Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 5
Хăнасем: 5
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2021 » Çĕртме » 11 » "Улăп-2021" конкурс-викторина хуравĕсем тата пĕтĕмлетĕвĕ
"Улăп-2021" конкурс-викторина хуравĕсем тата пĕтĕмлетĕвĕ
14:42
Сăн ÿкерчĕк
  1. Юрий Вирьял поэт-лирик тата куçаруçă ăçта тата хăçан çуралнă? Ку яла мĕншĕн çапла каланă-ши?

Юрий Вирьял (Юрий Петрович Петров) 1936 çулхи çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Красноармейски районĕнчи Еншик Чуллă ялĕнче учитель кил-йышĕнче çуралнă. Пилĕк ачаран чи асли пулнă. Ку ял икĕ ял пĕрлешнипе пулса кайнă: Еншик тата Пысăк Чуллă. Еншик – яла пуçарса янă тĕне кĕмен чăваш, Чуллă – чулран тунă çуртсем пур тенине пĕлтерет.

  1. Унăн ачалăхĕпе çамрăклăхĕ çинчен мĕн пĕлетĕр? Сăвă çырма ăна мĕн хистенĕ? Вăл ăçта-ăçта вĕреннĕ тата ĕçленĕ, мĕнле пултарулăхпа палăрнă?

Юрий Вирьял хăй ачалăхĕпе Аслă Аттелĕх вăрçин асаплă кунĕсене чăтса ирттернĕ поэтсен йышне кĕрет. Учитель çемйинче çуралнăскер, «вăрçă ачи» пĕчĕкренех хут-кĕнекепе туслă пулнă. 3-4-мĕш класра вĕреннĕ вăхăтрах хаçат-журналпа интересленнĕ, район хаçатне пĕчĕк статьясем çырнă. Унăн ача-пăча валли çырнă сăввисем Красноармейски район хаçачĕн страницисенче кĕçĕн класра вĕреннĕ вăхăтрах пичетленнĕ. Ашшĕ те çамрăк чухне сăвăсем çыркаланă, ывăлĕн çырас туйăмне вăратма тăрăшнă. 1950-мĕш çулсенче Борис Полевой лётчик çинчен çырнă кĕнекене пурте юратса вуланă. Юра та кăсăклансах вуланă. Вара «Маресьев герой» ятлă сăвă çырать, «Ялав» журнала ярса парать, пичетленет. Ун чухне вăл 6-мĕш класра вĕреннĕ. Çакна тума ăна тăван чĕлхене юратни, ашшĕ кăмăлне итлени хистенĕ. Вархуш Эншей поэтăн, куккăшĕн, çулăмлă сăввисем те хавхалантарнă пулĕ. Малтан хăйсен ялĕнчи çичĕ çул вĕренмелли шкултан, унтан Красноармейскинчи вăтам шкултан вĕренсе тухнă. 1955-1961 çулсенче Шупашкарта И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика институтĕнче вĕреннĕ. Ун хыççăн А.М.Горький ячĕллĕ Литература институтĕнчен куçăмсăр майпа вĕренсе тухнă. 1961-1962 çулсенче Красноармейски районĕн «Коммунизм çулĕпе» хаçат редакцийĕнче, унтан республикăри М.Горький ячĕллĕ тĕп библиотекăра аслă методистра ĕçленĕ. Ун хыççăн Чăваш АССР культура министерствинче инспекторта, Чăваш кĕнеке издательствинче редакторта тăрăшнă. Пĕр хушă «Тантăш» хаçатпа туслă пулнă, «Тăван Атăл» журнал редакцийĕнче очеркпа публицистика пайне ертсе пынă.

  1. Юрий Вирьял хăйĕн пĕрремĕш сăввисене ăçта-ăçта тата хăçан пичетленĕ? Пĕрремĕш сăвă кĕнеки мĕн ятлă тата хăçан пичетленнĕ? Унта ытларах мĕнле темăсем хускатнă?

Автор хăйĕн вĕренмелле çырнă сăввисене пуçламăш класра вĕреннĕ чухнех «Коммунизм çулĕпе» район хаçатĕнче кун çути кăтартнă. Вĕсенче çут çанталăк илемĕ, кайăксен тĕнчи сăнланнă. «Маресьев герой» сăвви вара «Ялав» литературăпа публицистика журналĕнче пичетленнĕ. Пĕрремĕш сăвă кĕнеки «Çăмăл çунатсем» ятпа 1958 çулта кун çути курнă. Ăнланмалла, тикĕссĕн вуланакан кĕнекене пĕчĕккисем питĕ килĕштернĕ.

  1. Юрий Вирьялăн пĕтĕмĕшле ĕçĕ-хĕлĕ çинчен мĕн пĕлетĕр? Ăна литература çулне уçса параканĕсем кам-кам пулнă? Поэт мĕнле-мĕнле хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ-ши?

Поэт 1967 çултанпа СССР писателĕсен союзĕн членĕ. Унăн сăввисене Чăваш совет поэзийĕн анталогине кĕртнĕ. Пурĕ 23 кĕнеке калăпланă, вĕсенчен çиччĕшĕ – шкул ачисем валли. Ăна колхозсемпе совхозсене тăтăшах тухса çÿренĕшĕн «Ялти культурăлла шефла ĕç отличникĕ» паллă панă. Поэта чапа кăларнă хайлав – Андриян Николаев космонавт çинчен çырнă «Вĕçев», «Çăлтăр паттăрĕ», «Кăвак инçет» поэмăсенчен тăракан трилоги. Çак произведенисемшĕн ăна Шуршăл колхозĕ А.Г.Николаев ячĕллĕ преми парса чысланă. Лирикăлла-патриотла туйăмлă çамрăклăхпа ачалăх, юратупа туслăх, ĕçченлĕхпе паттăрлăх темисемпе çырнă юрăсен сăмахĕсемшĕн поэт 8 хутчен Раççейри, Чăваш енри конкурссен лауреачĕн ятне тивĕçнĕ. 1993 çулта ăна «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă.

  1. Поэтăн чи паллă юррисене çырса парăр, вĕсене ытларах хăш композиторсем кĕвĕленĕ? Унăн пурĕ миçе юрă пур?

300 юрă ытла хайланă композиторсем унăн сăввисемпе. Вăл Ю.Кудаковпа, И.Степановпа, Г.Маркияновпа, И.Аршиновпа, Н.Карлинпа, Г.Кольцовпа, Н.Максимовпа, А.Бурундуковпа, Ю.Бечинпа, В.Васильевпа, Н.Романовпа, К.Архиповпа, Р.Петровпа пĕрле хайланă юрăсене итлекенсемпе юрăçсем питĕ килĕштернĕ. Вĕсенчен халăхра анлăн сарăлнисем: «Чĕре юрри», «Сенкерленчĕ шуçăм», «Ыранччен, чун савни», «Ах, хитре-çке», «Атăл хĕрĕн юрри», «Çурхи юрă», «Телей çăлтăрĕ», «Çамрăк хурăн», «Эсĕ – манăн чĕрере», «Çыру», «Чун-чĕре нихçан та ватăлмасть», «Ан чĕн çăклăх ĕшнине», «Илĕртеççĕ, тилмĕртеççĕ»… Кунсăр пуçне Г.Хирпÿ Юрий Петров поэтăн либретти тăрăх çырнă 4 пайлă «Паттăр халăх тĕнчене тĕлĕнтерет» ораторине, Н.Карлинпа В.Фёдоровăн «Салам, çут тĕнче», «Çурхи уяв сюитисене, А.Асламас, Т.Фандеев, В.Ходяшев, В.Васильев, Г.Хирпÿ, Ф.Лукин, А.Орлов-Шуçăм, А.Токарев, А.Михайлов, Г.Максимов, О.Агакова пĕччен юрламалли тата хор валли çырнă çĕршер юррине асăнмалла.

  1. Вăл Раççей поэчĕсен сăввисене чăвашла сахал мар куçарни паллă. Камсем вĕсем тата вĕсен хăш хайлавĕсене куçарнă-ши?

Вăл вырăс классикĕсен, тĕрлĕ наци поэчĕсен сăввисемпе поэмисене чăвашла куçарнă. А.Пушкин, С.Михалков, Р.Гамзатов, П.Градов, Р.Харрис поэтсен хайлавĕсене чăвашла кун çути кăтартнă. А.Ивичăн «Твоя надежда», М.Козловăн «Удивительное рядом», А.Сергиевскин «Давайте играть в шахматы» кĕнекисене чăвашла пичетленĕ. Кунсăр пуçне М.Карим, Е.Шварц, С.Алешин, Е.Патрик, А.Балакаев, А.Сулейманов, М.Майн тата ытти драматургсен чылай пьесине чăвашла куçарнă. Унăн хăйĕн те Мускавра «Современник» издательствăра 1980 çулта «Живица» ятлă сăвăсемпе поэмăсен кĕнеки тухнă. Авторăн «Радужная скатерть» вырăсла кĕнеке те пур.

  1. Поэтăн пичетленсе тухнă поэзи кĕнекисене хронологи йĕркипе асăнса тухăр.

Юрий Вирьялăн паллăрах кĕнекисем: «Çăмăл çунатсем» (1959), «Сенкерленчĕ шуçăм» (1962, 1991), «Çулçă çумăрĕ» (1964), «Çăлтăрсем шыва кĕреççĕ» (1967),  «Янăрать уçланкă», «Курукпа Марук» (1970), «Кĕрхи çупкăм» (1972), «Eшĕл йăмра» (1974), «Ыранччен, чун савни» (1974), «Тупа», (1975), «Çăлтăрсен вăййи» (1975), «Клятва» (1975), «Радужная скатерть» (1976), «Кăвакал кÿлли» (1978), «Шăпчăк юрриллĕ кĕтес» (1980), «Живица» (1980), «Çĕрлехи çулçÿрев» (1983), «Туслăх асамачĕ» (1985), «Ырми-канми çăл куçĕ» (1986), «Ырми-канми çăл куçĕ» (1986), «Тупсăмĕ мĕнле-ши?» (Угадайте) тата ыт. те.

  1. Ачасем валли те сахал мар çырнă Юрий Вирьял. Эсир унăн çак темăпа пичетленнĕ сăвă кĕнекисене хронологи мелĕпе асăнса тухăр.

Поэт ачасем валли çак кĕнекесене пичетленĕ: «Çăмăл çунатсем» (Легкие крылья), «Карукпа Марук» (Паша и Маша), «Ешĕл йăмра» (Зеленая ветла), «Кăвакал кÿлли» (Утиное озеро), «Çĕрлехи çулçÿрев» (Ночное путешествие) тата ыт.те.

  1. Хамăр ентешсем ун çинчен тĕрлĕ хаçат-журналта сахал мар статья пичетленĕ. Çав çынсене палăртăр. Ăна «çамрăклăх юрăçи» тесе кам каланă?
  • Дубров, Г. Асăну хăми çакатпăр / Г. Дубров // Ял пурнăcçĕ (Красноармейски р–ĕ). – 1999. – 1 юпа.
  • Сементер, Ю. Кăн-кăвак килсессĕн шуçăм / Ю. Сементер // Тантăш. – 1996. – 16 çурла.
  • Юмарт, Г. Çамрăклăх юрăçи / Г. Юмарт // Чăваш ен. – 1996. – 10–17 авг. (№ 32). – С. 6.
  • 68-69.
    Данилов, В. Ентешĕсем ăна чĕрере упраççĕ / В. Данилов // Ял пурнăçĕ (Красноармейски р-нĕ) – 2016. – 19 çурла.
    Тусли, Г. Халăх манмасть / Г. Тусли // Чăваш хĕрарăмĕ. – 2011. – 10-16 авăн (№ 35). – С. 2.
  •   Ершов-Янгер Н. Нумай енлĕ талант / Н. Ершов-Янгер // Ял пурнăçĕ (Красноармейски р–нĕ). – 1996. – 15 çурла.
    Ершов-Янгер Н. Таланчĕ иксĕлмиччĕ… / Н. Ершов-Янгер // Ял пурнăçĕ (Красноармейски р–нĕ). – 2006. – 22 çурла.

10. «Хĕç евĕр çивĕч,

Çиçĕм пек кăварлă,

Çут кĕмĕл саслă, витĕмлĕ чĕлхем!

Эс манăн ĕçĕмри сӳнми хастарлăх,

Юратупа кĕрешӳри илем!» - авторăн хăш сăввинчен çак йĕркесем? Ăçта тата хăçан пичетленнĕ вăл?

Çак сăвва вăл тăван чĕлхене аталантарассишĕн чунтан тăрăшакан Андрей Алексеева халалласа çырнă: Петров-Вирьял, Ю. Чăваш чĕлхи // Петров-Вирьял, Ю. Ырми-канми çăлкуç / Ю. Петров-Вирьял. – Шупашкар, 1986. – С. 41-42.

Викторина-конкурс пĕтĕмлетĕвĕ

Миçе çын пăхнă: 294 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Çĕртме 2021  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
282930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024