Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Категорисем
С. И. Железин асаилĕвĕсем [9] М. А. Александров асаилĕвĕ [1]
Н. Петров асаилĕвĕ (Янмурçин ялĕ) [1] Шетмĕ Михали асаилĕвĕ [1]
Федор Григорьев асаилĕвĕсем [2] Тĕрлĕ асаилÿсем [20]

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 93

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Аса илÿсем » Тĕрлĕ асаилÿсем

"Манăн калас сăмахăм" (И.И.Пашкеева)
30.04.2011, 12:47
Аяларах ЧАССР тата РСФСР тава тивĕçлĕ врачĕ И.И.Пашкеева Красноармейски район больницине уçнăранпа 75 çул çитнине паллă тунă чухне калама хатĕрленĕ сăмаха пичетлетпĕр. 

"Манăн калас сăмахăм"
Хисеплĕ ĕçтешсем тата чĕннĕ çынсем! 
Красноармейски район больницине уçнăранпа 75 çул çитнĕ ятпа саламлатăп. Пурне те 100 çул пурăнма, юбилее лайăх кăтартусемпе кĕтсе илме, ялан çирĕп сывлăхлă пулма, хурлăхпа чир-чĕре пĕлмесĕр пурăнма, çемьере телей, ăнăçу, халăх сывлăхне сыхлас ĕçре, мирпе çĕр çинчи телейшĕн кĕрешме ăнăçусем сунатăп. 
75 çул — историшĕн пысăк вăхăт мар, 53 çул манăн ĕçре пĕр самантрах иртсе кайрĕ. Мĕн кăна курмарăм пулĕ: пĕртен пĕр пассажир пулса 1955 çулхи августăн 15-мĕшĕнче Шупашкар-Красноармейски автобусăн пĕрремĕш рейсĕпе килтĕм, 1955 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче ĕçе кÿлĕнтĕм. 
1957 çулта райсовет ĕçтăвкомĕн ларăвĕнче Красноармейски тĕп больницин тĕп врачĕн сиплев енĕпе ĕçлекен çумне çирĕплетрĕç. 
Пĕтĕм пурнăç — истори. Эпĕ ахаль çемьерен тухнă. Чи лайăх паллăсемпе Хусанти медицина институтĕнчен вĕренсе тухрăм, Куславккара, Кÿкеçре, Çĕрпÿре ĕç сĕнчĕç пулсан та, яллă вырăнта вăй хутăм. Республикăри сывлăха сыхлас ĕçе хамăн пурнăçа патăм, ĕçтешсем пулăшнипе ÿсĕмсем турăм. Сывлăха сыхлас ĕç министрĕнчен пĕрремĕш тава 4 çултан илтĕм, тепĕр 5 çултан ЧАССР Аслă Канашĕн Хисеп грамотине пачĕç, тепĕр 11 çултан иккĕмĕш Хисеп грамотине, 14 çултан "ЧАССР тава тивĕçлĕ врачĕ” ята, 1976 çулта Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне, 30 çултан вара "РСФСР тава тивĕçлĕ врачĕ” ята тивĕçрĕм, ЧАССР Ĕç Мухтавĕн Кĕнекине кĕртрĕç тата ытти наградăсемпе чысларĕç. 
Ю. А. Князевăн "Перекличка” кĕнекинчи "Дело, которому служишь” статйине кĕме тивĕçрĕм: унта виçĕ ача çуралнин тĕслĕхĕсене тата Супар ялĕнчи хĕрарăма матка çурăлнă хыççăн килте операци ирттернине çырса панăччĕ. 
1984 çулта пирĕн райбольница никĕсĕ çинче Красноармейски районĕнче акушерпа гинекологи службин ĕçне йĕркелемелли опытпа паллаштарма канашлу ирттерчĕç. 
Эпир пĕтĕмпех хамăр ĕçпе тунă: хĕрарăмсене профосмотр тăратассине йĕркелештертĕмĕр, ракпа чирлессине пĕчĕклетрĕмĕр, амăшĕ вилнĕ тĕслĕхсене пĕтертĕмĕр, ача вилĕ çуралассине тата тин çуралнă ачасем вилессине чакартăмăр, амăшĕсене малтанхи вăхăтра пăхса тăрассине ÿстерме пултартăмăр. Ленинград врачĕсен опытне тĕпе хурса, ача çуратма хатĕрленекен амăшĕсене уйрăм картăсем парассине йĕркене кĕртрĕмĕр. Пурнăç хĕрарăмсем хушшинче ытларах ĕçлеме ыйтатчĕ. 
Вырăна тухса поликлиникăсен ĕçне йĕркеленĕ, лекцисем вуланă, райбольницăри художество пултарулăх коллективĕн членĕсене явăçтарса ыйтусемпе хуравсен каçĕсем ирттернĕ. 
Аслă ăрăва çăмăл килменнине çамрăксен пĕлмеллех. 
Вăл çулсенче 33 пин çын валли 85 койкăлăх икĕ больница ĕçленĕ (Красноармейскинче — 50, Мăн Шетмĕре 35 койка-вырăнлăх). Стационар çуртĕнче кăмака хутнă, пÿлĕмсене керосин лампипе çутатнă, операцисене те керосин лампин çутипех ирттернĕ. Çуртăн пĕр енче ача çуратмалли уйрăм йышăннă (4 палатăра 3-шер койка пулнă). Ача çуратмалли уйрăмра тонометр та пулман. Юна нÿхрепре упранă, çăраççи вара Васнар ялĕнче пурăнакан завхозра упраннă. Медицина пулăшăвне виçĕ акушеркăпа 3 санитарка панă, вĕсем сывлăха сыхлас ĕç "маякĕсем” шутланнă. Амбулатори хальхи аптека вырăнĕнчи пурăнмалли çуртра вырнаçнă, унта хирург, ÿт-тир чирĕсен врачĕн, акушер-гинеколог, педиатр, терапевт, окулист пÿлĕмĕсем тата регистратура вырнаçнă. 
Райбольница стационарĕсемпе амбулаторийĕсенче 7 врач, çав шутра 2-шĕ — Мăн Шетмĕре, 5-шĕ — районти тĕп больницăра: тĕп врач, хирург В. Н. Еренюк, терапевт тата окулист Е. С. Максименко, педиатр З. В. Медведева, рентгенолог А. А. Александров тата акушер-гинекологра эпĕ (манăн 6 енпе медицина пулăшăвĕ памаллаччĕ) ĕçленĕ. Медицина пулăшăвĕ парасси, тĕпрен илсен, вăтам сыпăкри медицина работникĕсем çине тиенетчĕ, сиплев учрежденийĕсенче 32 фельдшер, 14 акушерка тата трахома чирĕпе кĕрешекен 46 сестра ĕçленĕ. Аслă тата çамрăк ăрурисем ялти сывлăха сыхлас ĕçе хăйсен пурнăçне, пĕлĕвне панă. Медицина ĕçченĕсем, çарти салтаксем пекех, кирек хăш вăхăтра та хăйсене кĕтнĕ çĕре çитнĕ. 
Вăл вăхăтра районта халăхăн санитари тĕлĕшĕнчи пĕлÿсĕрлĕхне тата пурлăх тĕлĕшĕнчи йывăрлăхсене пула трахома (4913 çын чирленĕ), туберкулез, вар-хырăм тифĕн эпидемийĕ хуçаланнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 50—60-мĕш çулĕсенче хура пÿртсем пулнă, фельдшер пункчĕсемпе нимĕнле çыхăну — телефон та, çулсем те пулман. Хĕрарăмсен 45 проценчĕ ача çуратнă чухне стационарта нимĕнле пулăшу та илмен, ачасем вилеслĕхĕ пысăк пулнă —1000 ача пуçне 48—50-шĕ вилнĕ, вĕсем килте вилеслĕхĕ 80 процента та çитнĕ. 1965 çул тĕлне ача çуратакан хĕрарăмсене 100 проценчĕпех медицина пулăшăвĕ кÿме тытăннă. 
Пурлăхпа йăла тата ĕç условийĕсем йывăррине пула врачсем улшăнсах тăнă. Эпĕ ĕçленĕ çур ĕмĕр хушшиче кунта тĕрлĕ специальноçлă 100-е яхăн врач килсе тухса кайнă, вĕсем хушшинче гинеколог пулман, юлнисен вара ыттисемшĕн те вăй хума тивнĕ. Коллектив туслă пулнă: васкавлă пулăшу пама врачсем те, медсестрасем те хутшăннă. 1957 çулта эпир тĕп врачпа акушер-гинекологсен I сăездне кайнăччĕ, çав вăхăтра илсе пынă чирлĕ хĕрарăма Е. С. Максименко терапевт операци туса çăлса хăварнă. Юн кирлĕ чухне юн панă. 
1957 çулта хирургпа терапевт тухса кайрĕç, васкавлă хирурги пулăшăвĕ парасси юлнă врачсем çине тиенчĕ. Йывăр тĕслĕхсем аса килеççĕ — чирлĕ миçе çынна хăрушă вилĕм аллинчен туртса илмерĕмĕр-ши? 
1974 çулта Л. И. Копылова, 1977 çулта В. И. Петров килчĕç, эпĕ вара хирурги службин ĕçне хутшăнма пăрахрăм. Хальхи вăхăтра "шыв-шур, çулсăрлăх” ăнлавсене мантăмăр. Кĕперсене çурхи шывсем илсе кайни те сахал мар пулнă — çавăнпах куçарма юраман чирлисене вырăнтах пулăшу пама тивнĕ. Пĕр тĕслĕх: 1966 çулта ку сăлтава пула Супар ялĕнчи пĕр хĕрарăма килтех операци тума лекрĕ — ăна çăлса хăвартăмăр. Криминаллă абортсем те нумай пулнă, вĕсене пула хĕрарăмсем те вилнĕ. 
Районти сывлăха сыхлас ĕçе лайăхлатас тĕллевпе мĕн пур вăя тĕп 5 задачăна татса пама янă:
1. Ялти сывлăха сыхлас ĕçе I тата II вунă çуллăхсенче улăштарса çĕнетесси. 
2. Сиплев учрежденийĕсене квалификациллĕ кадрсемпе тивĕçтересси.
3. Пурлăхпа техника никĕсне лайăхлатасси. 
4. Халăх хушшинчи профилактика ĕçне вăйлатасси.
5. Фельдшер пункчĕсемпе фельдшерпа акушер пункчĕсене телефон кĕртесси. 
Мĕн туни сире паллă. Халĕ эсир лайăх условисенче ĕçлетĕр, çĕнĕ аппаратура, телефонăн çирĕп çыхăнăвĕ, лайăх çулсем пур, васкавлă медицина пулăшăвĕн, реанимаци уйрăмĕсем, функциаллă диагностика, ФГДС пÿлĕмĕсем ĕçлеççĕ, вĕсенче опытлă специалистсем вăй хураççĕ. 
Эпĕ тата манăн ĕçтешсем Чăваш ен правительствипе сывлăха сыхлас ĕç министерствине республикăри медицина службине тивĕçлĕ шая çĕкленĕшĕн тав тăватпăр. Эпир çакăнпа мухтанатпăр. 
Ĕçлеме мĕн пур условисем туса хунă чухне малаллах талпăнăр. Сирĕн камран тĕслĕх илмелли пур. Çав хушăрах ĕçри унчченхи мелсене те ан манăр, вĕсем пурлăх енĕпе тăкаксем ыйтмаççĕ, нимĕнле нанотехнологи те çынпа уççăн калаçнине улăштарас çук. Эпир, медиксем, çĕр çинчи чи мирлĕ професси çыннисем, çынсен сывлăхĕпе пурнă-çĕшĕн пыракан кĕрешÿре ялан малта пыма тивĕç. 
Хаклă ĕçтешсем, чĕннĕ çынсем, сире пулăшушăн тав. Йывăр пулсан та, хамран мĕн килнине тума пултартăм эпĕ. Манăн ÿсĕмсенче сирĕн тÿпе те пур. Эпĕ сирĕн пек çынсемпе ĕçлеме тÿр килнĕшĕн шăпама тав тăватăп. 
Пурне те тепĕр хут уяв ячĕпе, районти тĕп больницăна уçнăранпа 75 çул çитнĕ ятпа ăшшăн саламлатăп. Яланах ÿсĕмпе телей, сывлăх пултăр. Районти медработниксен коллективĕ халăхăн сывлăхне сыхлас ĕçре çĕнĕ çитĕнÿсем тăвасса шансах тăратăп.
Кам хушнă: mixaj_58 |
Миçе çын пăхнă: 496 | Рейтинг: 5.0/1
Всего комментариев: 0
Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024