Район центрӗнчи иккӗмӗш вӑтам шкула вӑхӑтра туса хута ятӑмӑр. Эпӗ ҫак объекта туса пӗтернӗ
ятпа ирттернӗ митингра пулнӑччӗ, сӑмах та тухса каланӑччӗ. Нумаях пулмасть унӑн ҫирӗм ҫулхи юбилейне паллӑ турӗҫ. Анчах ҫав мероприятинче эпӗ те, Л.
К. Константинов та пулса кураймарӑмӑр.
Вăл ҫулсенче эпир
районти тёп больницăн сиплев корпусне тăвас ыитăва хускатнӑччӗ. "Горькийтрансгаз" пуҫлӑхӗсем хирӗҫ пулмарӗҫ, анчах та вёсем пӗтӗм тӑкакӑн ҫуррине
кӑна саплаштарма килӗшетчӗҫ. Эпӗ ҫак ыйтӑва
татса пама |А. И. Слукинпа В. М. Чернорубашкина Чул хулана кайса килме хушу патӑм. Чӑнах
та, Торькийтрансгазра" больницăн
сиплев корпусӗн ҫур хакне тӳлеме хатӗррине палӑртнӑ.
Эпӗ ун хыҫҫӑнах республикӑн Министрсен Совечӗн председателӗпе
Л. П. Прокопьевпа ҫыхӑнтӑм.
Леонид Прокопьевич РСФСР Госпланне шӑнкӑравласа
Финанс министерствин ӗҫченӗсен хуравне
пӗлме пулчӗ. Тепӗр темиҫе кунтан эпир унпа телефонпа калаҫса илтӗмӗр, вӑл хамӑр представительсене
Мускава, Госплана яма ыйтрӗ. Л. К.
Константиновпа килӗшсе Н. И. Правдинапа В. М.
Чернорубашкина çĕр-шывăн
тĕп хулине ятăмăр. Вӗсем унта пулнӑ хыҫҫӑн Госплан
укҫа уйӑрса пама пулнине палӑртрӗҫ. Анчах вӑхӑт иртет,
лав вырӑнтан тапранмасть. Л. П. Прокопьев
сӗннипе асӑннӑ юлташсене тепӗр хут Мускава кайма сӗнтӗмӗр. Мӗншӗн тесен вӗсем хӑш кабинета, кам патне кӗмеллине
пӗлеҫҫӗ тесе шутларӑмӑр. Нина Игнатьевнан
кӑмӑлӗ савӑк марччӗ, "Мускавра пирӗнпе ытлашшиех никам та калаҫасшӑн мар", терӗ вӑл. Эпӗ ăна ҫакӑн пек ырӑ ӗҫшӗн район ҫыннисем,
ҫитӗнекен ӑру манмӗҫ, сиплев
корпусе ӳссе ларсан тав тӑвӗҫ тесе каларӑм. Юлашкинчен
ҫак ҫивӗч ыйтусене эпир Леонид Прокопьевич пулӑшнипе татса патӑмӑр.
Паллах, пирӗн условисенче больницӑн
пилӗк хутлӑ сиплев корпусĕ, ман шутпа, питех меллӗ мар, чирлӗ ҫынсене хӑпарса анма йывӑр.
Строительсем лифт пулать тесе шантарначчĕ.
Газ
уҫлакан станци тата районти ытти объектсене тунӑ
чухне ертсе тата йӗркелесе пыма ун чухне
ятарлӑ штаб ҫирӗплетнӗччӗ. Унӑн начальникĕ
Петр Алексеевич Левин пулнӑ. Вӑл пуринчен
те питӗ ҫивӗч ыйтатчӗ, кашни эрнерех юн кун
штаб ларӑвне ирттеретчё. Вăл тапхӑрта П. А. Левин пирён районта парти обкомён
представителĕ пулнӑ, тӗрлӗрен мероприятисене
хутшӑннӑ. |