Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 93

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Авăн » 19 » Пуррине упрасчĕ, çуккине пур тăвасчĕ
Пуррине упрасчĕ, çуккине пур тăвасчĕ
09:41
Сăн ÿкерчĕк
Анат Типçырма ялĕнчен ирех тухса хăнăхнă çулпа Красноармейски салине çитме кăмăл турăм. Шетмĕ шывĕ урлă 25-30 çул каяллах çакса хывнă кĕперпе /вăл кĕç-вĕç йăтăнса анать, пĕр енĕ шыва перĕнет, анчах юсама шухăшлакан çук/ каçса Кушкăна çитрĕм. Ытти тăрăхри ялсенчи пекех кунта капмар çуртсем çĕкленнĕ пулсан та хупăнни сахал мар. Уйрăмах Яманак еннелле тухакан урамра сисĕнет.
Тавралăхпа йăпанса пытăм пулсан та аллине пысăках мар сумка тытнă çулланнă арçына хуса çитрĕм.
- Хăта, каплах ăçта васкатăн? - кăсăклантăм.
- Васкани-мĕнĕ, кÿршĕ яла çитсе килесшĕн. Унта пушмак пăру сутакан пур тенине илтрĕм. Ĕне ватăлчĕ, çулсерен вăкăр «парнелет».
Кушкăра ăçта килчĕ унта пластик, кĕленче савăт, ытти ăпăр-тапăр, хуçалăхра кирлĕ мар япала йăваланса выртни пирки сăмах пуçарсан вăл мана итлесшĕн те пулмарĕ. Те намăсланчĕ.
- Эсир утăрах, сирĕн, ахăртнех, васкамалла, - тесе хăвăртлăхне чакарчĕ.
- Икĕ енĕпе темĕн те пĕр пăрахса хăварнă çулпа малалла танкăшатăп. Умра - патшалăх пăхса тăракан Кушкă кÿлли. Çакна сас паллисем тĕссĕрленнĕ пĕлтерÿ çирĕплетет. Анчах кÿлĕ тăрăхне тинкерсе сăнасан ĕненес килмерĕ: тавраллах мĕн кăна йăваланса выртмасть-ши?
Акă Кушкăпа Яманак ялĕсен çĕрĕсене уйăракан темĕн тарăнăш çырма. Ун урлă хывнă кĕперĕн темиçе хăма çеç тăрса юлнă. Карлăкĕ çук. Трактор, автомашина пырса кĕме шикленнĕрен çырма пуçĕпе уй-хир урлă çĕнĕ çул хывнă. Çавăнпа ялсен хушши икĕ хута яхăн вăрăмланнă. Ĕлĕк кĕперсем тума халăх икĕ енчи ялсемсĕр пуçне çывăхрисенчен те хутшăннă, пĕрле юсанă. Колхоз-совхоз вăхăтĕнче патшалăх нумай пулăшнă.
Яманакăн хăмла плантацийĕ пулнă. Халĕ унта мĕн тери сăнсăрлăх: юписем çĕрĕшсе хуçăлнă. Карма усă курнă пралук, унта-кунта упранса юлнăскер, илемсĕр çакăнса тăрать. Лаптăка хыт хура пусса илнĕ. Плантаци хăй вăхăтĕнче хуçалăха тупăш кÿнĕ.
Шетмĕ шывĕн сылтăм çыранĕнче Çĕнĕ урам пуçланать. Вырăнĕ çырма-çатраллă, путăк-шăтăклă. Малалла иртме май çук - юрăхсăра тухнă кивĕ савăт, тутăхнă тимĕр-тăмăр... Çырмана та тем те пĕр пăрахса тултарнă. Тăвайкки те савăл çапнăн çурăла-çурăла кайнă. Алă çитмесен, кĕтсех тăр, çĕнĕ çырмасем пулса кайĕç. Ун пек çĕрсене унччен пăхса-тирпейлесе тăнă. Ку чухне халăх урăхла шухăшлать. «Манăн ĕç çук», - тетпĕр.
«Çичĕ уйра - çичĕ ана, çичĕ тĕрлĕ тырă çитĕнтĕр», - тесе тăрăшнă аслă ăрурисем. Тырри пулсан-пулмасан та ака-сухаран пăрăнмалла мар. Сухаламан лаптăк темĕн чухлех. Манатпăр ваттисем ăс вĕрентсе каланисене, такам туса парасса шанатпăр. Тăрăшмасан мĕн пурри - кĕлет-ампарти те, элеваторти те - часах пĕтĕ.
Умра - тĕрлĕ йывăçлă тăрăх. Хырлăхпа хурăнлăх тата чăрăшлăх пĕр-пĕринпе юнашар умлă-хыçлă вырнаçнă. Тăван тăрăха илем кÿрекен, çырма-çатрана ишĕлесрен сыхлакан, сывлăша кислородпа пуянлатакан ешĕл лаптăксене хăшĕ-пĕри мĕншĕн шелсĕр тĕплет? Хамăр ларакан туратах касатпăр мар-и?
Çул Васнар еннелле выртрĕ. Тавраллах сухаламан-акман çĕр. Выльăха хÿтлĕх панă витере паян çил ачисем тытмалла выляççĕ. Вăл халь-халь йăтăнса-ишĕлсе анассăн туйăнать.
Ял çыннисем - ĕçсĕр. Кам йĕркене кĕртĕ йывăрлăхран писнĕ, ĕçке ярăннă халăха?
Хамăр пурăнакан тăрăха юратасчĕ, пуррине нимĕн ăнланман ăçти çукла пĕтерес марччĕ, ăна юсаса-çĕнетсе илемлĕрех, пуянрах тăвасчĕ. Пуррине упрасан, çуккине пур тусан пурнăç чылай савăкрах пулĕччĕ.

Миçе çын пăхнă: 541 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Авăн 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
27282930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024