Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2012 » Утă » 26 » Трак енре çĕнĕ палăк уçăлчĕ
Трак енре çĕнĕ палăк уçăлчĕ
10:53
Сăн ÿкерчĕк
Пехотăн çар çак машинине 1350 çухрăм инçĕшĕнчен, Атăл çи — Урал çар округĕн вĕрентÿ центрĕнчен, илсе килчĕç. Çул çÿрев çăмăл килменни пирки пĕлтернĕччĕ ун чухне воин-афганецсемпе "хĕрÿ точкăсенче” çапăçнисен Заволжски ЛПУМГри канашĕн председателĕ А. Тюмеров. 
10 тонна йывăрăш БМП-1 (унтан двигателĕпе çар хĕç-пăшалне вĕçертсе илнĕ) иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче туса кăларнăскер тата Афганистанпа Чечняри вăрçăсене хутшăннăскер. 
Ку çар техникине "шыраса тупма” Шупашкарти коопераци институчĕн ректорĕ В. Андреев пулăшнă. Транспорт укçи-тенкине хупă йышши "ТУС” акционер пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ, Красноармейскинче çĕнĕрен тăвакан "Трак керамики” завод ертÿçи, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Н. Угаслов саплаштарнă. Ытти тăкаксене хăйсем çине хамăр ентеш, "Рыба Плюс” пĕрлешÿ ертÿçи В. Григорьев тата И. Романов предприниматель (Арçунакасси ялĕнчен) илнĕ. 
Хĕл каçнă хыççăн пехотăн çар машинине сăрласа йĕркене кĕртрĕç. Воин-афганецсемпе Çурçĕр Кавказри "хĕрÿ точкăсенчи” çапăçусене хутшăннисемех ăна утă уйăхĕн 19-мĕшĕнчи каç енне подстамент çине, Тăван çĕр-шывăн 1941—1945 çулсенчи Аслă вăрçинче пуç хунă ентешсене сума суса Красноармейскинче çĕкленĕ Мухтав монуменчĕпе юнашар, ĕмĕрлĕх вырнаçтарса лартрĕç. 
Утă уйăхĕн 22-мĕшĕнче, вырсарни кун вара çавна май кунта митинг иртрĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ А. В. Шестаков уçрĕ. Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Гимнĕсем янăранă хыççăн Андрей Владимирович воин-афганецсемпе Çурçĕр Кавказри çапăçусене хутшăннисен палăкне уçни район çыннисемшĕн, уйрăмах çамрăк ăрушăн, питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. 
— Трак енрен Афганистан вăрçине 90-ăн, Çурçĕр Кавказри çапăçусене 148-ăн, Таджикистанри хирĕç-тăрăва 6-ăн, Абхазири тытăçусене 9-ăн хутшăннă. Вĕсем чăн-чăн паттăрлăх кăтартнă, — терĕ вăл. 
Чăн та, вăрçă çухатусемсĕр пулмасть. Афганистан вăрçинчен Çĕнĕ Йĕкĕтри Валерий Васильевич Кацов аслă огнеметчикпа (вăл 1984 çулхи апрелĕн 9-мĕшĕнче вилмеллех аманнă) Енĕшкассинчи Виталий Васильевич Степанов БТР водителĕ (1985 çулхи июнĕн 29-мĕшĕнче пуçне хунă) каялла таврăнайман. Хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн вилнĕ хыççăн иккĕшне те Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă. Пикшикри Александр Вячеславович Иванов капитан вара контрактпа Чечен Республикинче пулнă. Вăл 2005 çулхи январĕн 27-мĕшĕнче Аргун çывăхĕнче паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ. 
А. В. Шестаков çак палăка уçма пулăшнă ырă кăмăллă мĕн пур çынсемпе ĕç коллективĕсене ăшшăн тав турĕ, чи маттуррисене вара район администрацийĕн тав хучĕсене пачĕ. 
Унтан митингра Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, хупă йышши "ТУС” акционер пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ Н. Ф. Угаслов, Красноармейски ялĕнче пурăнакан ĕçпе вăрçă ветеранĕ, Красноармейски районĕн Хисеплĕ гражданинĕ М. П. Прохоров сăмах каларĕç. Çурçĕр Кавказри тытăçусене хутшăннă А. Н. Андреевăн хĕрĕ —Ксения — сăвă вуларĕ. 
Малалла Çурçĕр Кавказри, Афганистанри çапăçусенче пиçĕхнĕ А. В. Сысоевпа И. Б. Иванов БМП-1-не хупланă виткĕче антараççĕ. Красноармейскинчи чиркÿ настоятелĕ Василий атте палăка сăвапларĕ. 
Митингра çавăн пекех Афганистан ветеранĕсен республикăри организацийĕн правленийĕн председателĕн çумĕ А. П. Осипов, ЧР çар комиссариачĕн Çĕрпÿ тата Красноармейски районĕсенчи пайĕн начальникĕ В. В. Буклаков, Афганистан вăрçин инваличĕсен обществăлла организацийĕн Чăваш Енти организацийĕн правленийĕн председательне пулăшаканĕ В. Г. Данилов, воин-интернационалистсен районти тата Заволжски ЛПУМГри канашĕсен председателĕсем А. И. Терентьевпа А. Л. Тюмеров сăмах илчĕç. 
В. В. Буклаков Ю. Н. Сергеева "80 лет ВДВ”, А. П. Чаховские "Ветеран-интернационалист”, А. Л. Аркадьевпа И. Б. Иванова "Афганистан вăрçин ветеранĕ”, Н. З. Васильевпа Н. Н. Дмитриева "Çапăçусенче палăрнăшăн” медальсемпе наградăларĕ. Ытти наградăсем те пулчĕç. 
Митингра пулнисем вилнĕ воин-афганецсемпе Çурçĕр Кавказри çапăçусене тата Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене сума суса пĕр минут шăп тăчĕç. Унтан Мухтав Монуменчĕпе воин-афганецсемпе Çурçĕр Кавказри çапăçусене хутшăннисене чысласа уçнă палăк умне чĕрĕ чечексем хучĕç. 
Каçхине вара кунтах çĕнĕ палăк уçнă ятпа концерт пулчĕ.

В.Данилов
Миçе çын пăхнă: 549 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Утă 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
3031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024