Унтан-кунтан ыратма тапратсан, чир-чĕр вăрах хăпма пĕлмесен, ăçта васкатпăр? Çапла, больницăна. Сывлăх хуралĕн çыннисенчен пулăшу ыйтма. Вĕсем чир-чĕре çĕнме пулăшасса вара тем пекех кĕтетпĕр.
Ырă чун-чĕреллĕ, чирлисене эмелпе çеç мар, ăшă сăмахпа та сиплекен тухтăрсем Красноармейски район больницинче те нумайăн. Вĕсенчен пĕри — участок терапевчĕ Л. М. Кузьмина. Ун пирки йышăнура пулнисем лайăхпа çеç калаççĕ.
Луиза Михайловна тухтăрăн шурă халатне тăхăннăранпа 35 çул çитрĕ. Красноармейскинчи вăтам шкул хыççăн Хĕлеç хĕрĕ турткаланса-туса тăмасăрах И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне çул тытнă, 1976 çулта вара "Сиплев ĕçĕ” специальноçпе алла диплом илнĕ. Ăна, тин çеç Гиппократ тупи тунăскере, Красноармейски район больницине ĕçлеме янă. Тухтăрсен коллективĕпе кĕçех пĕр сăмах тупнă вăл, медицина ытти ĕçченĕсем, сипленекенсем хушшинче те хисеп çĕнсе илнĕ. 1988 çулччен Луиза Михайловна терапи уйрăмĕн заведующийĕнче те
...
Малалла вула »