Иртнĕ юнкун, кăрлачăн 23-мĕшĕнче, Шупашкарти «6х7» ӳнер галерейинче Красноармейскинчи газ уçлакан станци клубĕ çумĕнчи алĕç ӳнерĕн «Пӳрнеске» кружокĕн куравĕ уçăлнă. «Всем место под сияньем небесным» (чăв. Тӳпе йăлтăравĕ пурин валли те) курава уçнă май Чăваш Республикин Халăх пултарулăх çурчĕн директор çумĕ Тамара Шамсеева çак ача-пăча ушкăнне пысăк хак парса хакларĕ, вĕсем чăннипех те «халăх ача-пăча кружокĕ» ята тивĕçлине пĕлтерчĕ. Галерейĕн куравĕсене тăтăш хутшăннăшăн тав хучĕсемпе чыслама та манмарĕ. Ку куравра эсир ачасем тĕрленĕ алшăллисемпе, вĕсем хатĕрленĕ теттесемпе, пуканесемпе тата ытти тĕрлĕ ĕçсемпе паллашма пултаратăр. Вăл нарăсăн 11-мĕшĕччен ĕçлет. «Пӳрнеске» кружока тĕрлĕ ӳсĕмри ачасем çӳреççĕ. Хăйсен ĕçĕсенче вĕсем йывăçпа та, пирпе те, çăмпа та ĕçлеççĕ. Кружока Жанна Михайлова ертсе пырать. Вĕсен ĕçĕсем чылай куравсене хутшăннă — республика шайĕнчисене те, патшалăх шайĕнчисене те. Тĕнче анлăшĕпе иртнĕ куравсен дипломĕсемпе те вĕсем мухтанма пултараççĕ.
|