Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 93

Статистика


Халĕ сайт çинче: 2
Хăнасем: 2
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Çурла » 20 » ТĂВАН АННЕ ВЫРĂНĔНЧЕХ
ТĂВАН АННЕ ВЫРĂНĔНЧЕХ
21:39
Сăн ÿкерчĕк
"Пур професси те лайăх, пур професси те кирлĕ", - тенĕ çынсем. Паллах, эпĕ çакăнпа килĕшетĕп. Анчах учитель ĕçĕ чи явапли, чи кирли. Пулас ăрăва тĕрĕс воспитани парасси, пурнăç çулĕ çине тăратасси унран нумай килет-çке. Кукамай калашле, "Кукăлĕн тути чустана çăрма пĕлнинчен нумай килет". Апла пулсан ачасен пуласлăхне туптаканĕ - Учитель. Вĕрентекен пепкепе пĕр чĕлхе тупнинчен те нумай килет. Тарăн пĕлÿ пама тăрăшнисер пуçне çамрăкăн чунне ăнланма пĕлмелле, хăйне шаннине те юратать вăл. Унăн вăрттăнлăхне упрама пĕлни те, ыра канашсем пани те çак професси ĕçĕнче нумай пулăшу кÿрет тесе шутлатăп эпĕ.
Шӑпах ҫавӑн пек пысӑк туйӑмсем, вӑрттӑнлӑхсем пытаннӑ та ӗнтӗ Вера Вениаминовна Васильева ӑста педагогра. Вӑл 23 ҫул хушши Упири пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта ачасене чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентет. Ҫак хушӑра мӗн чухлӗ ачана ӑс паман пулӗ вӑл. Вӗсене тӑван чӗлхене юратма, чӗлхе вӑрттӑнлӑхне туйма, ӑна хисеплеме вӗрентнӗ. Литература урокӗсем урлӑ вара пурнӑҫра тӗрӗс пурӑнма ӑнлантарса пырать тесен те йӑнӑш пулмасть пулӗ.
Вера Вениаминовна — пирӗн класс ертӳҫи. Шӑпах вӑл пирӗн ертÿҫӗ пулнӑран аннесем савӑнаҫҫӗ. Унччен вӑл 20 ҫул хушши директорӑн воспитани енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ. Ҫавӑнпа вӑл вӗренекенсемпе кӗске вӑхӑтрах пӗр чӗлхе тупма пултарать тесе шутлатӑп эпӗ. Юратнӑ класс ертӳҫи вӗрентсе каланисем яланах асра: "Аслисем каланине итлӗр. Ватӑпа ватӑ пек, ҫамрӑкпа ҫамрӑк пек пулӑр. Аҫупа аннÿне яланах хисеплӗр. Вӗсем сирӗншӗн тӗрек. Ырри ырӑпах таврӑнать. Ҫынна сивӗ сӑмахпа ан сивӗтӗр. Хӑвӑр лайӑх пулсан, сын та сирӗнпе лайӑх. Ҫӑвартан пули-пулми сӑмах ан кӑларӑр. Элек хыҫҫӑн ан кайӑр. Ҫут ҫанталӑка упрӑр..." Тата хисеплӗ вӗрентекенӗмӗр ырра вӗрентсе каланисем хӑлхара янӑраҫҫӗ. Вера Вениаминовна ӗҫ вырӑнне — шкула та — ирех ҫитет. Кашни ачан кӑмӑлне, хуйхине туйма тӑрӑшать. Вӗсене кирлӗ чухне лӑплантарса урока ӑсатать. Вӗренÿре те пӗр-пӗрне яланах пулӑшса пыма, ӑнлантарма сӗнет. "Туслӑ ҫемьере кӑна ҫитӗнӳсем пулаҫҫӗ", — тет В. Васильева. Ку чӑнах та ҫакӑн пек пулӗ.
Пирӗн шкулта классем хушшинче ӑмӑрту йӗркеленӗ. Икӗ ҫул хушши ӗнтӗ ҫирӗп туслӑха пулах пулӗ пирӗн класс пӗрремӗш вырӑна тухрӗ. Куншӑн эпир питех те савӑнатпӑр. Класс ертÿҫи тӑрӑшнипех эпир ҫулленех республикӑн тӗп хулинче — Шупашкарта — пулса куратпӑр, унти ҫӗнӗлӗхсемпе, паллӑ вырӑнсемпе паллашатпӑр. Хамӑр класра иртекен тӗрлӗрен мероприятисем питех те кӑмӑла каяҫҫӗ. В. Васильева класа кӗрсенех анне хамӑрпа юнашар пулнӑнах туйӑнать. Ҫавӑнпа ҫирӗппӗнех ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ утӑмсем тӑватпӑр эпир. Вера Вениаминовна ертсе пынипе эпир иртнӗ вёренӳ ҫулӗнче район-республика шайӗнче ҫитӗнӳсем тума пултартӑмӑр. Кунта пирӗн хаклӑ ҫыннӑмӑрӑн тÿпи пурах тесе каласшӑн эпӗ. Эпир йӑнӑш утӑм тусан, вӑл пире вӑхӑтра турлетме, тӗрӗс ҫул тупма пулӑшать. Класри 19 вӗренекенете хӑй ачисене юратнӑ евӗр килӗштерет. Тавах ӑна уншӑн. Ахальтен мар ытти классенче пӗлӳ илекенсемпе класс ертӳҫи пирки сӑмах пуҫарсан, "эсир телейлӗ" теҫҫӗ пире.
В. Васильева — аслӑ категориллӗ учитель, "РФ пӗтӗмӗшле вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ", вӗрентӳ ӗҫӗн отличникĕ. Вӑл ирттерекен уроксенче яланах ӗҫлӗ калаҫу тӑрать. Ҫакӑ чунӗнчи мӗн пур пуянлӑха ачасене панин-чен килет пуле тесе шутлатӑп. Вӗренекенсенчен питех те ҫирӗп ыйтать вӑл. Занятисене паянхи вӑхӑт ыйтнӑ евӗр йӗркелесе пырать, вӗсенче тулли материалсемпе усӑ курать. Вӗрентекенӗмӗр пире тӗрлӗ конкурссене хатӗрлеме хаклӑ вӑхӑтне тупать. Унӑн вӗренекенӗсем тӗрлӗ шайри тупӑшусенче яланах палӑраҫҫӗ. Акӑ, иртнӗ вӗренӳ ҫулӗнче кӑна республика шайӗнче 5 ҫӗнтерӳҫӗ пулчӗ. Ҫакӑ вӑл, паллах, вӑй хумасӑр пулмасть. Ӑста педагог вӗрентсе, кӑтартса пыни яланах ырӑ йӗр хӑварать. В. Васильева — яланах шыравра. Ҫавӑнпах усӗмӗ те пур, хисепре те вӑл.
В. Васильева тӑтӑшах уҫӑ уроксем ирттерет, вӗсене районти шкулсенчи педагогсем килсе итлеҫҫӗ. Ҫӗнни патне туртӑнни ҫитӗнӳ тума пулӑшать те пирӗн класс ертÿҫине. Эпир, унӑн вӗренекенӗсем, Учитель ҫулталӑкӗнче ӑна татах та пысӑкрах ӳсӗм сунатпӑр. Сывлӑхӗ кӑна ҫирӗп пултӑрччӗ.


ВИКА АНДРЕЕВА, Упи вӑтам шкулӗ (статьяна Красноармейски район хаçатĕнчен илнĕ)
Миçе çын пăхнă: 836 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Çурла 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
3031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024