Юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче район депутачĕсен улттăмĕш суйлаври Пухăвĕн черетлĕ иккĕмĕш ларăвĕ иртрĕ. Ăна район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ О. В. Димитриев уçрĕ. Унтан П. Д. Краснована, З. А. Прокопьевана тата Э. П. Семенована “Ĕç ветеранĕн” удостоверенийĕсене пачĕç. Олег Васильевич район Пухăвĕн депутачĕсене — Л. В. Павловпа П. М. Иванована иртнĕ çуралнă кунĕсем ячĕпе ăшшăн саламларĕ. РФ, ЧР тата Красноармейски районĕн Гимнĕсем янăранă хыççăн депутатсем кун йĕркине çирĕплетрĕç. Малалла “Район администрацийĕн пуçлăхĕн должноçне йышăнмалли конкурс итогĕсем çинчен” ыйтупа конкурс комиссийĕн председателĕн çумне, ЧР вĕрентỹ министрĕн çумне С. В. Кудряшова сăмах пачĕç. Сергей Владимирович конкурс комиссийĕн ларăвĕн протоколĕпе паллаштарчĕ, конкурсра виçĕ кандидатурăран ытларах сасăпа С. Л. Молотков çĕнтернине каларĕ. “Район администрацийĕн пуçлăхĕн должноçне çирĕплетесси çинчен” ыйтупа депутатсем, мандат тата шутлав комиссийĕсем (председателĕсем — А. И. Гавриловпа В. В. Тимофеев) туса хурса, вăрттăн сасăлав ирттерчĕç, нумайрах сасăпа каллех С. Л. Молотков çĕнтерчĕ. Вулакансене пĔлме — пирĔн досье. Сергей Львович Молотков çĕнĕ ку должноçа йышăниччен район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕнче-ялхуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕнче ĕçленĕ. Вăл 1965 çулхи раштав уйăхĕн 20-мĕшĕнче çуралнă, чăваш, ялхуçалăх аслă пĕлĕвĕ илнĕ, Алманч ялĕнче пурăнать, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕ, РФ Агропромышленность комплексĕн хисеплĕ ĕçченĕ. Район пуçлăхĕ О. В. Димитриев С. Л. Молоткова район администрацийĕн пуçлăхне суйланнă ятпа саламларĕ. Сергей Львович вара депутатсене хăйне шаннăшăн тав турĕ, “пирĕн пĕрле пурăнмалла тата район экономикине тĕреклетессишĕн ĕçлемелле, “акăш, рак тата çăрттан” евĕр ĕçлеме юрамасть”, — терĕ. С. Л. Молоткова çĕнĕ должноçа юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнчен йышăннă ятпа ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн представителĕ С. В. Мясников тата “Единая Россия” партин районти вырăнти уйрăмĕн политканашĕн секретарĕ А. В. Шестаков саламларĕç, халăхшăн кирлĕ пархатарлă та çăмăл мар ĕçре ăнăçусем сунчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕпе контаркт тумалли условисене çирĕплетнĕ хыççăн район пуçлăхĕ-район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ О. В. Димитриев тата район администрацийĕн çĕнĕ пуçлăхĕ С. Л. Молотков контракт çине алă пусрĕç. Депутатсем ларура çавăн пекех район Уставне улшăнусем кĕртрĕç, районти ял тăрăхĕсен бюджечĕсем хушшинчи трансфертсене пайламалли расчетсен методикине çирĕплетрĕç, районăн 2016 çулхи бюджетне хатĕрлесе çирĕплетмелли уйрăмлăхсене пăхса тухрĕç, Красноармейски ял тăрăхĕн муниципаллă харпăрлăхĕнчен районăн муниципаллă харпăрлăхне куçман пурлăх объекчĕсене йышăнчĕç, ытти ыйтусене пăхса тухрĕç. Вĕсемпе район администрацийĕн юридика службин ертсе пыракан специалисчĕ О. И. Васильев, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ-финанс пайĕн начальникĕ О. Н. Суховетрюк тата район администрацийĕн çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ А. В. Михайлова тухса каларĕç. Упи ял тăрăхĕн пуçлăхне суйланнă май, лару Надежда Ивановна Димитриеван район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕн полномочийĕсене срокчен чарса лартма йышăнчĕ, район депутачĕсен Пухăвĕн ялан ĕçлекен секретариачĕн йышне Виталий Афанасьевич Афанасьева кĕртрĕ.
Н. Козлова, В. Данилов |