Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕнчи депутатсен Пухăвĕн 2019 çулхи ака уйăхĕн 15-мĕшĕнчи ларăвĕн йышăнăвĕпе общество ĕçне активлă хутшăннăшăн, Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн ятне пур енлĕн аталантарма тата ỹстерме пулăшнăшăн Очкасси ялĕнче çуралса ỹснĕ ЧР халăх артисткине Раиса Федоровна Федоровăна тата Трак енри ял хуçалăхĕнчи тата агропромышленность комплексĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн Яманакра çуралса ỹснĕ ЧР тава тивĕçлĕ механизаторне Агафон Андреевич Андреева "Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ" ят пама йышăннă. Иртнĕ эрнекун, çу уйăхĕн 17-мĕшĕнче, çав ятпа Кĕçĕн Шетмĕре савăнăçлă мероприяти пулса иртнĕ. Уява ял тăрăхĕнче пурăнакансем, ял тăрăхĕн депутачĕсем, вырăнти шкулта вĕренекенсем, хăнасем йышлă хутшăннă. Мероприяти Кĕçĕн Шетмĕ-ри Э. Юрьев ячĕллĕ музей-картинăсен галерейинче пуçланнă. Кунта чăваш халăх артисткин Р. Федоровăн кĕтесне савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Унтан вăл Кĕçĕн Шетмĕри кану центрĕнче малалла тăсăлнă. Уява ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, кану çурчĕн менеджерĕ В. Петрова йĕркелесе ертсе пынă. Р. Федоровăпа А. Андреев кăкăрĕ çине “Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ” ята тивĕçнине пĕлтерекен хĕрлĕ хăю çакса янă тата вĕсене ял тăрăхĕн Хисеп кĕнеки çине кĕртнине пĕлтерекен свидетельство панă. Хисепе тивĕç çынсен ячĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Кузнецов, Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г. Ефимова, Чăваш халăх поэчĕ Ю. Сементер, “Трак ен” ентешлĕх председателĕ А. Львов, Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ Н. Семенов, районти Н. Янкас ячĕллĕ культура, литературăпа искусство пĕрлĕхĕн председателĕ, Красноармейски ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ И. Прокопьев, ыттисем саламлă сăмахсем каланă. Р. Федоровăпа А. Андреев депутатсене, ял çыннисене хăйсене çакăн пек чыс тунăшăн чĕререн тав тунă. Юлашкинчен уяв концерчĕ пулнă. Кĕскен Р.Ф. Федорова 1937 çулхи октябрĕн 3-мĕшĕнче хамăр районти Очкасси ялĕнче çуралнă. Кĕçĕн Шетмĕри çичĕ çул (1952), Красноармейски вăтам шку-лĕсенчен (1956) вĕренсе тухнă. Ун хыççăн Шупашкарти заводсенче ĕçленĕ. Пушă вăхăтра художество пултарулăх коллективĕсен ĕçне хастар хутшăннă. 1959 çулта республикăри Çамрăксен театрĕнче ĕçлеме пуçланă. Театр труппипе Раççейĕн чăвашсем пурăнакан вырăнĕсенче пĕр хутчен çеç мар пулнă. Раиса Федоровнăна 1977 çулта “ЧАССР тава тивĕçлĕ артистки”, 1984 çулта “ЧР халăх артистки” хисеплĕ ят панă. А.А. Андреев 1933 çулхи сентябрĕн 24-мĕшĕнче Яманак ялĕнче çуралнă. Яманакри 7 çул вĕренмелли шкула, Канашри пĕрремĕш номерлĕ СПТУна (1949) вĕренсе пĕтернĕ. 1976 çулта Çĕрпỹри ял хуçалăх техникумĕн дипломне алла илнĕ. Тракто- ристра, трактор бригадин бригадирĕнче, 1949-1973 çулсенче хуçалăхăн тĕп инженерĕнче, 1973-1997 çулсенче “Красное Сормово” колхоз председателĕнче вăй хунă. ЧР тава тивĕçлĕ механизаторĕ. |