Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Категорисем
С. И. Железин асаилĕвĕсем [9] М. А. Александров асаилĕвĕ [1]
Н. Петров асаилĕвĕ (Янмурçин ялĕ) [1] Шетмĕ Михали асаилĕвĕ [1]
Федор Григорьев асаилĕвĕсем [2] Тĕрлĕ асаилÿсем [20]

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Аса илÿсем » Тĕрлĕ асаилÿсем

Манăçми çулсем
17.10.2010, 21:41
Тăван шкул… Нумай çул иртнĕ пулсан та асран тухмасть Красноармейскинче вырнаçнă вăтам шкул. Халĕ вăл Трак чăваш-нимĕç гимназийĕ. 
1955 çул. Хальхи пек ас тăватăп, сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕ сивĕрех çанталăк килнĕччĕ. Ял вĕçĕнчи икĕ хутлă йывăç шкул калитки умне çитсе тăтăм. (Ун чухне шкула аннесем ăсатасси йăлана кĕмен). Вăтанса, именсе шкул умнелле утма хăратăп. Ман патне пĕр çамрăкрах учитель пычĕ те ман ята ыйтрĕ. Эпĕ каларăм .
Çапла эпĕ 1-мĕш "а" класс вĕренекенĕ пулса тăтăм. Пуçламăш класра пире Юлия Петровна Петрова вĕрентнĕ. Вулама, çырма, шутлама вĕрентнисĕр пуçне, пур ĕçе те таса, тирпейлĕ тума хăнăхтаратчĕ. Дина Митрофановна, Еликонида Никитична, Семен Петрович, Валентин Павлович, Нина Степановна учительсем те 1950—1960 çулсенче пуçламăш классенчи ачасене вĕрентнĕ.
Пирĕншĕн, кĕçĕн класри ачасемшĕн, вăл вăхăтра учитель турă вырăнĕнче пулнă. Аслă классене вĕрентекен Г. М. Хрусталева , Е. Стожарова учительсем çине ăмсанса пăхаттăмăр. Вĕсем хитре, кăмăла каймалла тумланатчĕç. Вăл вăхăтра шкул директорĕ Ф. Н. Рекеев , унăн вĕренту енĕпе ĕçлекен çумĕ Л. М. Константинова пулнă. Илемлĕ сăн-питлĕ, çепĕç калаçакан хĕрарăмччĕ. Вăл вырăс чĕлхипе вĕрентнĕ. Федор Николаевича пурте тенĕ пекех ырăпа кăна аса илеççĕ. Вăл физика предметне вĕрентетчĕ. Трак шкулĕ нихăçан та кайри шкулсен хушшинче пулман. Республикăра лайăх шкулсен шутĕнче пулнă. Федор Никифорович Тихонов (рисовани, черчени) лайăх художник, Константин Павлович Архипов (хими, музыка) композитор, Зинаида Николаевна Филиппова (вырăс чĕлхи), Лидия Ивановна Стеклова (вырăс чĕлхи) учительсене халĕ те асăнаççĕ. Çак вăхăтрах шкула çамрăк учительсем килеççĕ: Михаил Ильич Ильин, Елизавета Степановна Николаева. Кĕçех вĕсем хăйсен ĕçĕпе ырă ята тивĕç пулаççĕ.
Шкулта аслă класра вĕренекенсенчен йĕркеленĕ хор (ертÿçи К. П. Архипов), драма кружокĕ (ертÿçи З. Е. Новоселова) шкулта иртекен уявсенче, халăх хушшинче хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă. Шкулти теплицăна кĕрсен тĕлĕнмеллипех тĕлĕнеттĕмĕр. (Таврара ун пек теплица пулман та пулĕ). Унта ачасене М. А. Тимофеева биолог калчасем ÿстерме вĕрентетчĕ. Денис Егоровпа Михаил Ильич ертсе пыракан спортсменсем ăмăртусенче яланах малти вырăнтаччĕ.
1959 çулта шкулăн йывăç çурчĕ вырăнне Ф.Н. Рекеев директор пуçарнипе, вăл ертсе пынипе шкул çуртне кирпĕчрен лартма пуçларĕç. Ăна виçĕ çултан хăпартса лартрĕç. Пĕтĕм ĕçе ачасен тата учительсен вăйĕпе пурнăçланă. Каменщиксем те, штукатурсем те, платниксем те аслă классенче вĕренекен ачасем. Вĕсене ертсе, вĕрентсе пыраканĕсем аслисем икĕ-виçĕ çын кăна пулнă.
Шкул пурнăçĕ питĕ интереслĕччĕ. Фаина Михайловна пионервожатăй ташăсем вĕрентетчĕ. Ун хыççăн аслă пионервожатăйра Валентина Харитоновна Харитонова ĕçлеме пуçларĕ. Совет Союзĕн Геройĕпе Ф. Н. Орловпа тĕл пулни, "Россия" колхоз фермине курма çуранах кайни, ялсенче концертсем лартни, шкулти кроликсене пăхни, кĕркуннехи каникулсенче кĕл, тислĕк пухни, халăх хушшинче кĕнеке сарни, октябреноксен вожатăйĕ пулса вĕсемпе ĕçлени тата ытти те, анчах иртнĕ мероприятисем пек куç умне тухса тăраççĕ.
Çиччĕмĕш класс пĕтернĕ хыççăн 1962 çулта çемьепе Çĕрпÿ хулине куçса каймалла пулчĕ.
1966 çулта вун пĕрмĕш класс пĕтернĕ хыççăн тăван яла каялла таврăнтăм. Хам вĕреннĕ шкулта аслă пионервожатăй пулса ĕçлеме тÿр килчĕ. 13 çул хушши çак çăмăл мар, анчах та питĕ пархатарлă та интереслĕ ĕçре пĕтĕм вăя хурса, вăхăта шеллемесĕр ĕçлерĕм. Ун чухне шкул директорĕнче И. Ф. Филиппов , вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен çумĕнче Е. Н. Григорьева вăй хуратчĕç. Вĕсем мана лайăх кăмăлпа кĕтсе илчĕç, ĕçре вĕрентсе, пулăшса пычĕç. Уншăн эпĕ вĕсене яланах ырăпа асăнса тав сăмахĕ калатăп.
Эпĕ килнĕ хыççăн шкулта çĕнĕ мероприятисем ирттерме пуçларăмăр. "Ылтăн кĕркунне" савăнăçлă уява кĕрхи ĕçсене пĕтерсен ирттереттĕмĕрччĕ. Çуллахи вăхăтра шкул пахчинче, колхозра лайăх ĕçленĕ ачасене палăртса парнесем параттăмăр. Аслă классенче вĕренекенсемпе КВНсем, "А ну-ка, девушки!", "А ну-ка, парни!", классен хушшинчи ăмăртусем пулса иртетчĕç. "Халăхсен хушшинчи туслăх" фестивальсене ирттерме ачасем икĕ- виçĕ уйăх хатĕрленетчĕç, тăванла республикăсен юрри-ташшисене вĕрентетчĕç, костюмсене çĕлетчĕç. Пионерсен отрячĕсем хушшинче иртекен "Зарница" вăйăсене ачасем питĕ кĕтетчĕç. Майăн 19-мĕшĕнче пионерсен, вĕрену çулĕ вĕçленсен туристсен слечĕсем ирттересси йăлана кĕнĕччĕ. Çĕнĕ çул каçĕ çитессе ачасем питĕ кĕтнĕ. Шкулта ĕç вĕресе тăнă. Маскарад костюмĕсене, тĕрлĕ теттесене хатĕрленĕ. Лайăх ÿкерекенсем тĕрлĕ тĕслĕ çăлтăрсем ăсталатчĕç. Шкула кĕрсен юмах керменне кĕнĕ пек туйăнатчĕ. Çак ĕçсене туса ирттерме класс руководителĕсем пулăшса пыратчĕç. Уйрăмах И. П. Прохорова, М. Ф. Ильина, И. Ф. Федотова, А. А. Силова, Е. Ф. Железина класс ертÿçисене асăнас килет. Вĕсем яланах мана ăнланатчĕç, кирлĕ çĕрте вĕрентетчĕç.
Шкул библиотекарĕпе Е. А. Александровапа питĕ тачă çыхăнса ĕçленĕ. "Ача-пăча кĕнекисен эрни", "Кайăксен кунĕ" мероприятисене тĕплĕн хатĕрленсе ирттернĕ. Кашни çулах урăхларах, интереслĕрех ирттерме тăрăшнă.
Шкулти пионерсен хорĕ çинчен асăнмасăр май çук. Унăн ертуçи малтан М. К. Репина, унтан Н. Ф Филимонов пулнă. Хора çÿрекенсен йышĕ 50—60 пионертан та иртетчĕ. Районта иртекен смотрсенче яланах 1-мĕш вырăн йышăннă. Шкул учителĕсен хорĕ çинчен ырăпа çеç асăнмалла. Вăл районта кăна мар, республикăри тĕрлĕ смотрсенче те пĕрре кăна мар палăрнă.
Çак шкул вĕренекенĕ пулнăшăн, кунта ĕçлеме тÿр килнĕшĕн савăнатăп, мухтанатăп.
Трак чăваш-нимĕç гимназийĕ 120 çул тултарать. Тата малашне те çитес юбилейсене сумлă çитĕнÿсемпе кĕтсе илме ырлăх-сывлăх сунатăп.

Ку шкулта вĕреннĕ тата ĕçленĕ ветеран-педагог В. С. Антонова
Кам хушнă: mixaj_58 |
Миçе çын пăхнă: 395 | Рейтинг: 5.0/1
Всего комментариев: 0
Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024