Авалтан килекен йăлапа эпĕ паян сире шкулпа сывпуллашнă ятпа, аслă çул çине тăнă ятпа пил парасшăн. (Пуç тайни).
1. Яланах ăспа-тăнпа çÿрĕр. Çут çанталăк панă ăс-хакăла кунсерен çивĕчлетсе пырăр. Малалла вĕренсе хăвăр кăмăлласа суйласа илнĕ ĕçе алла илĕр.
2. Ĕç вăл – пурнăç тыткăчи. Ĕçчен пулăр. Пĕчĕк ĕçе те юратса тăвăр. Эсир тăвакан кирек мĕнле ĕç те сире савăнтарса тăтăр. Çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ пултăр.
3. Сăпайлă та сапăр пулăр. Тăван-пĕтенпе, тус-юлташпа, пĕлĕш-тантăшпа яланах ăшпиллĕ пулăр.
4. Усал ĕç сиртен аякра тăтăр. Халăх хушшинче ырă ĕçпе, ырă шухăшпа, ырă чунпа палăрса тăрăр.
5.Атте-аннерен сăвапли те, хакли те çук. Пур кăмăлтан хисеплĕр вĕсене. Атте-аннесен, асатте-асаннесен пархатарлă Чăваш çĕрне-шывне упраса пурăнăр.
6. Хăвăра ырă тунă çынсене нихăçан та ан манăр. Тăван шкула, куллен юнашар тăрса ăс-тăн панă вĕрентекенсене яланах асра тытăр.
7. Сирĕн умра çĕр тĕрлĕ çул. Тĕрĕс çул суйласа илĕр. Такăр та телейлĕ, ырă та ăраскаллă çул пултăр сире.
Юратнă ачамăрсем! Çакă пил сăмахĕсене чун тĕпĕнче упрăр, çĕр-шывăмăрăн паттăр та мухтавлă ывăл-хĕрĕсем пулăр. Тайма пуçăм сире! (Пуç тайни). Тавах!
Аксар Чунтупай