Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 93

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2009 » Чÿк » 13 » Телейлĕ ватлăх пирки çамрăклах шухăшламалла
Телейлĕ ватлăх пирки çамрăклах шухăшламалла
19:00
Сăн ÿкерчĕк
РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕн Р.Кондратьева ертсе пыракан ĕç ушкăнĕ иртнĕ ытлари кун Красноармейски районне çитсе "ВОЛИТ” фермер хуçалăхĕнче вăй хуракансемпе, "Чесла” ООО коллективĕпе тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе, ветерансен организацийĕсен представителĕсемпе тĕл пулчĕ.

Тĕллевлĕ калаçу

Мăн Шетмĕсем тĕл пулăва йышлăн пухăнчĕç. Асăннă мероприятие район пуçлăхĕн çумĕ Н.Антонов, Пенси фончĕн управленийĕн пуçлăхĕ А.Петрова, ял тăрăхне, фермер хуçалăхне ертсе пыракан А.Федоров тата Валерипе Тамара Петровсем хутшăнчĕç.

РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕн управляющийĕ Р.Кондратьева хăйĕн сăмахне çитес çул ĕçе кĕрекен çĕнĕлĕхсенчен пуçларĕ. Вĕсенчен пĕри - валоризаци. Совет саманинче пухнă пенси капиталне хаклани хуçалăхра вăй хуракансене интереслентерни ахальтен мар. Вĕсенчен чылайăшĕ çав тапхăрта стаж самаях пухнă. Тепĕр 4-5 çултан тивĕçлĕ канăва тухмалли ÿсĕмри çынсем те пур йышра. "Валоризаци паянхи пенсионерсене кăна мар, хальхи вăй питти халăха та пырса тивет, - ăнлантарчĕ Роза Алексеевна, - 1991 çулчченхи стажăн кашни çулĕшĕн çитес çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен - 1-ер, 2002 çулчченхи тапхăршăн 10% хушса тÿлеме тытăнаççĕ. Пенсие тухма халиччен 40 çул ĕçленине кăна тĕпе хунă тăк çĕнĕ йĕрке тăрăх стажа чикĕлемеççĕ. Çавăнпа та ăна çирĕплетекен документсене пенси органĕсене çитермелле”. 

Халĕ пенси виçи страховани взносĕ хывнипе ытларах çыхăннă. Малашне ĕç стажĕшĕн те хавхалантараççĕ. Пенсин база пайĕн çирĕплетнĕ виçине тивĕçме арçынсен - 30, хĕрарăмсен 25 çул кирлĕ пулать. Палăртнинчен ытларах стаж пухнисене кашни çулталăкшăн 6% хушса тÿлеççĕ, кăтарту сахалрах тăк çав виçене 3% чакарма пултараççĕ. Çĕнĕлĕх 2036 çулта пурнăçа кĕмелле.

Пĕчĕк пенси илекенсене çитес çултан социаллă тÿлевпе тивĕçтерессипе те интересленчĕç. Унăн ирĕкĕпе усă куракансем - патшалăх тÿлевне тата ытти çăмăллăха пĕрле шутласан республикăра пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен /çитес çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен ку хисеп 3910 тенкĕпе танлашмалла/ сахалрах тупăшлă пенсионерсем, ĕçлеме пултараслăха çухатнин степеньне палăртман виççĕмĕш ушкăн инваличĕсем, тăрантарса пурăнакансăр юлнипе патшалăх тÿлевне илекенсем.

Çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртсен пенси шайĕ чылай ÿсмелле. Кăçал ăна тапхăрăн-тапхăрăн пысăклатнă. Çитес уйăхăн 1-мĕшĕнче база пайĕ кашни çыннăн 612 тенкĕ пысăкланмалла /80 çултан иртнисен, пĕрремĕш ушкăн инваличĕсен, тепĕр çын шучĕпе пурăнакан пуррисен тата ытларах/. Çапла вара вăтам ĕç пенсийĕ çулталăк вĕçленнĕ тĕле республикăра 5813 тенке çитмелле. Валоризаци йĕркипе çитес çул тата 20-22 % пысăкланмалла.

Тепĕр çĕнĕлĕх - пенсин страховани тытăмне аталантарасси. 2010 çултан пĕрлехи социаллă налук вырăнне страховани взносĕ Пенси фондне тÿрех куçать. Хăш-пĕр организаци халиччен ку енĕпе çăмăллăх илнĕ тĕк тарифсене пĕр пек çирĕплетеççĕ. Урăхла каласан пенсин страховани тытăмĕнче ирĕксем танлашаççĕ. 

Пенси фончĕн тивĕçĕсенчен тепри - иккĕмĕш е ун хыççăнхи ачана çуратакан /усрава илекен/ çемьесене амăшĕн капиталĕн сертификатне пани. Халиччен 15 пин ытла çын илнĕ ăна.

Çурт-йĕр çавăрма кредита кĕнĕ çынсене парăма саплаштармашкăн финанс кризисĕн условийĕсене тĕпе хурса амăшĕн капиталĕпе маларах усă курма ирĕк панă. Кăçал ăна ыйтса 2019 çын заявлени çырнă. Вĕсене валли 545 млн тенкĕ уйăрнă. Халĕ амăшĕн капиталĕ шучĕпе /ача 3 çул тултарнă май/ çурт-йĕр çĕклеме, ывăл-хĕре пĕлÿ пама, амăшĕн пулас пенсийĕн капиталне пуянлатма юрать. 

РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн ертÿçи А.Петрова патшалăх софинансированийĕн программине хутшăнма, пенси капиталне инвестицилемешкĕн хывма сĕнчĕ.

Сăмах май, Красноармейскисем пенси тытăмĕнчи çĕнĕлĕхсене халăха ăнлантарас енĕпе паха опыт пухнă. Ялсенчи вулавăшсенче консультацин 15 пунктне уçнă. Р.Кондратьева управляющи палăртнă тăрăх, пилотлă чылай проекта кунта тĕрĕслесе пăхаççĕ. 

"Патшалăх хăйĕн çыннисене тивĕçлĕ ватлăх туса памашкăн манмасть. Анчах хамăрăн та пулас пенси пирки халех шухăшламалла, - палăртрĕ Альбина Валерьяновна софинансировани программи пирки сăмах пуçарнă май. - Çулталăкра эсир 2 пин тенкĕ хыватăр, патшалăх та 2 пин уйăрать. 12 пин тенкĕ тĕк - пулăшу та çавăн чухлех.

Унта хутшăнакансенчен хăшĕ-пĕри взноса тÿлемен-ха. Çавăнпа та çулталăк вĕçлениччен ăна куçармаллах. Унсăрăн софинансировани программипе усă кураймастăр. "Паян пенсие тухрăм-ха, виçи мĕн чухлĕ пулать-ши? - кăсăкланать чылайăшĕ. - Мĕн чухлĕ пуласси вара хамăртан килет”.

Тĕл пулăва хутшăннисем çак йĕркепе ниçта та ĕçлемен кил хуçи хĕрарăмĕсене те усă курма сĕнчĕç. Вĕсен ячĕпе Пенси фондне страховани взносĕ хывакан çук вĕт, апла тăк яваплăх хăйсенех пырса тивет.

"ВОЛИТра”, "Чесла” ОООра ирттернĕ тĕл пулусенче çынсем пенсипе çыхăннă ыйтусене нумай пачĕç. Пĕрремĕшĕнче пенси капиталне хаклассипе ытларах интересленчĕç тĕк - иккĕмĕшĕнче /унта çамрăк хĕрарăмсем йышлă/ амăшĕн капиталĕпе кăсăкланчĕç. Республикăри уйрăмăн пенси тÿлевĕн тата граждансене йышăнакан пайĕсен пуçлăхĕсем С.Николаевпа И.Петрова кашни çынна уйрăммăн вĕсен пенси ирĕкне конвертацилемелли информаци никĕсĕпе паллаштарчĕç. Стажа тата шалăва тĕпе хурса пулас пенси виçине малтанласа палăртрĕç, хушма документсене пухса çитерме сĕнчĕç.

"Пирĕншĕн те, халăхшăн та усăллă”

Çакăн йышши тĕл пулусене пенси тытăмĕнче вăй хуракансем пысăка хурса хаклаççĕ. "Пенси фончĕн тĕллевĕ - патшалăх йышăнакан саккунсене, нумай хушупа йышăнăва, çĕнĕлĕхсене халăха ăнлантарса парасси. Аякри ялсенче пурăнакансене, тĕрлĕ сăлтава пула хăйсен ыйтăвĕсене татса пама Пенси фончĕн органне çитейменнисене пулăшас тесе кашни уйăхра вырăна тухса граждансене йышăнатпăр. Çĕнĕлĕхсемпе вĕсем вăхăтра усă курма пултарччăр тетпĕр. Ку хутĕнче, акă, Трак тăрăхне килтĕмĕр, ĕç коллективĕсенче çынсемпе курнăçрăмăр, управленире ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе, ветерансен организацийĕсен представителĕсемпе, социаллă тытăм ĕçченĕсемпе "çавра сĕтел” хушшине ларса калаçрăмăр, - тет Р.Кондратьева. - Асăннă мероприятисем пирĕншĕн те, халăхшăн та усăллă иртрĕç. "ВОЛИТра” вăй питти халăхпа - çывăх вăхăтра пенсие тухмаллискерсемпе - курнăçрăмăр. Вĕсене конвертаци ыйтăвĕ ытларах интереслентерчĕ. Пирĕн специалистсем тĕплĕн ăнлантарса пачĕç. Хăшĕсене уйрăм тапхăрта çĕршыври ĕç укçипе хăйсен вăтам шалăвĕн шайлашăвĕн коэффициенчĕ пĕчĕк пулнипе тупăш ытларах пулнă вăхăтри справкăсене илме сĕнчĕç”.

Р.Кондратьева вырăнти хуçалăх ертÿçисем пенси саккунĕсене аван пĕлнине уйрăммăн палăртрĕ. Кунти халăх патшалăх софинансированийĕн программине хутшăннине ырларĕ вăл.

"Çавра сĕтел” хушшинчи калаçусем ырă çимĕç кÿмеллех. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем тĕл пулура ăша хывнă пĕлÿ-хăнăхăва халăха ăнлантарса пама пуçаруллă хутшăнасса шанас килет. Вĕсен ыйтăвĕсем те çынсен пурнăçне лайăхлатассипе çыхăннă: валоризаци ирттерме çĕршыв укçа çитерессине, социаллă учреждение юсама Пенси фончĕ пулăшма пултарассине, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисемпе инваличĕсене хваттерпе тивĕçтермелли йĕркене /ку ыйту асăннă тытăма пырса тивмест пулин те/ уçăмлатасшăн пулчĕç.
Миçе çын пăхнă: 640 | Кам хушнă: alex-net | Рейтинг: 0.0/0 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Чÿк 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
30

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024