Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Категорисем
С. И. Железин асаилĕвĕсем [9] М. А. Александров асаилĕвĕ [1]
Н. Петров асаилĕвĕ (Янмурçин ялĕ) [1] Шетмĕ Михали асаилĕвĕ [1]
Федор Григорьев асаилĕвĕсем [2] Тĕрлĕ асаилÿсем [20]

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 93

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Аса илÿсем » Тĕрлĕ асаилÿсем

Вĕсем районти паллă хуçалăхсене ертсе пынă
31.10.2012, 22:15
Сăн ÿкерчĕкре эсир ял хуçалăх производствин ветеранĕсене куратăр. Вĕсем виççĕшĕ те — (сулахайран сылтăмалла) Н. М. Матвеев, А. А. Андреев тата Ю. О. Осипов — хăй вăхăтĕнче тĕрлĕ хуçалăхсене ертсе пынă. 
Н. Матвеев, акă, çĕнĕ выççăлккăсем. Халĕ 78 çулта пырать. Ученăй агроном, Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнче вĕреннĕ. Тракторист, хуçалăх заведующийĕ, бригадир, агроном, "Герой” колхоз председателĕн çумĕнче, председательте чылай çул вăй хунă. Тивĕçлĕ канăва тухсан, Чатукассинчи Ф. М. Лукин музей директорĕнче тимленĕ. Ĕçри хастарлăхшăн Николай Матвеевича Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăланă, 2003 çулта "Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” хисеплĕ ят панă. 
Паян та алă усса лармасть вăл. Нумаях пулмасть Н. М. Матвеева ветеран-аграрниксен районти уйрăмĕн правлени членĕ пулма суйларĕç. 
А. Андреев — яманаксем. Николай Матвеевичран темиçе уйăх çеç аслăрах. Специальноçĕпе — техник-механик. 1976 çулта Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумĕнчен вĕренсе тухнă Агафон Андреевич. Тракторист, трактор бригадин бригадирĕ пулнă. "Красное Сормово” колхозра тĕп инженерта, 1973—1997 çулсенче председательте вăй хунă. Ăна "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ” хисеплĕ ят панă. 
Ю. Осипов — красноармейскисем, 1937 çулхи майăн 16-мĕшĕнче çуралнă. Шкул хыççăн Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнчен (1960 çулта) вĕренсе тухнă. Направленипе 5 çул Мордва Республикинче ĕçленĕ. Унтан Елчĕк районĕнчи ял хуçалăх управленийĕнче аслă агрономра, тĕп агрономра, "Сельхозхими” пĕрлешÿ председателĕнче тимленĕ, пĕр вăхăт парти райкомĕн ял хуçалăх пайĕн заведующийĕ пулнă. 1984 çултан пурнăçне хамăр районпа çыхăнтарнă: 10 çул "Красноармейский” совхоз директорĕнче вăй хунă. Тивĕçлĕ канăва Юрий Осипович район администрацийĕн экономика пайĕнче ĕçлесе тухнă. Тăрăшулăхшăн Ю. О. Осипова "Хисеп палли” орденпа, "Ĕçри хастарлăхшăн. В. И. Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ май”, "Ĕç ветеранĕ”, çĕр-шывăн Халăх Хуçалăх Çитĕнĕвĕсен Куравĕн ылтăн тата кĕмĕл медалĕсемпе чысланă. 
Çирĕм-çирĕм пилĕк çул каялла тунă сăн ÿкерчĕке алла татах илетĕп. Унтан ăшă кăмăллă çынсем тинкереççĕ. Виççĕшĕ те пурнăçне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнă, ертÿçĕре те тар тăкнă. Унтанпа шыв-шур нумай юхрĕ. Вĕсем халĕ — тивĕçлĕ канура. Апла пулин те чун-чĕри вĕри-ха вĕсен: халăх хушшинче ытларах пулма тăрăшаççĕ, тĕрлĕ хутшăнусенче тата район хаçачĕ урлă та тăван Трак ен пурнăçĕпе интересленме, кирлĕ пулсан, сĕнÿ-канаш пама вăхăт тупаççĕ. Ялан çапла пултăр!

Виктор Данилов ("Ял пурнăçĕ")
Кам хушнă: mixaj_58 |
Миçе çын пăхнă: 343 | Рейтинг: 5.0/1
Всего комментариев: 0
Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024