1986
ҫулта пирӗн республикӑри пилӗк районти парти райкомӗн пӗрремӗш секретарӗсене партин Чул хулари аслӑ шкулне вӗренме илсе кайрӗҫ. Унта
ытти республикӑсемпе облаҫсенчен те 5—6-шар ҫын пынӑччӗ. Пӗрремӗш лекцие кӗрсе лартӑмӑр та
лектор каланине ҫырса пыма пуҫларӑмӑр кӑна, пирӗн
хыҫра ларакансенчен пӗри ручка манса юлнӑ
тесе кулянса каларӗ. Манӑн кӗсьере тата тепӗр ручка пурччӗ те ӑна патӑм.
Тӑхтавра эпир унпа калаҫса кайрӑмӑр. Вӑл Мари Эл Республикинчи партии Морки райкомӗн
пӗрремӗш секретаре Юрий Иванович Сабанцев
пулчӗ. Ҫавӑнтанпах эпир унпа районсем хушшинче туслашса пурӑнма калаҫса татӑлтӑмӑр.
Курсран таврӑнсан эпир туссем чӗннипе Моркине делегаципе тухса кайрӑмӑр. Пирӗн
делегаци йышёнче хамӑр районти ял хуҫалӑх управленийӗн пуҫлӑхӗ М. В. Васильев
тата райпо председателе И. В. Васильев пулчӗҫ. Унта вӗсем
пысӑк канашлура пирӗн районпа туслашса пурӑнма
килӗшрӗҫ. Каярахпа Морки районӗн делегацийӗ те пирӗн пата килсе кайрӗ. Вӗсем "Большевик", "Россия"
колхозсемпе "Сельхозтехника" пӗрлешӗвӗнче пулса ӗҫлӗ калаҫусем ирттерчӗҫ. Ҫавӑн хыҫҫӑн
унти хуҫалӑхсем пирӗн патӑртан ҫӗр улми вӑрлӑхӗ илсе кайрӗҫ, "Большевик"
колхозӑн строителӗсем йывӑҫ материалӗсем кӳрсе килчӗҫ.
Ҫапла пулчӗ моркисемпе туслӑ пурнӑҫ тытассин пуҫламӑшӗ.- Вӑл ҫулсенче ҫӗр-шывра
ял хуҫалӑхӗнче бригадӑпа ҫемье подрячӗ пирки питӗ ҫивӗч калаҫатчӗҫ. Мари Республикинче
ку енӗпе аван ӗҫлеме пуҫланине шута илсе, вёсен опычӗпе паллашма эпир районти хуҫалӑхсен
бухгалтерӗсемпе экономисчӗсене икӗ автобус ҫине лартса унта кайса кштӗмӗр. 1984 ҫулхи апрелей
7-мӗшӗнче эпӗ ирех телефонпа Л. П. Прокопьев патне шӑнкравларӑм, ӑна 50 ҫулхи юбилейӗпе саламларӑм. Вӑл мана салам сӑмахӗсемшӗн
тав турӗ те ҫав кун кӑнтӑрла иртсен Трак
ене ҫитсе тӑван килӗнче пулнӑ хыҫҫӑн парти райкомне
кӗрсе тухма шантарчӗ. Часах эпир Л. К. Константиновпа ӑна кӗтсе илме палӑртса
хутӑмӑр.
Чӑнах та
Леонид Прокопьевич палӑртнӑ вӑхӑта ҫитрӗ. Ӑна парти
райкомӗнче тата райӗҫтӑвкомра ӗҫлекенсемпе пуҫтарӑнса саламласшӑнччӗ, вӑл ун пектума
килёшмерӗ, ӗҫ ҫинчен калаҫмалла, терӗ. Эпир ӑна районти лару-тӑру-па паллаштартӑмӑр, Ҫӗрпӳ — Красноармейски
— Кулҫ-ырма ҫула ҫӗнӗрен тӑвас ыйтӑва хускатрӑмӑр.
Леонид Прокопьевич вӑл ҫул Хусан —
Саранск ҫулӗ тесе ҫӗнӗрен проект хатӗрлеме хушатӑп терӗ.
Тата ытти ҫивӗч ыйтусе-не хускатнӑ хыҫҫӑн эпир ӑна илемлӗ ÿкерчӗк парнелерӗмӗр,
столовӑйне кайса апатлантӑмӑр. <
Шел,
вӑл пирӗнтен питех те ир уйрӑлса кайрӗ. Ӑна юлашки ҫула ӑсатма пирӗн район
делегацийӗ те хутшӑнчӗ, унта эпӗ сӑмах тухса каларӑм.
2008 ҫулхи март
уйӑхӗнче ман пата киле республикӑри почта ҫыхӑну управленийӗн пуҫлӑхӗ С. Т. Тимофеева телефонпа шӑнкӑравласа хӑй патне пыма чӗнчӗ. Троллейбус ҫинчен ансан 1969—1978 ҫулсенче партии Красноармейски райкомӗн
пӗрремӗш секретарӗнче тӑрӑшнӑ А. П. Петрова асӑрхарӑм. Вӑл та Светлана Терентьевна чӗннипе унта пынӑ иккен. С. Т.
Тимофеева пире пите ӑшшӑн кӗтсе илчӗ. Вӑл пирӗнпе,
иксӗмӗрпе, тӗл пулса калаҫма шутласа
хунӑ иккен. Эпир икӗ сехете яхӑн калаҫса лартӑмӑр. Светлана
Терентьевна сакӑр ҫула яхӑн пирӗн районти
почта уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ пулса ӗҫленӗ-ҫке. Вӑл питӗ
сӑпайлӑ хӗр арӑм, 1993 ҫултанпа республикӑри
почта ҫыхӑну управленийӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшать.
Ӑна 2003 ҫулта республикӑри хӗрарӑмсен Канашӗн
председательне суйлаҫҫӗ. Эпир Андрей Петровичпа
ӑна Красноармейски районӗнчи лару-тӑрупа
паллаштартӑмӑр. Ун чухне районӑн ҫывхарса
килекен юбилейӗ пирки те сӑмах пуҫартӑмӑр.
Вӑл "Красноармейский район. Люди и судьбы" кӗнекене пысӑк хак пачӗ. Кунта районти "Ял пурнӑҫӗ"
хаҫатӑн тёп редакторён И. А. Прокопьевӑн тӳпи пысӑккине палӑртрӗ А. П. Петров.
Унтан вӑл Чӑваш академипе драма театрӗнче районӑн 70 ҫулхи юбилейне епле ирттерни ҫинчен сăмах
хускатрё. Питех те шел, Андрей Петрович ҫав тĕл
пулу хыҫҫӑн нумаяхта пурӑнаймарӗ, пирӗнтен уйрӑлса кайрӗ. Ана Ҫӗрпу районӗнчи
ҫуралнӑ ялӗнче — Камайкассинче пытарчӗҫ. Ĕҫтеше
юлашки ҫула ӑсатнӑ ҫӗрте район администрацийӗн
пуҫлӑхӗн ҫумӗпе Н. Антоновпа пултӑмӑр, хурлӑхлӑ митингра сӑмах тухса каларӑмӑр.
1973—1975
ҫулсем маншӑн ҫеҫ мар, районта пурӑнакан ытти чылай
ҫынсемшӗн халӗ те асра-ха. Вӑл ҫулсенче эпӗ
райӗҫтӑвком председателей должноҫӗнче ӗҫлеттӗмччӗ,
ҫавӑнпа та манӑн аса илмелли самантсем питех те чылай. Мана ял хуҫалӑх тытӑмӗнче ӗҫлесе пухнӑ опыт, паллах, кирлӗ пулнӑ-ха, ҫавах та совет органӗсенче урӑхларах ӗҫлеме тивнӗ-ҫке. Районти
ӗҫ тӑвакан комитет председателей хӑйӗн ӗҫӗнче ытларах общественность, яланхи комиссисем, депутатсем ҫине таянса ӗҫлемелле пулнӑ.
(Малалли пулать). |