Пехотăн çар çак машинине 1350 çухрăм инçĕшĕнчен, Атăл çи — Урал çар округĕн вĕрентÿ центрĕнчен, илсе килчĕç. Çул çÿрев çăмăл килменни пирки пĕлтернĕччĕ ун чухне воин-афганецсемпе "хĕрÿ точкăсенче” çапăçнисен Заволжски ЛПУМГри канашĕн председателĕ А. Тюмеров.
10 тонна йывăрăш БМП-1 (унтан двигателĕпе çар хĕç-пăшалне вĕçертсе илнĕ) иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче туса кăларнăскер тата Афганистанпа Чечняри вăрçăсене хутшăннăскер.
Ку çар техникине "шыраса тупма” Шупашкарти коопераци институчĕн ректорĕ В. Андреев пулăшнă. Транспорт укçи-тенкине хупă йышши "ТУС” акционер пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ, Красноармейскинче çĕнĕрен тăвакан "Трак керамики” завод ертÿçи, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Н. Угаслов саплаштарнă. Ытти тăкаксене хăйсем çине хамăр ентеш, "Рыба Плюс” пĕрлешÿ ертÿçи В. Григорьев тата И. Романов предприниматель (Арçунакасси я
...
Малалла вула »