Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Çу » 9 » Уяв саламĕ
Уяв саламĕ
09:24
Сăн ÿкерчĕк

Хисеплĕ ветерансем! Красноармейски район çыннисем!

Сире чаплă уяв - Аслă Аттелĕх вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитнĕ ятпа пĕтĕм чун-чĕререн саламлатăп! 

Пирĕн халăх 1941-1945 çулсенчи вăрçă инкекĕсемпе нушисене чăтса ирттерме пултарчĕ. Тăван çĕршыв ирĕклĕхне хаклă хакпа - юн тăкса çĕнсе илтĕмĕр. Чыс та мухтав Тăван çĕршывшăн çапăçса вилнĕ паттăрсене! Вĕсен ячĕсене эпир нихăçан та манмăпăр!

Паянхи кунччен ырă-сывă пурăнакан ветерансене пысăк тав сăмахĕ каласшăн эпĕ. Эсир - пирĕн çĕршыва фашизм пусмăрĕнчен çăлса хăваракансем. Ырлăх-сывлăх сире, вăрăм кун-çул, телей сунатăп!

Красноармейски район пуçлăхĕ   С. Николаев


Миçе çын пăхнă: 989 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 2
0  
2 mixaj_58   (18.05.2010 20:07) [Материал]
Трак енре те Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул тултарнине сумлăн паллă турĕç.
Çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче, ав, пур ял тăрăхĕнче те митингсем пулчĕç, вĕсем вăхăтĕнче вăрçă ветеранĕсене чысларĕç, вилнисене асăнса лартнă палăксем умне чĕрĕ чечексем хучĕç. Майăн 9-мĕшĕнче вара район центрĕнчи Мухтав монуменчĕ умĕнче пысăк уяв иртрĕ. Район администрацийĕн йĕркелÿпе тĕрĕслев управленийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, икĕ кунхи мероприятисене районĕпе 3300 ытла çын, çав шутра вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсем те хутшăннă.
Красноармейски ялĕнчи митинг умĕн Трак чукун çул станцийĕнче (унтан пирĕн ентешсем вăрçа тухса кайнă) Асăну хăми уçрĕç. Унта район пуçлăхĕ С. А. Николаев, унăн пĕрремĕш çумĕ Н. И. Антонов, Çĕрпÿ чукун çул станцийĕн начальникĕ А. И. Григорьев, вăрçă ветеранĕсем — Н. А. Александровпа (Туçи Чуракасси) Н. А. Александров (Шывпуç), чукун çул çинче вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухнă З. М. Федорова, З. Л. Леонтьева тата П. И. Иванов, Еншик Чуллăпа Алманч ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем А. П. Фроловапа В. В. Долгов, шкул ачисем хутшăнчĕç. Вĕренекенсем малалла йăлана кĕнĕ “Трак станцийĕ — Красноармейски ялĕ” маршрутпа чупрĕç.

Район центрне вара уяв сăнĕ кĕртнĕ: Ленин урамĕнче тĕрлĕ тĕслĕ ялавсем вĕлкĕшеççĕ. Вăрçăпа тыл ветеранĕсем, Çĕнтерÿ ялавне çĕкленĕ милици ĕçченĕсем, район ертÿçисем, ĕç коллективĕсен представителĕсем, парапанçăсем шкул ачисенчен йĕркеленĕ чĕрĕ коридорпа Мухтав монуменчĕ патне çитрĕç. Митинга район пуçлăхĕ С. А. Николаев уçрĕ. Раççей Гимнĕ янăранă хыççăн Красноармейскинчи М. П. Прохоров ĕçпе вăрçă ветеранне сăмах пачĕç. Михаил Прохорович “эпир Çĕнтерĕве шаннă”, терĕ. Чăваш Республикинчи çар комиссариачĕн Çĕрпÿ тата Красноармейски районĕсенчи пайĕн пуçлăхĕ В. В. Буклаков та пирĕн халăх Çĕнтерĕве çапăçу хирĕсенче те, тылра та туптанине палăртрĕ. Валерий Венадьевич çавăн пекех Тусай ялĕнче çуралнă В. Е. Ефимов кĕçĕн лейтенанта 134-мĕш корпус командирĕн 026Ĕн номерлĕ приказĕпе 1945 çулхи апрелĕн 21-мĕшĕнче Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланине пĕлтерчĕ. Шел те, паттăр ăна алла илеймен, халĕ те тытса кураймарĕ — кăçалхи январĕн 2-мĕшĕнче Владимир Ефимовичăн чĕри вăхăтсăр тапма чарăннă. Çар комиссариачĕн представителĕ 3852558-мĕш номерлĕ Хĕрлĕ Çăлтăр орденне унăн ывăлне — Владислав Владимировича ĕмĕрлĕх упрама пачĕ.
Митингра çавăн пекех Крентейкассинчи тыл ĕçченĕ С. С. Спиридонова, воин-афганецсен районти канашĕн председателĕ А. И. Терентьев сăмах каларĕç, шкул ачисем сăвăсем вуларĕç.
Унтан Трак ен çыннисем вăрçăра пуç хунă ентешĕсене асăнса пĕр минут шăп тăчĕç, ĕç коллективĕсен представителĕсем Мухтав монуменчĕ умне чечек кăшăлĕсем хучĕç, çамрăк армеецсен парачĕ иртрĕ, мирлĕ тÿпене кăвакарчăнсем вĕçсе хăпарчĕç.

В. Данилов


0  
1 mixaj_58   (11.05.2010 21:35) [Материал]
9 мая у Монумента Славы с. Красноармейское состоялся торжественный митинг, посвященный 65-ой годовщине Победы в Великой Отечественной войне 1941-1945 годов. Из Красноармейского района ушло на войну 6030 человек, не вернулись 2162 человека. Много славных дел вписаны уроженцами района в историю Великой Отечественной войны. Так, гвардии старший сержант В.В. Васильев, родом из д. Большая Шатьма, отличился в бою на подступах к реке Одер, в упор расстрелял до 20 немцев. Расчет Васильева отразил 3 атаки, уничтожив более 60 гитлеровцев. Он погиб в бою, В.В. Васильеву посмертно присвоено звание Героя Советского Союза. Нынешнее поколение красноармейцев по праву может гордиться подвигами и других своих героев. Об этом говорил, открывая митинг, глава района, секретарь политсовета Красноармейского местного отделения партии «Единая Россия» С.А. Николаев. Он пожелал ветеранам войны и труженикам тыла крепкого здоровья, счастья и благополучия. Затем слово было предоставлено ветерану войны и педагогического труда из села Красноармейское М.П. Прохорову. Михаил Прохорович кратко остановился о значении и цене Великой Победы «Мы верили в Победу», отметил ветеран.

На митинге принял участие и выступил начальник отдела военного комиссариата Чувашской Республики по Цивильскому и Красноармейскому районам В.В. Буклаков. В своем выступлении он подчеркнул, что Победа ковалась в боях и в тылу. Нелегко давалась она, но народ выстоял.

Валерий Веннадьевич также сообщил, что уроженец д. Досаево В.Е. Ефимов приказом № 026/н командира 134 корпуса от 21 апреля 1945 года награжден орденом Красной звезды. Владимир Ефимович сражался защищая Москву, на Северо-Западном, Карело-Финском, II Белоруcском и II Украинском фронтах. Четырежды ранен, в последний раз - под Кенигсбергом. Демобилизовался в сентябре 1945 года. Но герой, награжденный орденами Отечественной войны второй и первой степеней и медалью «За отвагу» при жизни не успел получить эту награду. 2 января этого года Владимира Ефимовича не стало. Орден Красной Звезды за № 3852558 представитель военного комиссариата республики вручил сыну В.Е. Ефимова – Владиславу Владимировичу. Спустя 65 лет боевая награда нашла своего героя.

На митинге также выступили труженик тыла С.С. Спиридонова и председатель районного совета ветеранов воинов-афганцев А.И. Терентьев. Собравшиеся на митинг почтили память погибших воинов минутой молчания, к Монументу Славы возложили венки и цветы. Состоялся парад юнармейцев. Затем в Парке Победы в селе Красноармейское состоялся концерт для ветеранов, а вечеромпразднование 65-летия Великой Победы здесь же продолжится.


Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Çу 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024