Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2009 » Чÿк » 13
Сăн ÿкерчĕк
Роза ГОРШКОВА, Чатукасси тĕп шкулĕн вĕрентекенĕ, аслă вожатăйĕ. 

Тĕнчене тасатрĕ ирĕк вут-кăварĕ,
Çут тĕнче çуталчĕ, иртрĕ авалхи.
Тĕттĕмĕ тĕп пулчĕ,
Тин ирĕке тухрĕ тĕп чăваш чĕлхи.

Хăватлă, янăравлă, çĕкленÿллĕ илтĕнеççĕ çак йĕркесем! Мĕн тери тарăн шухăш пытаннă вĕсенче! Пултаруллă çыравçă кăна шăрçалама пултарнă çак сăвва. Чÿк уйăхĕнче Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 110 çул çитнине паллă тăватпăр. Шел те, кăвар чĕреллĕ поэт 22 çул кăна пурăннă, çапах хăй хыççăн вăл вилĕмсĕр йĕр хăварнă. Ун хайлавĕсем Чăваш Енре кăна янăрамаççĕ, ют çĕршывсенче те вулаççĕ вĕсене. 

Çак уяв тĕлне Красноармейски районĕнчи Чатукасси шкулĕнче Çеçпĕл эрни иртрĕ. Кашни кун тĕрлĕ ĕçе кÿлĕнчĕç ачасем. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Р.И. Яковлева 5-7-мĕш классенче ăс пухакансемпе Çеçпĕл Мишши çуралса ÿснĕ тăрăхне çул тытрĕ. Вĕсем Канаш районĕнчи Çеçпĕл ялĕнчи музейре пулса ăс кутамккине пуянлатрĕç. Çул çÿрев ачасен кăмăлне кайнă. Юн кун шкулта "Çеçпĕл Мишши ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 775 | Хăçан хушнă: 13.11.2009 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕн Р.Кондратьева ертсе пыракан ĕç ушкăнĕ иртнĕ ытлари кун Красноармейски районне çитсе "ВОЛИТ” фермер хуçалăхĕнче вăй хуракансемпе, "Чесла” ООО коллективĕпе тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе, ветерансен организацийĕсен представителĕсемпе тĕл пулчĕ.

Тĕллевлĕ калаçу

Мăн Шетмĕсем тĕл пулăва йышлăн пухăнчĕç. Асăннă мероприятие район пуçлăхĕн çумĕ Н.Антонов, Пенси фончĕн управленийĕн пуçлăхĕ А.Петрова, ял тăрăхне, фермер хуçалăхне ертсе пыракан А.Федоров тата Валерипе Тамара Петровсем хутшăнчĕç.

РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕн управляющийĕ Р.Кондратьева хăйĕн сăмахне çитес çул ĕçе кĕрекен çĕнĕлĕхсенчен пуçларĕ. Вĕсенчен пĕри - валоризаци. Совет саманинче пухнă пенси капиталне хаклани хуçалăхра вăй хуракансене интереслентерни ахальтен мар. Вĕсенчен чылайăшĕ çав тапхăрта стаж самаях пухнă. Тепĕр 4-5 çултан тивĕçлĕ канăва тухмалли ÿсĕмри çынсем те пур йышра. "Валоризаци паянхи пенсионерсене кăна мар, хальхи вăй питти ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 637 | Хăçан хушнă: 13.11.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Чÿк 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
30

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024