Районти культура çуртĕнче йăлана кĕнĕ “Трак ен пики” конкурс иртнĕ. Кăçалхи тупăшăва сакăр пике хутшăннă. Тупăшăва хутшăннă пикесем малтанах хăйсемпе паллаштарчĕç, унтан вĕсен Чăваш ен историне, культурине, йăли-йĕркине пĕлнине кăтартма тата пултарулăх конкурсĕ витĕр тухма тивнĕ. Хĕрсем нацин пĕр-пĕр апат-çимĕçне хатĕрлесе унăн вăрттăнлăхĕсем çинчен те каласа кăтартнă. Юлашкинчен вĕсем чăваш наци тумне тăхăнса хăйсен илемлĕхĕпе тыткăнланă. Пикесен ăсталăхне пилĕк çынран тăракан жюри хак панă. Çивĕч тупăшура “Трак ен пики-2018” ята Анна Игнатьева (Трак вăтам шкулĕ) çĕнсе илнĕ. “Вице-Трак ен пики-2017” — Ольга Илларионова (Красноармейски вăтам шкулĕ). Анна Еперина “Çепĕç пике” (Алманч вăтам шкулĕ), Екатерина Петрова “Ăс пике” (Карай шкулĕ), Анастасия Данилова «Хÿхĕм пике» Трак вăтам шкулĕ), Лиана Петрова “Кăмăллă пике” (Упи вăтам шкулĕ), Алла Яковлева «Тарават пике» (Мăн Шетмĕ ватам шкулĕ), Камилла Викторова “Сăпайлă пике” (Чатукасси шкулĕ) номинацисенче палăрнă. «Куракансем кăмăлланă пике» ята вара Ольга Илларионова (Красноармейски вăтам шкулĕ) çĕнсе илнĕ. Тăхтавсем вăхăтĕнче куракансене А. Алексеев, Н. Яковлев, тата “Взгляд” ташă ушкăнĕ (А. Яковлева) савăнтарнă. Маттур пикесем Дипломсемпе парнесене тивĕçнĕ. |