Пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче Шупашкарта наци вулавăшĕнче Чăваш таврапĕлÿçисен пĕрлĕхĕн çулталăкри пухăвĕ иртнĕ. Пуху Шăмăршă тата Хĕрлĕ Чутай районĕсенчи, Канаш хулинчи тата Тутарстанпа Чĕмпĕр облаçĕнчи уйрăмсен 2018 çулхи ĕçĕ-хĕлне пĕтĕмлетнĕ, таврапĕлÿ юхăмĕн татса памалли ыйтăвĕсене çĕкленĕ, историпе тата краеведенипе çырнă кĕнекесене хак панă, çак ĕçре палăрнă таврапĕлÿçĕсене хисеплĕ ятсем панă. Кунсăр пуçне таврапĕлÿ енĕпе кăларнă чи лайăх кĕнекесен авторĕсене дипломсемпе хавхалантарнă. Красноармейски шкулĕн вĕрентекенне, район энциклопедин тĕп редакторне Виталий Михайлова «Чӑваш халӑхӗн ӑс-хакӑл ӑсти» («Заслуженный деятель этнокультуры») хисеплĕ ят парса чысланă. Саламлатпăр!
И. Прокопьев, Н.К. Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕ
Тĕплĕнрех: http://schk.su/p/asti.html |