Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2021 » Çĕртме » 11
Сăн ÿкерчĕк

Яковлев Николай Геннадьевич 1954 çулхи январĕн 20-мĕшĕнче Красноармейски районне кĕрекен Чатукасси ялĕнче çуралнă. 1961-71 çулсенче Чатукасси вăтам шкулĕнче вĕреннĕ, ун хыççăн пĕр çул Енĕшкассинчи вулавăшра вăй хунă. 1972-74 çулсенче Совет Çарĕнче хĕсметре пулнă. 1974-75 çулсенче "Герой" колхозăн водителĕнче тăрăшнă, 1975-86 çулсенче вара Красноармейски районĕн шалти ĕçсен пайĕнче милицин участокри инспекторĕнче тимленĕ. 1986 çултан пуçласа 2011 çулччен «Чул хула трансгаз Газпромĕ» ОООн филиалĕнче – Заволжски ЛПУМГра хăрушсăрлăх енĕпе ĕçлекен служба начальникĕнче вăй хунă. Халĕ – пенсионер, тивĕçлĕ канура. Вăл – районти юрă-ташă халăх пултарулăх ушкăнĕсен хастар пайташĕ, газ уçлакан станцин Заволжски клубĕнче те артист-юрăç тĕрлĕ конкурссемпе концертсене хутшă ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 169 | Хăçан хушнă: 11.06.2021 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Архипова (Александрова) Ольга Александровна 1929 çулхи авăн уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин Красноармейски районĕнчи Тусай ялĕнче çуралнă. Ачалăхĕ колхозсем йĕркеленнĕ пăтравлă вăхăтра, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 1941-1945 çулĕсемпе пĕр килнĕ. Тусайри пуçламăш, Упири вăтам шкулта (1949),  Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ патшалăх педагогика институтĕнчен историпе филологи факультечĕн чăваш чĕлхипе литература уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă (1953). Елчĕк районĕнчи Аслă Таяпари вăтам (1953-1956),  Кĕçĕн Таяпари çичĕ çул вĕренмелли (1956-1957),  Елчĕкри вăтам(1957-1958),Çĕмĕрле районĕнчи Юманайри вăтам (1958-1985) шкулсенче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентнĕ.

Педагог, фольклорист, таврапĕлÿçĕ, общество деятелĕ, ĕçпе вĕрентÿ (1953-1985) тата тыл (1941- 1945) ветеранĕ, вăрçă ачи, Чăваш Республики ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 244 | Хăçан хушнă: 11.06.2021 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
  1. Юрий Вирьял поэт-лирик тата куçаруçă ăçта тата хăçан çуралнă? Ку яла мĕншĕн çапла каланă-ши?

Юрий Вирьял (Юрий Петрович Петров) 1936 çулхи çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Красноармейски районĕнчи Еншик Чуллă ялĕнче учитель кил-йышĕнче çуралнă. Пилĕк ачаран чи асли пулнă. Ку ял икĕ ял пĕрлешнипе пулса кайнă: Еншик тата Пысăк Чуллă. Еншик – яла пуçарса янă тĕне кĕмен чăваш, Чуллă – чулран тунă çуртсем пур тенине пĕлтерет.

  1. Унăн ачалăхĕпе çамрăклăхĕ çинчен мĕн пĕлетĕр? Сăвă çырма ăна мĕн хистенĕ? Вăл ăçта-ăçта вĕреннĕ тата ĕçленĕ, мĕнле пултарулăхпа палăрнă?

Юрий Вирьял хăй ачалăхĕпе Аслă Аттелĕх вăрçин асаплă кунĕсене чăтса ирттернĕ поэтсен йышне кĕрет. Учитель çемйинче çуралнăскер, «вăрçă ачи» пĕчĕкренех хут-кĕнекепе туслă пулнă. 3-4-мĕш класра вĕреннĕ вăхăтрах ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 293 | Хăçан хушнă: 11.06.2021 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Çĕртме 2021  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
282930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024