Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Категорисем
С. И. Железин асаилĕвĕсем [9] М. А. Александров асаилĕвĕ [1]
Н. Петров асаилĕвĕ (Янмурçин ялĕ) [1] Шетмĕ Михали асаилĕвĕ [1]
Федор Григорьев асаилĕвĕсем [2] Тĕрлĕ асаилÿсем [20]

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 93

Статистика


Халĕ сайт çинче: 10
Хăнасем: 10
Юзерсем 0
Тĕп страница » Аса илÿсем » С. И. Железин асаилĕвĕсем

C.И.Железин аса илет. 6 пай
20.08.2010, 18:10
Вӗсем республикӑри на­ука ӗҫченӗсемпе тӗл пулнӑ хыҫҫӑн кӑнтӑрла иртсен пирӗн района тухса килчӗҫ. Эпир парти райкомӗн пӗрремӗш секретарӗпе А. Петровпа Ленин ячӗпе хисепленекен колхоз председательне Л. В. Васильева хаклӑ хӑнасем килесси ҫинчен пӗлтертӗмӗр.
Чӑнахах Мускавпа Шупашкар хӑнисем 15 сехет тӗлнелле Трак ене килсе ҫитрӗҫ те часах эпир Упине тухса кайрӑмӑр. Леонтий Васильевич вӗсене уйсене кӑтартса ҫурерӗ. Аякран килнӗ хӑнасем улӑхра ҫӳрекен ӗне кӗтӗвӗ патӗнче чарӑнса выльӑхсем ем-ешӗл курӑк ҫинине пӑхса тӑрса савӑнчӗҫ.
Каярах столовӑйӗнче пулă шÿрпи ҫинӗ чухне А. Егоров академик тӗнчери тата  ҫӗр-шыври лару-тӑрупа паллаштарчӗ, СССРти ӑсчахсен ёҫӗсем ҫинчен каласа кӑтартрӗ. Вӗсене хамӑр тӑрӑхри партас пулӑ килӗшрӗ. Мӑн Ҫавалта ҫакӑн пек тутлӑ пулӑ ӗрчени ҫинчен С. Ислюков та пӗлмен иккен. Апатланнӑ хыҫҫӑн эпир вӗсене Шупашкар районӗн чиккине ҫитиччен ӑсатса ятӑмӑр.
1974 ҫулта эпир хамӑр патӑрта Совет Союзӗн Ге­роине А. В. Ляпидевскине кӗтсе илнӗччӗ. Районти культура ҫуртне халӑх лӑках пуҫтарӑннӑччӗ. Анатолий Васильевич хӑй тата юлташӗсем ҫинчен икӗ сехете яхӑн каласа пачӗ. Вӑл 1934 ҫулта "Челюскин" пӑрахут ҫинчи экипажа епле ҫӑлни ҫинчен питӗ тӗплӗн пӗлтерчӗ, ыйтусем ҫине ху-равларӗ. 1933 ҫулта, "Челюскин" пӑрахута туса пӗтернӗ хыҫҫӑн, ӑна Мур­манск хулинчи портран Ҫурҫӗр тинӗсӗпе Владивос­тока ҫитме кӑларса янӑ. Шел, 1934 ҫулхи февралĕн 13-мӗшӗнче асӑннӑ пӑрахут пысӑк пӑрсемпе хӗсӗнсе ларнӑ. Паттӑрсене ҫӑлма ҫӗр-шыври паллӑ летчиксене явӑҫтарнӑ. Операцие ӑнӑҫлӑ вӗҫленӗ ятпа вӗсене пурне те Совет Союзӗн Геройӗн ятне панӑ. Вӑл ҫул ҫак хисеплӗ ята пуҫласа пама тытӑннӑ. Летчиксем М. И. Калинин кабинетӗнчен тухсан Ленин орденӗпе "Ылтӑн ҫӑлтӑр" медале ҫавӑркаласа пӑхсан  А. В. Ляпидевские "Урра!" йӑтса саламлаҫҫӗ. А. В. Ляпидевский пирӗн ҫӗр-шывра Совет Союзӗн Геройӗ ята пӗрремӗш илнӗ.
1975 ҫулта ҫӗр-шыври чи паллӑ артистсенчен пӗринпе, Евгений Семенович Матвеевпа, тӗл пулнӑ самантсем халӗ те асӑмрах. Вӑл тӗрлӗ ҫулсенче "Родная кровь", "Цыган", "Освобожде­ние", "Поднятая целина", "Лю­бовь земная" тата ытти кинофильмсенче вылянӑ, тӗп рольсемпе куракана тыткӑна илнӗ. Тӗл пулу икё сехете яхӑн пулчӗ, вӑл вуншар ыйтӑва кулӑшла хуравсем пачӗ.
Эпӗ Н. Г. Григорьевпа 1984 ҫулта пирвайхи хут тĕл пулса паллашрӑм. Ӑна телефонпа шӑнкӑравласа район­ти Ӗҫпе юрӑ тата спорт уявне килме йыхравларӑм, вăл хаваспах килме пулчӗ. Эпӗ часах партин Чӑваш обкомӗн пӗрремӗш секретарӗпе И. П. Прокопьевпа ҫыхӑнтӑм, хаклӑ хӑна уява килесси ҫинчен пӗлтертӗм. Илья Павло­вич та уява ҫитсе курма шантарчӗ. 
Ака туй кун вӗсем 9 сехет тӗлнелле пӗрин хыҫҫӑн тепри килсе ҫитрӗҫ. Хӑнасем, халиччен пӗр-пӗринпе тӗл пулман та,  ман кабинетра паллашрӗҫ, чылай калаҫрӗҫ. Уявра И. П. Прокопьев салам сӑмахӗ каларӗ. Анчах унӑн васкавлӑ Шупашкара тухса каймалла пулчӗ. Эпир Нико­лай Григорьевичпа уяв концертне пӑхса пӗтертӗмӗр те столовӑйне кайса апатлантӑмӑр. Вӑл Красноармейскинчи тӑванĕсем патне кайнӑ чухне малашне яланах ҫыхӑну тытас пирки калаҫса татӑлтӑмӑр.
Вӑл ҫулхине радиола телевидени передачисенче Мускав облаҫӗнчи "Михай­ловский" совхозра утта ҫӗнӗ меслетпе хатӗрлени ҫинчен чылай калаҫрӗҫ. Эпӗ вара унта кайса вăл опытпа паллашма Николай Григорьевичпа телефонпа ҫыхӑнтӑм. Вăл тепӗр кунах "Михайловский" хуҫалӑх ертӳҫисем пире кӗтсе илме хатӗрри ҫинчен пӗлтерчӗ, маларах пӗр ҫынна унта яма ыйтрӗ. Эпӗ ял хуҫалӑх управленийӗн ертуҫине  Л. А. Журавлева Мускав облаҫӗнчи асӑннӑ хусалӑха тухса кайма хушрӑм. Вӑл тепӗр кунхине Мускаври "Россия" хӑна ҫурчӗ патӗнче кӗтсе тӑратӑп тесе шӑнкӑравларӗ.
Часах районти хуҫалӑх ертӳҫисене автобуссем ҫине лартса Мускав облаҫне тух­са кайрӑмӑр. Пире унта аван кӗтсе илчӗҫ, хӑйсен паха опычӗпе паллаштарчӗҫ. Унта кайса килни пирӗншӗн питех те усӑллӑ пулчӗ. Ун ҫинчен эпӗ район хаҫатӗнче питӗ тӗплӗн ҫырса кӑтартнӑччӗ. (Малалли пулать).
Кам хушнă: mixaj_58 |
Миçе çын пăхнă: 477 | Рейтинг: 5.0/1
Всего комментариев: 0
Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024