Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Категорисем
С. И. Железин асаилĕвĕсем [9] М. А. Александров асаилĕвĕ [1]
Н. Петров асаилĕвĕ (Янмурçин ялĕ) [1] Шетмĕ Михали асаилĕвĕ [1]
Федор Григорьев асаилĕвĕсем [2] Тĕрлĕ асаилÿсем [20]

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Аса илÿсем » М. А. Александров асаилĕвĕ

Вӑрҫӑ ман асра ҫапла юлчӗ
31.05.2010, 15:38
Ҫумӑр ҫуса иртнӗ хыҫҫӑн ҫанталӑкӗ хитреччӗ. Эпир, ачасем, ҫырмара выляттӑмӑр. Унччен те пулмарӗ салтак юрри илтӗнсе кайрӗ. Арҫынсем Филипп Трофимо­вича (Прохор Трофимовăн пиччӗшне) ҫавӑтса тухрӗҫ. Вӑл "Герман, Герман...", —-тесе кӑшкӑрать. 1939 ҫулта ҫуралнӑ юратнӑ ывӑлне чӗннӗ ӗнтӗ вӑл. Кӑнтӑрла ҫитиччен Ф. Трофимова вӑрҫа ӑсатрӗҫ.
Кун хыҫҫӑн куллен 2-шер, 3-шер ҫынна вӑрҫа ӑсатма пуҫларӗҫ. Августӑн пӗр кунӗнче харӑсах 8 арҫынна (Павел Семенова, Михаил Констан­тинова, Иван Пылянова, Александрпа Гурий, Михаилпа Степан Андреевсене, Иван Ефимова) илсе кайрӗҫ.
Кӗркунне ҫитрӗ. Мускав патӗнчи хаяр ҫапӑҫусем... Пирӗн ҫарсем каялла чакса пыраҫҫӗ. 1941 ҫулхи ноябрь-декабрь уйӑхӗсенче ҫав тери сивӗ пулчӗ. Ҫырмари йӑмрасем шарт та шарт! туса ҫурӑлаҫҫӗ. Анаткас ҫуммипе иртекен Хурӑнлӑ ҫулпа икӗ уйӑха яхӑн салтаксем утрӗҫ. Колонни-колоннипе хуп-хура куҫса пыратчӗҫ.
Пирӗн шкул ял леш енче ларатчӗ. Унта салтаксем ӑшӑнма кӗрсе тухатчӗҫ. Вӗсен аллинче хӗҫ-пӑшал ҫук (шинель, пилотка, обмотка), кутамккисем пушӑ. Каҫ пулсан  хӑш яла ҫитнӗ унта килӗрен салтаксем кӗрсе ҫӗр каҫнӑ. Камӑн ҫӑкӑр пур — ҫитернӗ. Хӑшӗ ҫӗр улми пӗҫерсе панӑ. Пирӗн патра пӗррехинче 8 салтак ҫӗр каҫрӗ. Айне шинель сарса выртнӑ, аллине тӑхӑнмаллипе ура чӗркемеллине кӑмака ҫине хурса типӗтнӗ. Ирпе ҫула тухса малалла утнӑ.
Ӑҫта ҫитиччен кайнӑ-ха вӗсем? Мари республикинчи Сусленкӗр станцине ҫити. Унта вӗсене вӗрентнӗ те ка­ялла фронта ӑсатнӑ.
Ҫав чакса пыракансен йышӗнче пирӗн ялтан иккӗн — Михаил Константиновпа Ми­хаил Андреев—пулнӑ. Вӗсем хӑйсен килне кӗрсе тухса кайнӑ, ун хыҫҫӑн каялла таврӑнаймарӗҫ.
1941—1942 ҫулсенче салтак кайма тивӗҫлӗ мӗн пур арҫынсене вӑрҫа илсе кайса пӗтерчӗҫ. Вӗсенчен чылайӑшӗ фронтра луҫне хучӗ. 1942 ҫулта 1924 ҫулта ҫуралнисене салтака ӑсатрӑмӑр. 1943-мӗшӗнче — 1926 ҫулта кун ҫути курнисене. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем вӑрҫӑ хирне лекмен, тӗрлӗ çӗрте хуралта тӑнӑ. 1944 ҫулта 17 ҫулхи яшсем салтака ӑсанчӗҫ. Ҫав вӑхӑтрисенчен чылайӑшӗ иккӗмӗш тӗнче вӑрҫинче ҫапӑҫӑва кӗмен.
Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче ӗҫлекенсем эпир  — вӑрҫӑ ачисем — пулнӑ: арҫын ачасем плугпа суха тунӑ, лашапа. Тыррине алӑпа, эпир мар, ҫитӗннӗ çынсем  акнӑ, паллах. Хальхи пек пушӑ выртакан уйсем пулман, комбайнпа мар, ҫурлапа вырнӑ пулсан та. Ватти-вӗтти, кам утма, алла ҫурла тытма пултарнӑ, пурте вырма тухнӑ.
Пире, 12—16 ҫулхи ачасе­не, ҫитӗнсе ҫитнӗ ҫынсен ҫуррине виҫсе панӑ. Вӗсене 6 чалӑш лекнӗ пулсан, пире — 3 чалӑш. Пилӗк ыратать, ҫапах та вырса тухнӑ. Уншӑн пире куллен пӗрре апат ҫитернӗ, 800 грамм ҫӑкӑр панӑ.
Кӗркунне тыр-пул уйра ҫӗмелсенче ларнӑ. Хӗлле лавпа кӗлте турттарса лаша­па ҫавӑрттармалли молотилкӑпа авӑн сапнӑ, патшалӑха тырӑ леҫнӗ, "Пӗтӗмпех  фрон­та валли" девизпа ӗҫлесе пурӑннӑ.
Ҫӗр улми купаланине эпӗ паянхи пекех лайӑх астӑватӑп. Эпир иккӗн Юрий Николаевич Яковлевпа (ҫитӗнсе ҫитсен вӑл Йошкар-Олари политех­ника институтӗнчен вӗренсе тухрӗ. Ульяновск облаҫӗнчи Дмитровград хулине симӗслентерес енӗпе пысӑк  началь­ник пулса тӑрӑшрӗ, 4—5 ҫул каялла ҫӗре кӗнӗ, тӑпри ҫӑмӑл пултӑр унӑн) хамӑр бригадӑри (ялта 4 бригада пулнӑ) ҫӗр улмине купаланӑ. Эпӗ лаша ҫавӑтнӑ, вӑл суха-пуҫ тытса пынӑ.
  1945 ҫулта вӑрҫӑ чарӑнчӗ. Халӑх мӗнле савӑнать. Вӑрҫӑ чарӑннӑ чух эпир шкулта пулнӑ, манӑн иккӗмӗш арӑм — Мария Ивановна Иванова, хӑй каланӑ тӑрӑх — сухара. Пирӗн атте — Федоров Александр — вӑрҫӑран киле таврӑнман. Вӑрсӑ чарӑнчӗ, салтаксем киле таврӑнчӗҫ. Кам мӗнле килет салтакран?
Василий Александров, 1915 ҫулта ҫуралнӑскер, вӑрҫӑччен салтака кайнӑ. Де­сантник. Ку тӑрӑхра ун пек сикме-чупма пултаракан çын пулман. Диверси тӑвакан отрядра тӑнӑ вӑл. Ӑҫта диверси тумалла, ҫавӑнта пӑрахнӑ вӗсене. Киле кӑкӑр тулли орден-медальсемпе  таврӑнчӗ. Шинельпе, ботинка-обмоткӑпа, пилоткӑпа, ҫурӑм хыҫӗнче — пушӑ кутамкка.
Тепри килчӗ, ӑна илме Трак разъездне лавпа кайрӗҫ. Пӗр лав трофей тиесе килчӗҫ. Унта мӗн-мӗн ҫук пулĕ: сӑран кунчаллӑ 9 мӑшӑр ҫӑматӑ, тӗрлӗ костюмсем тата ытти те. Унӑн ачисем лайӑх тумланчӗҫ. Ман ҫире — пиртен ҫӗлетсе кӑвакартнӑ йӗмпе кӗпе ҫеҫ. Эпӗ ун чух каччӑ ҫулӗнче пулнӑ вӗт. Вӑт мӗнле уйрӑмлӑх. Вӑрçӑ вӑхӑтӗнче эпир пурте пӗр тан пулнӑ, ун хыҫҫӑн...
Уйрӑмах вӑрҫӑ хыҫҫӑн, 1946—1947 ҫулсенче ҫимелли ҫукчӗ. Киле килекен салтаксене патшалӑх ҫуршар пӑт çăнӑх парса янӑ, пурне те мар пулĕ...
Эпӗ хам 1947 ҫулхи ап­релĕн 23-мӗшӗнче шкулта вӗренме пӑрахса кӗтӳ кӗтме кайрӑм. Элӗк районӗнчи Вырӑс Сурӑмӗнче пӗр ҫул кӗтӳ пӑхса ҫурерӗм. Ырӑ пурнӑҫран мар, паллах. Ҫапла вара тӑххӑрмӗш класра икӗ ҫул лартӑм. 1949 ҫулта Тивӗшри вӑтам шкултан вӗренсе тухрӑм.
Вӑрҫӑ хыҫҫӑн халӑх хытӑ ӗҫлерӗ, пурнӑçа лайӑхлатрӗ. Ялта ӗне, пӑру фермисем ҫӗклерӗҫ, лаша вити, тырӑ хумалли кӗлетсем туса лартрӗҫ, тавралла хитре кар­та тытса ҫавӑрчӗҫ. Пӗве тунӑ. Вӗсене пурне те XXI ӗмӗрти "ӑслӑ" ҫынсем аркатса пӗтерчӗҫ. Мӗн  пек пуянлӑх, миҫе миллионлӑх вӑл, куҫ умӗнчен ҫухалчӗ. Вӑт ҫавӑн пек пурӑнатпӑр халӗ. Пирӗн ялта паян ӗне выльӑх хисепӗ те сахалланса юлчӗ. Клубӗ ӗҫлемест, унта сивӗ, газпа ӑшӑтмалла туса ҫитереймерӗҫ.
Ялта пурӑнакансен йышӗ те чакрӗ. Килсем пушансах пыраҫҫӗ. Акӑ, Гагарин урамӗнчи 14 килтен — улттӑшӗнче, Туслӑх урамӗнчи 34 кил­тен ҫирӗммӗшӗнче никам та пурӑнмасть. Ҫу кунӗсенче вӗсенче пурнӑҫ чӗрӗлет-ха, анкарти-пахчасене хуларан килсе хуратса-шуратса хӑвараҫҫӗ.
Эпӗ виҫӗ хутчен ҫӗр-шыври халӑх ҫыравне ирттерме хутшӑннӑ. Ҫавна  май кашни килех ҫитнӗ. Вӗсенче 5—6-шар ачаччӗ. Халӗ ялта 5—6 ачаллӑ пӗр ҫемье те ҫук, 3— 4-лли те пӗр-ик ҫемье ҫеҫ.
Йӑлӑм уйӗнче 6—7 ҫул нимӗн те акса-лартса тумаҫҫӗ. Ҫӗрӗ ахаль выртать. Вӑл енне каҫма каҫӑ та ҫук. Унта тӗрлӗ йывӑҫсен вӑррисем тӑкӑннипе вӑрман ҫитӗнме пуҫларӗ. Йӗркеллӗ уй тӑвас тесен мӗн чухлӗ тертленме тивет?

 
Кам хушнă: alex-net |
Миçе çын пăхнă: 1331 | Рейтинг: 5.0/2
Всего комментариев: 0
Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024