Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Категорисем
С. И. Железин асаилĕвĕсем [9] М. А. Александров асаилĕвĕ [1]
Н. Петров асаилĕвĕ (Янмурçин ялĕ) [1] Шетмĕ Михали асаилĕвĕ [1]
Федор Григорьев асаилĕвĕсем [2] Тĕрлĕ асаилÿсем [20]

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 93

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Аса илÿсем » С. И. Железин асаилĕвĕсем

С.И.Железин аса илет. 7 пай
20.08.2010, 19:36
Эпӗ 1977—1980 ҫулсенче Ҫӗрпӳ райсовет ӗҫтӑвкомӗн председателӗнче ӗҫлерӗм. 1980 ҫулхи июль уйӑхӗнче ман пата Красноармейски райсо­вет ӗҫтӑвкомӗн ертӳҫи Л. К. Константинов тата унти райплан председателĕ В. П. Пав­лов килчӗҫ. Сывлӑх суннӑ хыҫҫӑн вӗсем мана тӳрех партии Красноармейски райкомӗн пӗрремӗш  секретарĕ пулма агитаци тума килнине пӗлтерчӗҫ. Трак енрен килнӗ юлташсем ун чухнехи районти коммунистсен вожакӗн Г. П. Касихинан мораль тӗлӗшӗнчи ҫитменлӗхӗсемпе йӑнӑшӗсем ҫинчен парти обкомӗн представителӗсем ыйтса пӗлни ҫинчен каларӗҫ.
Эпӗ вӗсене хама тата ҫемьене Ҫӗрпӳре килӗшнине, Красноармейскине каялла таврӑнма аван маррине палӑртса  хӑнасене ӑсатса ятӑм. Тепӗр темиҫе кунтан ман пата районти "Большевикпа" "Рос­сия" колхозсен председателӗсем Ф. С. Семеновпа Е. Л. Лукин пырса кайрӗҫ. Вӗсем те мана Красноармейскине таврӑнма питӗ ӳкӗтлерӗҫ. Кӗҫех мана партии Чӑваш обкомӗн пӗрремӗш секретарĕ И. П. Прокопьев хӑй патне чӗнсе илчӗ, манӑн кандидатурӑна партии Красноармейски райкомӗн пӗрремӗш секретарĕ  пулма сӗнесси ҫинчен каларӗ. Эпӗ хамӑн шухӑшсене пӗлтерсен, Илья Павлович мана Мускаври партии аслӑ шкулӗнчен вӗрентсе кӑларни тата Трак ен тӑрӑхӗнчи коммунистсем хӑйсен ертÿҫинче мана курни ҫинчен пӗлтерсен, килӗшрӗм. Ҫапла майпа манӑн Красноармейскине ка­ялла таврӑнмалла пулчӗ. Ҫакӑншӑн паян пачах та кулянмастӑп.  
1980-1990 ҫулсенче районти хуҫалӑхсенче ҫӗкленӗ фермӑсемпе мехпарксем, шкулсемпе культура ҫурчӗсем тата район центрӗнче туса лартнӑ социаллӑ объектсем, пурӑнмалли ҫуртсем халӗ те куҫ умӗнчех. Уйсенче хӳхӗм тыр-пул ҫитӗнни, фермӑсенче картиш тулли выльӑх-чӗрлӗх  пулни, строи­тельство ӗҫӗсем ҫултан ҫул сарӑлса пыни пурне те савӑнтарнӑ. Районти мӗн пур коллективсем ҫулленех социализмла обязательствӑсем йышӑнса хӑйсен умӗнчи тӗллевсене палӑртнӑ. Ҫулталӑк вӗҫленсен  район ӗҫченӗсен ӑмӑртӑвӗн кӑтартӑвӗсене пӗтӗмлетнӗ, малта пыракансене професси енӗпе "Чи лайӑххи" ятсене панӑ. Ҫак тапхӑрта парти райкомӗнче ӗҫлекенсем тӑтӑшах ӗҫ коллективӗсенче пулнӑ, ӗҫ условийӗсемпе паллашнӑ, лайӑх ӗҫлеме чаракан чӑрмавсене тупса палӑртнӑ, пуҫлӑхсенчен ҫирӗп ыйтнӑ, отчетсем итленӗ. Хамӑн аса илӳсенче эпӗ вӑл ҫулсенче уй-хирте, выльӑх-чӗрлӗх фермисенче, культурӑпа вӗрентӳ тата ме­дицина учрежденийӗсенче, предприятисемпе организацисенче палӑрнисен ячӗсене асӑнмарӑм. Хам ума пачах  ун пек тӗллев лартман. Рай­он 75 ҫул тултарнӑ ҫулталӑкра "Ял пурнӑҫӗ" вӗсем пирки тӑтӑшах ҫырчӗ, малашне те ҫырӗ, Трак енре иртекен мероприятисенче хастарсен яч-ӗсем тӑтӑшах янӑрӗҫ. Ҫакна шансах тӑратӑп.
Статьяра ҫакӑн пек сӗнӳ паратӑп. Эпир ҫулленех Чӑваш автономине туса хунӑ кун "Республика кунне" паллӑ тӑватпӑр, хальлӗхе вара "Рай­он кунӗ" ҫук. Ҫавӑнпа та рай­он депутачӗсен Пухӑвне ян­варĕн 25-мӗшне "Район кунӗ" тесе йышӑну кӑларма сӗнетӗп. Вӑл кун, май шутпа, ҫулталӑк кӑтартӑвӗсене пӗтӗмлетсе ҫӗнӗ ҫул тӗллевӗсене палӑртни питӗ меллӗ пулӗччӗ.
1982 ҫулхи февраль уйӑхӗнче Трак ене "Горькийтрансгаз" представителӗсем килсе ҫитрӗҫ. Вӗсем "Заволжская" газ уҫлакан станцине тума пуҫлас ыйтусене сÿтсе явма килнӗ. Малтанах вӗсем мана  Анатолий Иванович Слукинпа паллаштарчӗҫ, унӑн биографийӗ ҫинче чылайччен чарӑнса тӑчӗҫ. А И. Слукин ку ӗҫре ҫӗнӗ ҫын мар, таҫта та пулса курнӑ, питех те пуян опыт пухнӑ. Анатолий Иванович мана пи­тех те кӑмӑла кайрӗ, эпӗ унӑн кандидатурине часах ырларӑм. Делегаци ӗҫ пÿлӗмӗнчен тухнӑ  май вӑл кӑштах тытӑнса тӑчӗ, мана тав туса тепӗр хут алӑ тытрӗ. Эпир кӗске вӑхӑтлӑха сывпуллашрӑмӑр. Тепӗр икӗ эрнерен А. И. Слу­кин ӗҫлемеллех килсе ҫитрӗ, тӳрех ман пата кӗчӗ. Асӑннӑ станцине туса пӗтернӗ ҫӗре эпир пӗр-пӗрне питех те аван пӗлсе ҫитрӗмӗр. Анатолий Ивановичпа килӗштерсе ӗҫлерӗмӗр, темиҫе хутчен те Ленинградра, Мускавра тата Чул хулара пултӑмӑр. Эпӗ ун ҫинчен "Рай­он иккӗмӗш хут ҫурални"  статьяра тӗплӗн ҫырнӑччӗ, ҫавӑнпа та халӗ унпа ҫыхӑннӑ пӗр икӗ саманта кӑна аса илем.
1984 ҫулта райцентрта иккӗмӗш вӑтам шкул ҫуртне тӑвас ыйтӑва хускатнӑччӗ. Эпир ӑна ҫӗклемешкӗн "Горькийтрансгаз" пӗрлешӳ пуҫлӑхӗсемпе укҫа-тенкӗ уйӑрса парас ыйтусемпе калаҫса татӑлтӑмӑр. Вӑхӑчӗ пӗчӗккӗн шӑвать, анчах шкул ҫуртне тума çавах тытӑнман-ха. Строительсем укҫа ҫукки ҫине йӑвантараҫҫӗ.  1985 ҫул вӗҫӗнче Л. К. Константиновпа А. И. Слукин Чул хулана тухса кайрӗҫ, "Горькийтрансгазӑн" финанс управленийӗн пуҫлӑхӗпе тӗл пулчӗҫ. Эпӗ вӗсене "ҫак ыйтӑва туллин татса памасӑр каялла ан таврӑнӑр" терӗм.
Вӗсем унта мӗнле кайса килни ҫинчен халӗ уҫҫӑн каласа пама та юрать пулӗ. Пирӗн делегаци финанс управленийӗн пуҫлӑхӗпе чылайччен сӑмахланӑ, ыйтӑва пире майлӑ татса пама май килнӗ. Каялла киле таврӑннӑ чухне Воротынец хули патӗнче автоавари пулнипе машинӑсене вӑхӑтлӑха ҫӳреме чарнӑ пулнӑ. Чылай паха вӑхӑта ҫухатаҫҫӗ вӗсем ҫул ҫинче, патшалӑхӑн автоинспекци ҫыннисем умӗнче те пуҫ ҫапма тивет.
Кам хушнă: mixaj_58 |
Миçе çын пăхнă: 455 | Рейтинг: 5.0/1
Всего комментариев: 0
Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024