Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Категорисем
Сăвăçсем [15]
Çыравçăсем [6]
Тĕпчевçĕ-ăсчахсем [13]
Спортсменсем [2]
Артистсем [2]
Тухтăрсем [1]
Юрăçсем [2]
Композиторсем [4]
Художниксем [5]
Публицистсем [3]
Политика ĕçченĕсем [6]
Фольклористсемпе таврапĕлÿçĕсем [3]
Педагогсем [3]
Районăн хисеплĕ гражданинĕсем [8]
Вăрçăпа çар паттăрĕсем [5]
Вăрçăпа ĕç ветеранĕсем [4]
CCCР, РСФСР тата ЧР патшалăх преми лауреачĕсем [12]
Экономикăпа производство йĕркелÿçисем [3]

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Статьясем » Сăвăçсем

Владимир Харитонов
Владимир Егорович Харитонов 1933 çулхи пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Красноармейски районĕнчи Турхан ялĕнче хресчен кил-йышĕнче çуралнă. Вăл 1951 çулта Упири вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Чăваш патшалăх педагогика институтне вĕренме кĕнĕ. Сывлăхĕ начарланнине пула кĕçех кунта вĕренме пăрахать. 1953-1955 çулсенче В.Харитонов — культура ĕçĕнчĕ. 1955 çулхи нарăс уйăхĕнче ăна Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамбльне илнĕ. Вăл çав хушăрах Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищине пĕтернĕ. Ун хыççăн В.Харитонов Хусанти консерваторире вĕреннĕ. 1963 çултанпа Чăвашрадиопа телевидени комитечĕн музыка хыпарĕсен редакторĕнче, унтан Шупашкарти телестудин литературăпа музыка редакторĕнче ĕçленĕ.
Вăл 1990 çулхи çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче вилнĕ.
В.Харитоновăн малтанхи сăвви 1953 çулта пичетленнĕ. Ăна 1974 çулта СССР писателĕсен союзĕн членне илнĕ.
Вăл ачасем валли те сăвăсем çырнă, тĕрлĕ халăх поэзине чăвашла куçарнă. Поэтăн аллă ытла сăввине чăваш композиторĕсем юрра хывнă. Вăл хăй те сцена çинче чылай юрланă.
Унăн паллăрах кĕнекисем: «Тав» (1968), «Шухăш» (1973), «Чун хавалĕ» (1978), «Туслăх çаврăмĕ» (1983).


Çăлкуç: http://www.chuvash.org/lib/author/498.html
Категори: Сăвăçсем | Кам хушнă: mixaj_58 (07.12.2009)
Миçе хут пăхнă: 787 | Комментарисем: 1 | Рейтинг: 5.0/2 |
Всего комментариев: 1
0  
1 mixaj_58   (07.12.2009 19:29) [Материал]
Чăваш вăййи
Владимир Харитонов | Сăвă | 686

Чăваш пикисене, ĕлккен тенкисене
Вăй картинче курсан,
Сар улăхри сап-сар чечек пек тенине
Илетĕп эп аса.

Чăваш ачисене, пуса каччисене
Ташланине пăхсан,
Çут çăлтăрсем сиксе илемлĕн çиçнине
Сăнатăп савăнса.

Ай-хай, маттур яшсен хĕлхемлĕ куçĕсем,
Кăмăлĕсем çурхи!
Вăрр! çаврăнсан пĕр кас çӳç-пуçĕ вĕçнисем —
Йĕс çиçĕмĕн çилхи!

Хаваслăн çĕкленсе ура хуçса илсен,
Тăпăртатсан юри, —
Хăлат пек каччăсен хĕреççĕ пĕвĕсем,
Янра тăрать юрри!

Ик алăпа хуллен сулкаласа, шуçса
Чипер хĕрсем иртсен,
Çинçе пилĕк çине тирпейлĕн вырнаçса,
Яшсен алли ӳксен, —

Хам халăхăм юнне, хам халăхăм чунне
Туйса эп савăнатăп.
Умра çиçсе тăран тăванлăх тĕнчине
Ялан малаш сунатăп.


Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024