербургра тымар янă, Руслан Красноармейски больницинче амăшĕпе пĕрле ĕçлет. Вăл - рентгенолог. Зиновий Николаевич мăшăрĕнчен юлнă виçĕ тĕпренчĕкне пĕчченех пăхса ÿстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Кĕçĕн хĕрĕ Ирина ашшĕ çулĕпе кайнă, санитарипе гигиена енĕпе аслă пĕлÿ илнĕскер Красноармейскинче çичĕ çул ĕçленĕ хыççăн мăшăрĕ çуралнă Чулхула тăрăхне куçса кайнă. Сăмах май, унăн упăшки - врач, ывăлĕ - медицина факультечĕн студенчĕ. «Надежда Прокопьева медсестран асламăшĕ пирĕн йăхран тухнă, Ольга Журавлева тата Елена Матвеева медсестрасем - атте тăванĕсем, Алина Ершова медсестра (Мускавра ĕçлесе пурăнать) - асатте раттинчен. Атте аппăшĕн Пелагейăн мăшăрĕ Константин фельдшер пулнă, вĕсен мăнукĕ Елена Степанова - медсестра, атте шăллĕн мăнукĕ Лика Николаева - студент-медик, - калаçăва тăсать Зоя Баранова. _ Пирĕн йăхăн пилĕк сыпăкĕн 19 çынни халăха сипленĕ, сиплет, малашне те сиплĕ». Династи пуçаруçи асламăшĕ, 1894 çулта Çĕнĕ Йĕкĕт ялĕ- нче çуралса ÿснĕ Марфа Федорова, шутланать. Хутла вĕрен- менскерĕн вĕрÿçĕ пултарулăхĕ иксĕлми пулнă: хĕрарăмсене çăмăлланма пулăшнă вăл, сиктернĕ сыпăсене вырăна лартнă, йывăр амакран сиплĕ курăксемпе сыватнă. Йăмăкĕ Агафия Федорова вĕрÿ-суру чĕлхине пĕлнĕ, чирлисене халăх мелĕпе сипленĕ. Хĕрĕсем, совет саманинче çуралнăскерсем, медсестрара тăрăшнă: Елизавета район больницин ача-пăча уйрăмĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă, йăмăкĕ Зинаида Павловна - Шупашкарти ача-пăча больницинчен. Барановсен династийĕн çыннисем сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче тăрăшакансем кăна мар, ачисемпе мăнукĕсене ырă тĕслĕх кăтартса вĕсен чун туртăмне медицинăпа çыхăнтарма хавхалантарнăскерсем, ăна пурнăç тĕллевĕ тунă ăнтăлуллă хастарсем. ("Хыпар" хаçатран).

Миçе çын пăхнă: 351 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/2 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Авăн 2016  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
2627282930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024