Районти культура çуртĕнче йăлана кĕнĕ “Трак ен пики – 2019” конкурс иртнĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Ю. Иванов уçнă. Вăл куракансене тата конкурса хутшăнакан хĕр-упраçсене çывхарса килекен Хĕрарăмсен уявĕ ячĕпе саламланă, Çавăн пекех салам сăмахĕсене ЧНКан Красноармейски районĕнчи уйрăмĕн передседателĕ З.П. Михайлова тата Республикăри хĕрарăмсен канашĕн Красноармейски районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи Р.А. Николаева каланă, конкурсантсене тупăшура ăнăçу суннă. Кăçалхи тупăшăва пилĕк пике хутшăннă. Тупăшăва хутшăннă пикесем малтанах хăйсемпе паллаштарчĕç, унтан вĕсен Чăваш халăх культурипе йăли-йĕркине пĕлнине кăтартма тата пултарулăх конкурсĕ витĕр тухма тивнĕ. Хĕрсем нацин пĕр-пĕр апат-çимĕçне хатĕрлесе унăн вăрттăнлăхĕсем çинчен те каласа кăтартнă. Юлашкинчен вĕсем чăваш наци тумне тăхăнса хăйсе
... Малалла вула »
Сайт авторĕ тата модераторĕ-Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен