Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Категорисем
С. И. Железин асаилĕвĕсем [9] М. А. Александров асаилĕвĕ [1]
Н. Петров асаилĕвĕ (Янмурçин ялĕ) [1] Шетмĕ Михали асаилĕвĕ [1]
Федор Григорьев асаилĕвĕсем [2] Тĕрлĕ асаилÿсем [20]

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Аса илÿсем » Тĕрлĕ асаилÿсем

Юбилей хыççăнхи аса илÿсем
02.02.2012, 19:27
Иртнĕ çулхи чÿк уйăхĕнче Кĕçĕн Шетмĕре шкул уçнăранпа 150 çул çитнине паллă турăмăр. Тăван шкулăм, юратнă вĕрентекенсем, пĕрле пĕлÿ сукмакне такăрлатнă ентешĕмсем маншăн, кун-çулăма педагогика ĕçĕпе çыхăнтарнă çынна, пушшех те хаклă. Çитменнине кунти шкулта пирĕн анне — Анастасия Ильинична Ильина — 35 çул хушши пуçламăш классене вĕрентнĕ. 
Анастасия Ильинична Ильина 1924 çулхи сентябрĕн 20-мĕшĕнче Кăмакал ялĕнчи хресчен çемйинче çуралнă. Ашшĕ, Илья Семенович Семенов (1903—1963 ç.ç.), Аслă Отечественнăй вăрçăра çапăçнă, хаяр тытăçусене пĕрре кăна мар хутшăннă, унти паттăрлăхшăн "Хĕрлĕ Çăлтăр” ордена, медальсене тивĕçнĕ, каярах ялти "Оборона” колхоз председателĕнче, счетоводра ĕçленĕ. Амăшĕ, Ирина Григорьевна Григорьева (1904—1984 ç.ç.), кун-çулне тăван хуçалăхра ĕçлесе ирттернĕ. 
Анне, Анастасия Ильинична, Çĕрпÿри педагогика техникумне вĕренсе пĕтерсен, 1944 çулхи августăн 15-мĕшĕнче Кĕçĕн Шетмĕри çичĕ класлă шкулта пуçламăш классене вĕрентекен пулса ĕçлеме тытăнать, çакăнта пĕр улшăнмасăр вăтăр пилĕк çул хушши вăй хурать. Асăннă тапхăрта миçе ачана вулама-çырма вĕрентмен-ши вăл? Вĕсем мăшăрĕпе, Василий Иванович Ивановпа, çичĕ ача çуратса пăхса ÿстернĕ. Эпир пурте Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕнче вĕрентĕмĕр. 
1950 çулта çуралнă Розалина халĕ тивĕçлĕ канура. Евгений, çут тĕнчене 1954 çулта килнĕскер, Чăваш ял хуçалăх академийĕнче студентсене ют çĕр-шыв чĕлхине вĕрентет, педагогика наукисен кандидачĕ. Эльвира пенсинче, Крымра пурăнать. Эпĕ хам ЧПУн историпе филологи факультетне вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Именкасси шкулĕнче ачасене истори предметне вĕрентетĕп, тăватă çул хушши кунти коллектива ертсе пытăм. Вăрнарти совхоз-техникума, Чăваш ял хуçалăх академийĕн агрономи факультетне ăнăçлă вĕçленĕ Александр шăллăм çак профессипе ĕçлерĕ, каярах "Досаево”, "Нива” хуçалăхсен ертÿçинче тăрăшрĕ. Анчах кун-çулĕ кĕске пулчĕ, 2004 çулхи августра пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ. Шăпах Александр Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕн çĕнĕ çуртне çĕклеме пулăшу кÿчĕ. Альбина йăмăкăм Вăрнарти совхоз-техникумра агроном дипломне илнĕ, çак районти Ершупуç ял тăрăхĕн администрацийĕнче тăрă-шать. Кĕçĕн шăллăм Илья та Вăрнарти совхоз-техникумра зоотехника вĕренсе тухнă, "Нива” хуçалăхра ĕçлет, тĕп килте, Кăмакалта, пурăнать. 
Пирĕн мăшăрсенчен виççĕшĕ малашнехи пурнăçне вĕрентÿпе воспитани ĕçĕпе çыхăнтарчĕç. Манăн мăшăрăм, Валентина, чылай çул хушши ачасене Именкасси шкулĕнче тăван чĕлхепе литература предметне вĕрентет, кунти краеведени музейĕн ĕçне йĕркелесе пырать. Вера хĕрĕме шăпа асламăшĕн шкулне илсе çитерчĕ, вăл кунта истори тата обществоведени предмечĕсемпе ăс парать. 
Евгений мăшăрĕ, Альбина, Вăрмар районĕнчи Тикешрен. Унăн ашшĕ-амăшĕ те шкулта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Хăй халĕ Сĕнтĕрвăрринчи шкулта вырăс чĕлхипе тата литературипе пĕлÿ парать. Ильинсен ывăлĕ Андрей ЧППУра ĕçлет, ют çĕр-шыв чĕлхисен преподавателĕ пулса тăрăшать. 
Ольга райцентрти "Чебурашка” сад-яслире воспитательте ĕçлет. 
Шкулта вĕреннĕ çулсене, учительсене, кунти ытти ĕçтешсене эпир ырă кăмăлпа аса илетпĕр, аттепе аннене пире çирĕп сывлăх парнеленишĕн, ĕçлеме-вĕренме хăнăхтарнишĕн, йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшса пынишĕн, малашлăхра хавхалантарнишĕн тав тăватпăр. 
Кĕçĕн Шетмĕ шкулне эпĕ 1973 çулта вĕренсе пĕтертĕм. Шкул пĕтернисенчен чылайăшĕ каярах хăйсене килĕшекен професси суйласа илсе юратнă ĕçĕсенче телейне тупрĕ. Пире тĕрлĕ предметсемпе вĕрентнĕ — М. И. Ильина (вырăс чĕлхипе литератури, географи, класс ертÿçи), Ю. Е. Дубров (чăваш, вырăс чĕлхипе литератури, завуч, шкул директорĕ), Б. Н. Дмитриев (истори, физкультура, музыка), И. И. Емельянов (истори, шкул директорĕ), М. В. Васильева, Р. Г. Дуброва, М. И. Кириллова (чăваш чĕлхипе литература), З. П. Семенова (математика), И. М. Михайлов (черчени), З. Н. Парфенова (нимĕç чĕлхи), И. Н. Николаев (нимĕç чĕлхи, ĕç урокĕ), П. С. Игнатьев (рисовани, шкул директорĕ), В. И. Беляева, А. Г. Михайлова, Р. А. Матвеева, А. И. Васильева, А. И. Ильина (пуçламăш классен учителĕсем), ыттисем халĕ те асран тухмаççĕ. Вĕсене манăн "Таймапуç” сăмахăм çеç каламалли юлать.

В.Ильин
Кам хушнă: mixaj_58 | | Теги: Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕ, В.Ильин
Миçе çын пăхнă: 383 | Рейтинг: 5.0/1
Всего комментариев: 0
Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024