Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2018 » Ака » 11 » Республикăри таврапĕлỹçĕсен пухăвĕнче
Республикăри таврапĕлỹçĕсен пухăвĕнче
23:03
Сăн ÿкерчĕк

Шупашкарти наци библиотекин лару залĕнче тăван тăрăхпа интересленекенсен çулталăкри пухăвĕ пулса иртрĕ. Ăна Наци библиотекин пай пуçлăхĕ Г.П. Соловьева йĕркелесе пычĕ. Пухура чи малтанах В.П. Станьял паллă доцент-ăсчаха сăмах пачĕç. Виталий Петрович Атăл тăрăхĕнчи чăвашсен краеведени юхăмне йĕркелекенĕ пулнă, республикăри таврапĕлỹçĕсен пĕрлĕхне чылай вăхăт ăнăçлă ертсе пычĕ. Вĕрентекенĕмĕр тăван тăрăха тĕпчекенсен XII съезчĕн программи мĕнле пурнăçланса пыни çинчен тата малалла мĕнле ĕçлемелли пирки тĕплĕн каласа пачĕ. Таврапĕлỹçĕсен республикăри хальхи пуçлăхĕ С.Л. Сорокин, краеведсен, Наци библиотекин специалисчĕ Р.В. Степанова районсенчи библиотекарьсен пĕлтĕрхи ĕçĕ-хĕлне тишкерчĕç. Тутарстанри таврапĕлỹçĕсен ертỹçине А.Н. Семенова, В.Н. Алмантай тата В.А. Милютин ăсчахсене авалхи йăла-йĕркепе юрă-ташăна сыхласа хăварасси, ăна паянхи пурнăçра малалла аталантарасси шухăшлаттарать. Мăн Сĕнтĕр ялĕ çывăхĕнчи этнопарк управçи В.Д. Эльмень хăйсем епле ĕçлени пирки каласа кăтартни, Н.М. Адер меценат Çĕмĕрле районĕнчи Кăмаша чĕртсе тăратас тĕллевпе ялти хастарсем мĕн-мĕн тунине ăмсанмалла ĕнентерни итлекенсене пурне те килĕшрĕ. Е.Н. Евграфова — республикăри истори архивĕн директорĕн çумĕ. Вăл архив фондне пуянлатма краеведсем те пулăшма пултарнине асăнчĕ, Уруков урамĕнчи çуртра çĕнĕ вулав пỹлĕмĕ уçăласса пĕлтерчĕ. Таврапĕлỹçĕсен республикăри пухăвĕн ĕçне Чăваш халăх ăс-хакăлпа ỹнер академийĕн президенчĕ Е.Е. Ерагин тата вице-президенчĕ Л.А. Ефимов хутшăнчĕç, Л. Ефимов профессор сăмах тухса каларĕ. Таврапĕлỹçĕсене пухура Шупашкар районĕнчи “Палан” художество пултарулăх коллективĕ хăйĕн юрри-ташшипе савăнтарчĕ. Ĕçлĕ тĕлпулăва Трак тăрăхĕнчи В.С. Серафимовпа В.З. Константинов крае-ведсем те хутшăнчĕç.

В. Константинов.

Миçе çын пăхнă: 396 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2018  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
30

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024