Мартăн 26-мĕшĕнче Шупашкарти "Трак ен” ентешлĕх 20 çул тултарнă ятпа, тĕп хулари ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕнче савăнăçлă уяв иртрĕ. Унта хамăр тăрăхра çуралса ÿснĕ, халĕ кунти тĕрлĕ ĕçсенче вăй хуракан ентешсемпе ветерансем, çавăн пекех районти ял тăрăхĕсен делегацийĕсем çĕршерĕн пухăнчĕç. Уява ентешлĕх ертÿçи А. Н. Львов уçрĕ, кĕскен правлени туса пыракан ĕçсемпе паллаштарчĕ. Сăмах май, Шупашкарти ентешлĕхсенчен — "Трак ен” чи малтан çĕнĕрен çĕкленнĕ. 80 çул ытла каялла ăна пирĕн кунта пурăннă ентешсем пуçарса янă пулнă. Пухăннисене Красноармейски район администрацийĕн пуçлăхĕ В. В. Александров ăшшăн саламларĕ. Кирек мĕнле мероприятисем те унта ентешлĕх хастарĕсем хутшăнмасăр иртменнине палăртрĕ, малашне те çаплах пулассине шантарса ырă сунчĕ. Ĕçтешĕсене саламлама кÿршĕллĕ районсен ентешлĕх ертÿçисем те килнĕ. Кашниех Трак ен çыннисене хĕрÿллĕн саламласа парнесем пачĕç. Вĕсем хушшинче А. И. Кипеч (Канаш), В. А. Иванов (Элĕк), Г. П. Матвеев (Çĕмĕрле), В. А. Федоров (Вăрнар), Н. Д. Григорьев (Çĕрпÿ). Вĕсем пурте пĕрле туслăн килĕштерсе ĕçлеме алă тытсах çирĕплетрĕç. Мускаври чăвашсен ентешлĕхĕ ячĕпе хамăр районти Еншик Чуллă ялĕнчен тухнă В. К. Яковлев юрист саламларĕ. Вăл Шупашкарти ентешлĕх ертÿçисене А. Н. Львовпа В. С. Николаева, В. И. Николаева мухтавлă космонавтăмăр Андриян Николаев медалĕпе чыс турĕ, нумайăшне тав хучĕсем пачĕ. Ентешлĕх ертÿçи А. Н. Львов вара çак юбилей ячĕпе кăларнă медальпе тата Хисеп грамотипе вуншар çынна чысларĕ. Вĕсем хушшинче хамăр районта ĕçлесе пурăнакансем те пур. Ытти наградăсем те чылай пулчĕç. Тĕслĕхрен, "Таябинка” агрофирма ертÿçи А. П. Афанасьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ. Хамăрăн сумлă ентешсем Л. А. Леонтьев (Шупашкар), В. Г. Тимофеев (Çĕнĕ Шупашкар), хăйсен хастарĕсене, район администрацийĕн пуçлăхĕ В. В. Александров вара унти пултаруллă çынсене Тав хучĕсемпе парнесем парса чыс турĕç. 2010 çулшăн районти Нестер Янкас ячĕллĕ премине ентешлĕхĕн икĕ ĕçченĕ тивĕçнĕ. Пĕри — Чăваш халăх художникĕ К. В. Владимиров (Нимĕчкассинчен), тепри — В. А. Александров (Малти Карăкран). Лауреат дипломне тата Нестер Янкас медальне асăннă ÿнерçĕсене преми парас енĕпе ĕçленĕ комисси председателĕ Н. Г. Ершов пачĕ. Уяв сцени çинче пултарулăх ушкăнĕсемпе уйрăм юрăçсемпе сăвăçсем черетленсе илемлĕ сассисемпе савăнтарчĕç. Чи пысăк ушкăн — газ уçлакан станци клубĕн. Кунти "Раштав” халăх музыкин ансамблĕпе ачасен ташă ушкăнĕсем уяв пуçламăшĕнче те, вĕçĕнче те пухăннисен кăмăлне уçрĕç. Çавăн пекех районти халăх пултарулăх çурчĕн "Хавал” купăсçăсен ушкăнĕ, "Трак ен” фольклор ансамблĕпе вокалистсен "Кăмăл” ушкăнĕ”, Кĕçĕн Шетмĕрен пынă çамрăк ташăçсем, Шупашкарти паллă эстрада юрăçисем В. Леонтьев (Карай), Л. Афанасьева (Ванюшкасси), Ф. Васнар (Васнар), Г. Шадрина (Вăрманкас Шетмĕ), М. Турингепе В. Тарават пĕрер юрăпа тухрĕç. Хамăр районти С. Данилова, Г. Яковлевпа Л. Михайлова (ачасен искусство шкулĕ) юрăçсене те хапăл турĕç. Р. Андреева (Упи) учительница-ветеран, Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕнчи Е. Козлова вĕренекен пирĕн чаплă ентешĕн — Чăваш халăх поэчĕн Юрий Сементерĕн сăввисене пăхмасăр витĕмлĕн каларĕç. Аслă поэтăмăра райпо ертÿçи А. И. Дмитриева хаклă парне пачĕ. Уяв, паллах, спонсорсем пулăшмасăр иртмен. Юлашкинчен вĕсене пурне те сцена çине кăларса "Трак ен” ентешлĕх ертÿçи А. Н. Львов чĕререн тав турĕ, Хисеп хучĕсемпе чысларĕ.
Н.Ершов-Янкер
|