Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2009 » Чÿк » 19
Сăн ÿкерчĕк
Красноармейски иккĕмĕш шкулĕнче чăвашсен кăвар чĕреллĕ поэчĕ Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 110 çул çитнине чыслăн уявларĕç. Уяв шкул дирекцийĕ çирĕплетнĕ ятарлă план тăрăх пулса пычĕ. Чи малтанах чăваш чĕлхи тата литератури вĕрентекенсем кашни класрах Çеçпĕл Мишши пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне халалланă мультимедиллĕ урок презентацисем ирттерчĕç. Уроксенче вĕрентекенсем Çеçпĕл Мишшин тĕрлĕ енлĕ пултарулăхне туллин çутатса пама тăрăшрĕç, чăваш поэзине çĕнĕ сĕм кĕртнĕ йыхравçă çыравçăн кун-çулне тĕплĕн тишкерчĕç, ачасен кăмăл-сипетне поэтăн асап-нушаллă пурнăçĕн тĕслĕхĕпе витĕм кÿме май тупрĕç. 
  Уйрăмах класс тулашĕнче чылай ĕç туса ирттерчĕç вĕрентекенсемпе вĕренекенсем. Хамăр районта иртекен "Çеçпĕл - пирĕн чĕрере" сочиненисен конкурсне хутшăнса ачасем килте сочиненисем хайларĕç. Вĕсенчен чи лайăххисене с ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 769 | Хăçан хушнă: 19.11.2009 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
1. Пĕтĕмĕшле йĕрке
 Красноармейски районĕнчи Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн правленийĕ йышăнăвĕпе тата район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн информаципе методика центрĕ çумĕнчи творчествăлла ĕçлекен чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен ушкăнĕн ĕç планĕпе килĕшÿллĕн Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ иртет.
2. Конкурс тĕллевĕсем
• Красноармейски районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине чыслăн паллă тăвасси; 
• Районти шкулсенче вĕренекен ачасен литература пултарулăхне аталантарасси; 
• Литература енне туртăнакан талантлă ачасене тупса палăртасси.
3. Конкурса хутшăнакансем
Конкурса хутшăнакансем Красноармейски районĕнчи шкулсенче 1-11 классенче вĕренекенсем тата хушма пĕлÿ паракан вĕрентÿ учрежденийĕсенчи ачасем пулаççĕ.
4. Конкурса йĕркелесе ирттересси тат ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 700 | Хăçан хушнă: 19.11.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Чÿк 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
30

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024