Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Утă » 4 » Шывпуç ялĕ — 150 çулта
Шывпуç ялĕ — 150 çулта
23:55
Сăн ÿкерчĕк
Çĕртме уйăхĕн 26-мĕшĕнче, шăмат кун, Шывпуçĕнчи тулли мар вăтам шкул территорийĕнче Шывпуç ялĕ йĕркеленнĕренпе 150 çул çитнĕ май уяв иртрĕ. 
Ăна Шывпуç тата Вăрманкас Чуракасси ялĕсен старостин, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕн А. М. Михайловăн пуçарăвĕпе кăçал пуçласа йĕркелерĕç, района туса хунăранпа 75 çул çитнине халалларĕç. Малашне ял уявне çулленех çĕртме уйăхĕн юлашки шăмат кунĕнче ирттерме калаçса килĕшрĕç.
Кĕске справка. Архив докуменчĕсем çирĕплетнĕ тăрăх, малтанхи перепиçрех Шывпуçĕнче 56 кил шутланнă, вĕсенче пĕтĕмпе 331 çын, çав шутра 155 арçын, пурăннă. Сăмах май, халĕ Шывпуç тата Вăрманкас Чуракасси ялĕсенчи уйрăм 134 хуçалăхра 300 ытла çын пурăнать.
Ку тăрăхран паллă çынсем нумайăн тухнă. Праçникре вĕсенчен чылайăшне ăшшăн аса илчĕç. Шывпуçĕнче, сăмахран, 1917 çулта чăвашсен паллă сăвăçи Василий Васькин çĕр çине килнĕ. Çеçпĕл Мишши амăшĕ — Агафия Николаевна Кузьмина та ку ялтанах, вăл 93 çул пурăннă. М. Н. Никитин педагог 1949 çулта Ленин орденне тивĕçнĕ. В. М. Никитин педагогика ăслăлăхĕсен докторĕ пулса тăнă. Ветеринари ĕçченĕ В. М. Никитин вара "Наша родословная" кĕнеке çырнипе историне кĕнĕ. А. П. Порфирьева — Чăваш АССР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орден кавалерĕ. П. А. Анисимов — паллă механизатор, ăна "Хисеп палли" орденпа наградăланă. И. М. Максимов иртнĕ вăрçа хутшăннă, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ çумне 15 çул вырăнти "Восток" хуçалăха ертсе пынăшăн унăн Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ хушăннă. А. А. Иванова та чылай çул çак хуçалăх ертÿçин тилхепине алăра çирĕп тытнă. П. Т. Тимофеев выльăх пăхакана —"Хисеп палли", Е. Ф. Николаева ĕне сăвакана Ĕç Мухтавĕн III степеньлĕ орденсемпе чысланă. А. А. Арсентьев хирург — ЧР тава тивĕçлĕ врачĕ, Октябрьти Революци орденне тивĕçнĕ А. П. Егорова ЧР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ пулса тăнă. А. Р. Ефремова, Л. Ф. Иванова, Л. И. Иванов медальсене тивĕçнĕ.
Тăван çĕр-шывăн 1941—1945 çулсенчи Аслă вăрçине ку тăрăхран 102-ĕн тухса кайнă. Шел те, 64-шĕ каялла таврăнайман, мĕн ĕмĕрлĕхех хаяр вăрçă хирĕнче выртса юлнă. Халĕ вăрçă ветеранĕсенчен иккĕн çеç — Н. А. Александровпа П. Е. Егоров — пурăнаççĕ. Николай Ивановпа Олег Порфирьев Чечен вăрçине хутшăннă. О. В. Димитриев хăй тĕллĕн вĕреннĕ композитор та — ку тăрăхранах.
Çак списока татах та тăсма пулать. Ял историйĕ куллен кун çырăнса малалла пуянланса пынине те палăртма питĕ кăмăллă.
Праçник умĕн ял çамрăкĕсем пĕрле пухăнса ял урамĕсене, шкул стадионне йĕркене кĕртнĕ. Уява вара 15 сехетре ваттисем пил панипе уçрĕç, "Алран кайми аки-сухи" юрра юрларĕç. Чăваш Республикин Гимнĕ янăранă май А. П. Порфирьевапа Е. Ф. Николаева ĕç ветеранĕсемпе техника ăслăлăхĕсен кандидачĕ В. В. Гордеев ялав çĕклерĕç.
Унтан Шывпуçпе Вăрманкас Чуракасси ялĕсен старости, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ А. М. Михайлов пухăннисене ял историйĕпе кĕскен паллаштарчĕ, пурне те уяв ячĕпе саламласа ырăлăх, пархатарпа телей сунчĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ В. В. Александров шывпуçсене ĕçлеме кăна мар, канма пĕлнĕшĕн те тав турĕ, ку уяв çамрăк ăрушăн пысăк пĕлтерĕшлине палăртрĕ, А. М. Михайлов староста-депутата район администрацийĕн Тав çырăвĕпе чысларĕ, ял çыннисене ырă сывлăх, телей-савăнăç сунчĕ.
Алманч ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. В. Долгов ăшă сăмахсем каласа А. П. Порфирьевана, В. М. Михайлова — Хисеп грамотисемпе, А. А. Андреевапа Г. Н. Дмитриев депутатсене, çавăн пекех А. М. Владимирова, А. С. Григорьева, Е. Ф. Николаевана Тав çырăвĕсемпе чысларĕ, вĕсемех ял старостинчен парнесене те тивĕçрĕç.
Шывпуçсене сумлă праçник ячĕпе çавăн пекех район администрацийĕн финанс пайĕн тĕп бухгалтерĕ Л. Г. Владимирова, вырăнти тата территорири обществăлла хăй тытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен сектор заведующийĕ В. М. Данилов тата "Зорька" ял хуçалăх потребитель кооперативĕн ертÿçи С. Ф. Капитонова пур кăмăлтан саламларĕç.
Унтан уяв концерчĕ пуçланчĕ. Ăна аппăшĕпе йăмăкĕ — Е. П. Григорьевапа Л. П. Егорова — йĕркелесе пычĕç. Ял çыннисем малтанах вырăнти культура ĕçченĕсемпе вĕренекенсен, каярахпа Шупашкартан килнĕ эстрада çăлтăрĕсен пултарулăхне курса савăнчĕç.
Уявра спорт ăмăртăвĕсемпе тĕрлĕ конкурссем те сахал мар пулчĕç, çĕнтерÿçĕсем парнесене тивĕçрĕç. Шÿрпе, шашлăк пĕçерчĕç, чăвашсен хăмлаллă сăрине те тутанса пăхма май пулчĕ. Лавккасем тĕрлĕ таварпа сутă турĕç. Кунĕ шăрăх килнĕрен минерал тата пылак шывсем ытларах кайрĕç вĕсен. Ял кунĕ каçхи фейерверкпа вĕçленчĕ. (Д. Викторов)

Çăлкуç: "Ял пурнăçĕ" хаçат

Миçе çын пăхнă: 594 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Утă 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024