Хисеплĕ шкул ачисем, вĕрентекенсем, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем, ашшĕ-амăшĕ! Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче районти шкулсенче пĕрремĕш шăнкăрав янăрĕ. Вăл çĕнĕ 2010-2011 вĕренÿ çулĕ пуçланни çинчен пĕлтерĕ. Паянхи шкул ачисене лайăх вĕренмешкĕн çĕнĕ майсемпе меслетлĕхсем çителĕклех. Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче партăсем хушшине 1900 яхăн вĕренекен ларĕ, вĕсенчен 156-шĕ - пĕрремĕш хут. Пĕлÿ кунĕн пĕрремĕш урокĕ право пĕлĕвĕсен темипе иртĕ. Унта ачасене хăйсен прависемпе тивĕçĕсем çинчен каласа парĕç, 1989 çулта ООН йышăннă Ача-пăча конвенцине Раççей çĕр-шывĕ ратификацилени 20 çул çитнине халаллĕç ăна. Районти вĕрентÿ учрежденийĕсенче ачасене тăрăшса вĕренмешкĕн пĕтĕм май пур. Вĕрентÿ сферинче пурĕ 235 педагог тăрăшать. Вĕсенчен 12 проценчĕ - аслă категориллĕ, 30 проценчĕ - пĕрремĕш, 23 проценчĕ иккĕмĕш категориллĕ квалификацине тивĕçнĕ. Шкулсенче (2 пуçламăш пĕлÿ паракан шкулта, 4 пĕтĕмĕшле тĕп тата 7 пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулта, 1 гимнази шкулта) пуян вĕрентÿ пурлăхĕ хатĕрленĕ: компьютер класĕсем, электронлă вĕренÿ пособийĕсем, интерактивлă доскасем, видеопроекторсем, автоматизациленĕ ĕç вырăнĕсем тата ытти те. Пĕлÿ кунĕ ячĕпе шкул ачисене, вĕрентекенсене, ашшĕ-амăшне пĕтĕм чун-чĕререн саламлатпăр. Пурнăçра ырлăх-сывлăх, телей, вĕрентÿпе вĕренÿ ĕçĕнче çĕнĕ çитĕнÿсем сунатпăр.
|