Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 93

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2013 » Чÿк » 15 » Тюмень тăрăхĕнче Чăваш культурин кунĕсем иртнĕ
Тюмень тăрăхĕнче Чăваш культурин кунĕсем иртнĕ
18:15
Сăн ÿкерчĕк
Фоторепортаж
Кăçал та, пĕлтĕрхи евĕрех (чÿк уйăхĕн 1—5-мĕшĕсенче), "Раççее шанса, Чăваш Ене юратса” ятпа чăваш культурин Тюмень облаçĕнчи кунĕсем иртнĕ. Ăна Тюмень облаçĕн национальность ĕçĕсен комитечĕпе культура департаменчĕ, облаçри "Чăвашсен "Тăван" ассоциацийĕ” общество организацийĕ, "Дина” холдинг компанийĕ йĕркеленĕ. Çĕпĕр çĕрĕ çинче иртнĕ пысăк уява Трак енри 9 çынран тăракан делегаци хутшăннă. Ун йышĕнче ял тăрăхĕсем хушшинчи информаципе культура центрĕ çумĕнчи халăх музыкин "Хавал” ансамблĕ пулнă. Делегацие Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н. Никоноров ертсе пынă.
Чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕнче Аромашево ялĕнчи вăтам шкулта Чăваш культурин кунĕсем савăнăçлă лару-тăрура уçăлнă. Çав ятпа кунта "Переселение чувашей в Сибирь. Проблемы сохранения чувашского языка, национальной культуры, народных традиций в Западной Сибири” наукăпа практика конференцийĕ иртнĕ. Пухăннисем умĕнче Чăваш патшалăх гуманитари институчĕн наука сотрудникĕ, кунти отнологипе антрологи пайĕн заведующийĕ, истори наукисен кандидачĕ Г. Б. Матвеев доклад туса панă. Унта конференци темипе истори наукисен докторĕ, Тюмень патшалăх университечĕн сектор заведующийĕ А. П. Ярков тухса калаçнă. Çĕпĕр тăрăхĕнчи чăваш ялĕсен 100 çулхи кун-çулĕ пирки медицина наукисен докторĕ В. Н. Баранов каласа кăтартнă. Владимир Николаевич Ангарка ялĕнче кун çути курнă. Унăн кукашшĕ Чăваш Енти Çĕрпÿ районĕнчи Тури Кăнаш ялĕнче çуралнă, Çĕпĕре куçса кайса чăваш ялĕсене йĕркелекенсенчен пĕри пулнă. Конференцие пухăннă хăнасемпе кунта тĕпленсе пурăнакан ентешĕмĕрсене "Хавал” ансамбль хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарнă. Каç кÿлĕм Чăваш Енрен кайнă творчество ушкăнĕ ку тăрăхри пирвайхи чăваш ялĕсенче, çĕр çулхи юбилейĕсене уявланă — Северное, Половинка, Манаково — пурăнакансемпе тĕл пулнă, Трак енрен пынă пултарулăх çыннисем Аромашево районĕнчи Новопетровка ялĕнчи культура çуртĕнче пысăк концерт кăтартнă. Унта Раççей Журналисчĕсен союзĕн членĕ, "Тюмень çĕрĕ çинче” пулас кĕнеке авторĕ Г. Дубров сăмах илнĕ. Пурте пĕрле çак ялсенче пурăнакан тăванăмăрсене халалласа çырнă "Çĕпĕр çĕрĕ çинче” (сăвви Г. Дубровăн, кĕвви Н. Никоноровăн), каярах "Алран кайми” юрăсене пысăк хавхаланупа, чун-чĕре ăшшипе шăрантарнă. 

Чÿк уйăхĕн 2-мĕшĕнче Заводоуковски районĕнчи Першино ялĕнчи культура çуртĕнче пирĕн артистсен пултарулăхĕпе ку тăрăхра пурăнакансем паллашнă.

Чÿк уйăхĕн 3-мĕшĕнче Тюмень хулинчи наци культурин "Строитель” керменĕнче декораципе прикладной искусство, халăх пултарулăхĕн ăстисен ĕçĕсен выставкине йĕркеленĕ. Унта Тюмень облаçĕнчи, Тобольск кĕпĕрнинчи чăвашсен историйĕпе кун-çулĕ пирки фото ĕçĕсен куравĕ ĕçленĕ. Каярах Н. Янкас, М. Трубина ячĕллĕ премисен лауреачĕн, чылай кĕнекесен авторĕн, поэт-юрăçăн Г. Дубровăн творчество каçĕ пулнă. Уявăн пысăк концертне çĕршер ентеш пырса курнă. Тăван районăн творчество коллективĕн пултарулăхне Тюмень тăрăхĕнче пурăнакансем питех те ăшшăн йышăннă. Пирĕн ушкăн район администрацийĕн пуçлăхĕн А. В. Шестаковăн тав сăмахне çитернĕ, сумлă ентешсене парнесемпе чысланă.
Тюменьти "Михайловский” суту-илÿ центрне уçнăранпа çулталăк çитнĕ. Çавна май чÿк уйăхĕн 4-мĕшĕнче унта ăшă тĕл пулу иртнĕ. Пирĕн пултарулăх ушкăнĕ кунта вăй хуракансемпе тавар туянакансене юрă-ташăпа савăнтарнă. 
Чÿк уйăхĕн 5-мĕшĕнче Дубровное ялĕнчи культура çуртĕнче "Раççее шанса, Чăваш Ене юратса” ятлă чăваш культурин Тюмень облаçĕнчи кунĕсем вĕçленнĕ. Ку тăрăхра пурăнакансене ял тăрăхĕсем хушшинчи информаципе культура центрĕ çумĕнчи халăх музыкин "Хавал” ансамблĕ хăйĕн çĕнĕ программипе паллаштарнă. Тюмень облаçĕнчи "Чăвашсен "Тăван” ассоциацийĕн” президенчĕ А. И. Архипов чăваш культурине малалла аталантарас тата сыхласа хăварас тĕлĕшпе ырми-канми ĕçленĕшĕн тата пысăк тÿпе хывнăшăн культура кунĕсене ирттерме хутшăннисене чĕререн тав тунă.

"Ял пурнăçĕ" хаçатран
Миçе çын пăхнă: 521 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Чÿк 2013  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
252627282930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024