Кивĕ Йĕкĕт ялĕнче пурăнакан ку çемьене чылайранпа пĕлетĕп. Кил хуçи — В. С. Сергеев — çак ялсемех. Кăçалхи кăрлач уйăхĕнче 80 çул тултарчĕ Валериан Сергеевич. Хресчен çемйинчен тухнăскер, мĕн пĕчĕкрен ял çыннин йывăр ĕçне тутанса çитĕннĕ. Вăй питтисемпе танах хуçалăх уй-хирĕнче ир пуçласа каçчен пилĕкне авнă. 26 çулта чухне ыт ахальтен мар-тăр ял çыннисем В. Сергеева хăйсен бригадирĕ пулма шаннă. Çакăнта 37 çул вăй хуни хăех Валериан Сергеевич вĕсен шанăçне тăрăшуллă ĕçпе тÿрре кăларнине çирĕплетет. Ял хуçалăх производствинчи хастарлăхпа пысăк кăтартусемшĕн ăна III степень Ĕç Мухтавĕн орденĕпе, "Ĕçри хастарлăхшăн. В. И. Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа” юбилей медалĕпе наградăланă, "1978 çулхи социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи”, "XI пилĕк çуллăх ударникĕ” паллăсемпе, Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп грамотипе чысланă. Районпа хуçалăх шайĕнчи грамотăсемпе парнесем те темĕн чухлех. Унăн мăшăрĕ — Зинаида Егоровна — яманаксем. Валериан Сергеевичран пĕр çулталăк çурăна яхăн кĕçĕнрех. Вăл çичĕ класс хыççăн çĕвĕçĕ-закройщицăсен кĕске вăхăтлăх курсĕнче вĕреннĕ, 1954 çултан тытăнса мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерес ĕçре вăй хунă. Зинаида Егоровнана "Ĕçри хастарлăхшăн. В. И. Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа”, II степень "Ача амăшĕ” медальсемпе наградăланă. Зинаида Егоровнапа Валериан Сергеевич 1955 çулхи чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче туй кĕрлеттерсе çемье çавăрнă. Унтанпах шăкăл-шăкăл калаçса, пĕр чĕлхерен пуплесе пурăнаççĕ. 5 ача çитĕнтерсе тивĕçлĕ пĕлÿ пачĕç. Халĕ вĕсем çĕр-шывĕпех саланнă, хăйсен çемйисем, ачасем ÿстереççĕ. Акă асли — Любовь — Мускав облаçĕнче пурăнать, хупă йышши "Октекс” акционер пĕрлешĕвĕн ертсе пыракан экономисчĕ. Ун хыççăнхи — Вера — Шупашкарти тулли мар яваплă "Термотехника” пĕрлешĕвĕн аслă диспетчерĕ. Ирина вара Мускав хулинчи 414-мĕш номерлĕ вăтам шкулта кĕçĕн классене вĕрентет. Ывăлĕсем — Рудольфпа Виталий. Иккĕшĕ те тулли мар яваплă "Чулхула трансгаз Газпром” пĕрлешÿ филиалĕнче — Заволжски ЛПУМГра вăй хураççĕ. Пĕри — инженер, тепри — водитель. Хисеплет ку çемьене ял-йыш. Ашшĕ-амăшĕ ачисемпе мăнукĕсемшĕн ырă тĕслĕх пулнăран, вĕсене аслисене хисеплеме, ĕçе юратма хăнăхтарнăран. Валериан Сергеевич хăй те маххă памасть-ха. Вăл — паянчченех Кивĕ Йĕкĕт ял старости, вырăнти ветерансен канашĕн председателĕ, интереслĕ нумай ĕç-пуçпа мероприятисен пуçаруçи. Нумаях пулмасть Зинаида Егоровнапа Валериан Сергеевич пурнăçĕнче ĕмĕр асра юлмалли тепĕр пулăм пулчĕ. Чăваш Республикин Президенчĕн кăçалхи çу уйăхĕн 10-мĕшĕнче кăларнă 35-мĕш Указĕпе килĕшÿллĕн çемье институтне çирĕплетес енĕпе тунă тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн вĕсене "Юратупа шанчăклăхшăн” орденпа наградăланă. Ку ордена телейлĕ мăшăра М. В. Игнатьев Президент хăй пачĕ, тав туса ырлăх-сывлăх сунчĕ. Çак чыс-сума вара вĕсем чăннипех те тивĕç.
Виктор Данилов |