Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 93

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2018 » Ака » 11
Сăн ÿкерчĕк

Шупашкарти наци библиотекин лару залĕнче тăван тăрăхпа интересленекенсен çулталăкри пухăвĕ пулса иртрĕ. Ăна Наци библиотекин пай пуçлăхĕ Г.П. Соловьева йĕркелесе пычĕ. Пухура чи малтанах В.П. Станьял паллă доцент-ăсчаха сăмах пачĕç. Виталий Петрович Атăл тăрăхĕнчи чăвашсен краеведени юхăмне йĕркелекенĕ пулнă, республикăри таврапĕлỹçĕсен пĕрлĕхне чылай вăхăт ăнăçлă ертсе пычĕ. Вĕрентекенĕмĕр тăван тăрăха тĕпчекенсен XII съезчĕн программи мĕнле пурнăçланса пыни çинчен тата малалла мĕнле ĕçлемелли пирки тĕплĕн каласа пачĕ. Таврапĕлỹçĕсен республикăри хальхи пуçлăхĕ С.Л. Сорокин, краеведсен, Наци библиотекин специалисчĕ Р.В. Степанова районсенчи библиотекарьсен пĕлтĕрхи ĕçĕ-хĕлне тишкерчĕç. Тутарстанри таврапĕлỹçĕсен ертỹçине А.Н. Семенова, В.Н. Алмантай тата В.А. Милютин ăсчахсене авалхи йăла-йĕркепе юрă-ташăна сыхласа хăварасси, ăна паянхи пурнăçра малалла аталантарасси шухăшлаттарать. Мăн Сĕнтĕр ялĕ çывăхĕнчи этнопарк управçи В.Д. Эльмень хăйсем епле ĕçле ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 395 | Хăçан хушнă: 11.04.2018 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Районти культура çуртĕнче йăлана кĕнĕ “Трак ен пики” конкурс иртнĕ. Кăçалхи тупăшăва сакăр пике хутшăннă. Тупăшăва хутшăннă пикесем малтанах хăйсемпе паллаштарчĕç, унтан вĕсен Чăваш ен историне, культурине, йăли-йĕркине пĕлнине кăтартма тата пултарулăх конкурсĕ витĕр тухма тивнĕ. Хĕрсем нацин пĕр-пĕр апат-çимĕçне хатĕрлесе унăн вăрттăнлăхĕсем çинчен те каласа кăтартнă. Юлашкинчен вĕсем чăваш наци тумне тăхăнса хăйсен илемлĕхĕпе тыткăнланă. Пикесен ăсталăхне пилĕк çынран тăракан жюри хак панă. Çивĕч тупăшура “Трак ен пики-2018” ята Анна Игнатьева (Трак вăтам шкулĕ) çĕнсе илнĕ. “Вице-Трак ен пики-2017” — Ольга Илларионова (Красноармейски вăтам шкулĕ). Анна Еперина “Çепĕç пике” (Алманч вăтам шкулĕ), Екатерина Петрова “Ăс пике” (Карай шкулĕ), Анастасия Данилова «Хÿхĕм пике» Трак вăтам шкулĕ), Лиана Петрова “Кăмăллă пике” (Упи вăтам шкулĕ), ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 418 | Хăçан хушнă: 11.04.2018 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Районти Культура çуртĕнче композитор, юрăпа поэзи тата халăх юррин пултарулăхĕн республикăри “Шетмĕпе Çавал кĕввисем” XX фестивалĕ иртрĕ. Хальхинче ăна хамăрăн мухтавлă та ят-сумлă ентеше — композитора, хор дирижерне, педагога, публициста, СССР Патшалăх премийĕн лауреатне, РСФСР халăх артистне, Чăваш тата тăванла Дагестан АССР искусствисен тава тивĕçлĕ ĕçченне, Çавалçырма ялĕнче çуралнă Филипп Миронович Лукина халалласа йĕркелерĕç. Сăмах май, кăçал чăваш музыкин “шур сухалĕ” çуралнăранпа 105 çул çитет. Çавăнпа та фестиваль пуçламăшĕнче унăн пĕр юрри янăрарĕ. Вăл “Чăваш Ен — тăванлăх çĕршывĕ” ятлă (сăвви — Юрий Сементерĕн), ăна районти Культура çурчĕ çумĕнчи халăх хорĕ мăнаçлăн шăрантарчĕ (ертỹçи — ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н. Никоноров). Çак хорах Ю. Сементер сăввипе Н. Зимин кĕвĕленĕ “Вăййи селĕм пултăрччĕ” юрра та парнелерĕ. — Кăçал фестивале хутшăнакансемшĕн паллă çул ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 405 | Хăçан хушнă: 11.04.2018 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Красноармейски районĕнчи Мăн Шетмĕ ял тăрăхне 13 ял кĕрет. «Вĕсенчен кашнинчех староста пур. Пĕри тепринчен маттур. Старостăсем пире халăхпа ĕçлеме кирлĕ», – тет ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Полина Николаева. Паллах, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ 13 ял тăрăхне çитсе унти çынсене çĕнĕлĕхсем, саккунри улшăнусем тата ытти пирки ăнлантарма ĕлкĕреймест. Ун пек чухне старостăсен пулăшăвĕ питех те вырăнлă. Пысăк пĕр-пĕр ĕçе пуçăнас тенĕ чухне пуçлăх вĕсене пухать те мĕн тумаллине ăнлантарать, халăх суйланăскерсем вара çынсемпе тĕл пулаççĕ, чылай саманта йĕркелеме пулăшаççĕ, çав шутрах - укçа пухассине те. «Старостăсем ялсенче тирпей-илем кĕртес енĕпе нумай тăрăшаççĕ. Анаткас масарĕ çинче Мария Степанова староста тăрăшнипе сывпуллашу лаптăкĕпе ятарлă çурт турĕç. Паллах, ниме мелĕпе. Шыв башни тавра карта тытрĕç», - лару-тăрупа паллаштарчĕ Полина Ивановна. Ял тăрăхĕн администрацийĕ пĕлтернĕ тăрăх - вырăнти халăх вăйĕпе Анат Типçырма тата Кушкă ялĕсен хуш ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 353 | Хăçан хушнă: 11.04.2018 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2018  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
30

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024