Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 93

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Утă » 8 » Президент Çемье кунĕ ячĕпе саламлать
Президент Çемье кунĕ ячĕпе саламлать
13:15
Сăн ÿкерчĕк
Хаклă ентешĕмĕрсем!
Сире Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ ячĕпе саламлатăп!
Çутă та илемлĕ çак уяв историйĕ тахçанах пуçланнă, йăлисем ырă. Вĕсем чăн тĕн çыннисене Петрпа Феврони çветтуйсене – çемьене, кил вучахне хÿтĕлекенсене – асра тытса, сума суса пурăннипе çыхăннă. "Çемйĕре лайăх пăхса усрăр: çемье вăл халăх чаракĕ, патшалăх чаракĕ. Çемье пурнăçĕ тĕлĕшпе ваттисем каланă сăмаха чăваш халăхĕ ялан та хытă тытса тăнă. Çак пурлăха лайăх сыхласа пурăнăр. Çемьен лăпкă пăрнăçĕ пире пурнăç хыттинчен хÿтелесе тăрать. Килĕштерсе тĕреклĕ тăракан çемьешĕн катаран килекен пурнăç синкерĕсем хăрушă мар. Ÿтĕре ясарпа ан варлăр, ÿсĕртекен, астаракан япаларан шикленĕр. Çемйĕре сыхă усрасан, ачăрсене чипер усраса пурăнсан, килĕштерсе лăпкă ĕçлесе пурăнма хăвăр валли тĕреклĕ чарак лартса хурăр", - çапла палăртнă чăваш халăхне панă Халалра пире Çутта кăларакан Иван Яковлевич Яковлев. Шанчăклă икĕ чĕре пĕрлĕхĕ, юратупа, çирĕп ăс-хакăлпа, кăмăл-сипетпе çирĕпленнĕскер, çын пурнăçĕнче чи лайăххине – çемьене – йĕркелет. Унта пĕр-пĕрне ăнланаççĕ, хисеплеççĕ, пулăшаççĕ. Çакă çыннăн чи пысăк пуянлăхĕ, ăна сыхласа упрасси патшалăхпа обществăн тĕп тĕллевĕ пулса тăрать. Çемьере çын кăмăлĕ, идеалĕсем йĕркеленеççĕ, этем аталанать, ачасем савăнăçпа телей, тимлĕх, пулăшу йышши ăнлавсемпе паллашаççĕ, тăванлăх туйăмне, çынсен хушшинчи хутшăнусен ăшшине, юратупа шанăçа туйма пуçлаççĕ.
"Юрату йĕрне юр та шăлмасть, шыв та илмест", – теççĕ халăхра. Чи тарăн туйăмсем çеç пире мĕн пур ыйтăва татса пама, йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшаççĕ, ыранхи куна шанса пурăнма, пурнăçра ăнăçу тума хавхалантараççĕ, хамăрпа хамăр ĕçлеме, пĕрмаях çĕнелсе улшăнма хистеççĕ.
Чăваш Ен малашлăхĕ, унăн тикĕс аталанăвĕ обществăн чи тĕплĕ пайĕ – çемье – еплерех çирĕп пулнинчен килет. Республикăра çемье, амăшлăхпа ачалăх институтне çирĕплетес тĕллевпе нумай ĕçлетпĕр: çамрăксене патшалăх енчен пулăшмалли программа вăйра, шкул çулĕчченхи вĕренĕвĕн пулăшăвĕсене ÿстерсе пыратпăр, вĕренÿ сферинче пилот проекчĕсем пурнăçланаççĕ. Çемье врачĕн офисĕсем, çĕнĕ, ятарлă медицина центрĕсем, телемедицина технологийĕсем, пысăк технологи пулăшăвĕ пама çул уçаççĕ. Тĕслĕх библиотекăсем уçнă, капăр, бассейнсемлĕ спорт керменĕсем, хальхи вăхăтпа тан утакан шкулсем туса лартнă, социаллă пулăшу учрежденийĕсен тытăмне йĕркеленĕ. Вĕсем пуррипе çĕр-çĕр пин çемье тĕрлĕ енлĕ пулăшу илет.
Республикăра çулленех "Çулталăк çемйи" конкурс тата ĕç династийĕсен слетне ирттересси йăлана кĕчĕ. Нумаях пулмасть Чăваш Енре патшалăхăн çĕнĕ наградине – "Юратупа шанчăклăхшăн" орден – йĕркеленĕ. Çемьене, çемьен паха енĕсене çирĕплетессишĕн, çамрăксене ыттисемшĕн тăрăшма, ăнланма, хĕрхенме, тÿрĕлĕхе вĕрентессишĕн çине тăракансене пурне те тав тăватăп.
Сире, хаклă ентешĕмĕрсем, çирĕп сывлăх, хавхалану, ырă ĕçĕрсенче ăнăçу, пĕр-пĕрне ăнланса пурăнма, телейпе юрату сунатăп!

Н.ФЕДОРОВ
Миçе çын пăхнă: 706 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Утă 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024