Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 2
Хăнасем: 2
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2012 » Кăрлач » 2 » Тухтăр чирлĕ çын патне васкать
Тухтăр чирлĕ çын патне васкать
23:28
Сăн ÿкерчĕк
Унтан-кунтан ыратма тапратсан, чир-чĕр вăрах хăпма пĕлмесен, ăçта васкатпăр? Çапла, больницăна. Сывлăх хуралĕн çыннисенчен пулăшу ыйтма. Вĕсем чир-чĕре çĕнме пулăшасса вара тем пекех кĕтетпĕр. 
Ырă чун-чĕреллĕ, чирлисене эмелпе çеç мар, ăшă сăмахпа та сиплекен тухтăрсем Красноармейски район больницинче те нумайăн. Вĕсенчен пĕри — участок терапевчĕ Л. М. Кузьмина. Ун пирки йышăнура пулнисем лайăхпа çеç калаççĕ. 
Луиза Михайловна тухтăрăн шурă халатне тăхăннăранпа 35 çул çитрĕ. Красноармейскинчи вăтам шкул хыççăн Хĕлеç хĕрĕ турткаланса-туса тăмасăрах И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне çул тытнă, 1976 çулта вара "Сиплев ĕçĕ” специальноçпе алла диплом илнĕ. Ăна, тин çеç Гиппократ тупи тунăскере, Красноармейски район больницине ĕçлеме янă. Тухтăрсен коллективĕпе кĕçех пĕр сăмах тупнă вăл, медицина ытти ĕçченĕсем, сипленекенсем хушшинче те хисеп çĕнсе илнĕ. 1988 çулччен Луиза Михайловна терапи уйрăмĕн заведующийĕнче те тăрăшнă. Канăçсăр каçсем мĕн чухлĕ пулнă-ши ун чухне?!. Пĕр вăхăт функциональнăй диагностика врачĕ те пулма тÿр килнĕ. Тухтăр тивĕçне чун-чĕре хушнă евĕр пурнăçланăранах ăна райбольница тĕп врачĕн сиплев енĕпе ĕçлекен çумĕнче вăй хума шаннă. 6 çул "туртнă” çăмăл мар ку "лава”. 1995 çултанпа вара Л. Кузьмина — участок терапевчĕ. Чылай çул ĕнтĕ Н. Г. Прокопьева медсестрапа шăкăл-шăкăл калаçса, пĕр-пĕрне ăнланса вăй хураççĕ. 
Луиза Михайловна мăшăрĕ те — Петр Владимирович — ĕçчен çын, Заволжски ЛПУМГра тимлет, смена инженерĕ. Кузьминсем маттур икĕ ывăл çитĕнтерсе çын тунă. Асли — Сергей — вăтам шкула — ылтăн, кĕçĕнни — Олег — кĕмĕл медальсемпе вĕренсе пĕтерчĕç. Иккĕшĕ те амăшĕн çулĕпе кайрĕç, университетăн медицина факультетĕнче пĕлÿ пухрĕç. Сергей ăна хĕрлĕ дипломпа пĕтерчĕ. Халĕ иккĕшĕ те илнĕ пĕлÿпе ют çĕр-шыв компанийĕсенче усă кураççĕ. 
Тухтăр чирлĕ çын патне васкать. Луиза Михайловна аван пĕлет: ăна тем пекех кĕтеççĕ. Çĕнĕ çул уявĕ çапах та уншăн та лăпкă ирттĕр. Çавна сунас килет шурă халатлă çынна манăн та.

В.Данилов
Миçе çын пăхнă: 536 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Кăрлач 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
3031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024