Районти шкулсенче пĕрремĕш шăнкăрав янăрарĕ. Пĕлÿ кунĕнче шкул партти хушшине 1837 ача ларчĕ. Вĕсенчен 156-шĕ - пĕрремĕш хут. Красноармейски район администрацийĕн пуçлăхĕ В.В.Александров салари иккĕмĕш номерлĕ шкулта пулчĕ, çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа ачасене, вĕрентекенсене, ашшĕ-амăшне тата педагогика ĕçĕн ветеранĕсене саламларĕ. Тĕрлĕ конкурсра çĕнтернĕ вĕренекенсемпе вĕрентекенсене Хисеп хучĕсемпе Дипломсем парса чысларĕ. Савăнăçлă линейкăра шкул директорĕ С.М.Николаева тата районти педагогика ĕçĕн ветеранĕсен организацийĕн ертÿçи Л.Г.Григорьев тухса саламлă сăмах каларĕç. Пĕрремĕш шăнкăрава кăçал вунпĕрмĕш класра вĕренекен Миша Фризенпа пĕрремĕш класс вĕренекенĕ пачĕç. Трак чăваш-нимĕç гимназийĕнче Красноармейски район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ Ю.А.Васильев пулчĕ, вĕренÿ çулĕн пĕрремĕш шăнкаравĕ янăранă ятпа саламларĕ. Линейкăра хăйсен салам сăмахне гимнази директорĕ Г.И.Юлмасова тата шкулти попечительсен совечĕн председателĕ И.В.Дмитриев каларĕç. Шкулти чи лайăх вĕренекенсене Мухтав хучĕпе чысларĕç. Пĕрремĕш шăнкăрав сассине кăлараканни кăçал Галина Илларионовна Юлмасова пулчĕ.
Районти пур шкулта та Пĕлÿ кунне халалланă уяв йĕркеллĕ те савăнăçлă иртрĕ.
|